Ӗнер 19 сехетре Вӑрнар район пульницине харӑсах ултӑ ҫынна илсе пынӑ. Вӗсенчен пӗри уйрӑмах хытӑ аптӑранӑ.
Арҫынсем Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче пӗр хӗрарӑм патӗнче ӗҫленӗ. Пулӑшакансене кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмпа яшкипе хӑналанӑ. Хӑй те апата ҫинӗ. Сехет те ҫитмен — хӑнасем те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ те хӑйсене начар туйма пуҫланӑ: ӑш пӑтраннӑ, хӑсӑк килнӗ, вар пӑсӑлнӑ. Арҫынсенчен пӗри тӑн ҫухатасси патнех ҫитнӗ.
Ҫӗркаҫ улттӑшне те пульницӑн реанимаци уйрӑмӗнче тытнӑ. Паян ирхи сакӑр сехетсенче вӗсене инфекци уйрӑмне куҫарнӑ. Кӑмпа яшки ҫисе нушаланса пӗтнипе пульницӑна лекнисем халӗ хайсене начар мар туяҫҫӗ. Ҫапах та тухтӑрсем чирлисене пӑхсах тӑраҫҫӗ, кирлӗ эмелпе, ытти процедурӑпа вӑхӑтра тивӗҫтереҫҫӗ.