Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хӑнасем

Паян Чӑваш Ене икӗ кунлӑха Федеративлӑ Намуби Республикин элчи Самуэль Кавето Мбамбо килсе ҫитнӗ.

Паян вӑл Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх тата физкультура, спорт тата туризм Министерствисене ҫитсе курма палӑртнӑ.

Чӑваш ҫӗрне элчӗ Намубири пӗр хулапа Шупашкар хушшинчи тӑванлӑ хутшӑнусем ҫирӗплетме килнӗ. Ҫавӑн пекех суту-илӳпе, культура ҫыхӑнӑвӗсене те сӳтсе явма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӑваш Енӗн экономикӑллӑ аталанӑвӗн Министерстви

 

Хӗвелтухӑҫ спортсменӗсен ҫулҫӳревӗ 30 сехете тӑсӑлнӑ. «Спорт» хӑна ҫуртне вырнаҫнӑ, канса илнӗ хыҫҫӑн вӗсем тӳрех ҫывӑхри лавккана васканӑ. Мӗн туяннӑ тетӗр-и? Пилӗк литр кӗрекен 15 савӑт «Архыз» минерал шывӗ. Ку 14 спортсмена виҫӗ куна анчах ҫитет. Пӗрле килнӗ врач валли аптекӑра шурӑ халат та туяннӑ. Унӑн багажӗ ҫул ҫинче ҫухалнӑ иккен. Ун пекки авиарейссенче час-часах пулать. Акӑ Шупашкара пӗр колумбиец та чӑматансӑр ҫитнӗ.

Китаецсенчен ушкӑн менеджерӗ Колин анчах акӑлчанла пӗлет. Вӑл тата Юлия студентка пулӑшнипе ҫеҫ пӗр-пӗрне ӑнлантӑмӑр. Техӗмлӗ апат ҫиме юратакан китаецсем хӑйсемпе пӗрле специсем те илсе килнӗ.

Китаецсем иккӗмӗш кунне тӳрех «Олимпийский» тӗп стадиона тухнӑ. Кашни спортсменӑн хӑйӗн тренировкӑсен йӗрки иккен. Хӑшӗсемшӗн кунне - виҫшер, икшер е пӗрре утни те ҫителӗклӗ. Китаецсем тренировка хыҫҫӑн тӳрех тӗп трассӑпа паллашма васкарӗҫ.

 

- Ӑмӑрту ирттермелли вырӑна тӗрӗсех суйласа илнӗ-ши? - ыйтрӑм команда тренерӗнчен Ю.Вэй Лиран.

- Шӑрӑх та, сивӗ те мар. Сывлӑш температури шӑпах Кубок ирттерме юрӑхлӑ. Килсе ҫитнӗ спортсменсене климата хӑнӑхма та ҫӑмӑл.

Малалла...

 

Эквадор хӑнисемКубок ӑмӑртуҫисем килсех пыраҫҫӗ. Ак Колумби спортменӗсем хыҫҫӑн Эквадорти ушкӑн та ҫитрӗ. Колумби ӑмӑртуҫисем пекех вӗсем икӗ пайран тӑраҫҫӗ. Ку пӗр пайӗ кӑна, иккӗмӗшӗ ӑмӑрту пуҫланас умӗн ҫитмелле. Хӑнасем пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкарти ҫанталӑк вӗсемшӗн пӗрре те ют пек курӑнман. Ӑмӑртуҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ кӑтартусем кӑтартма Шупашкар ҫанталӑкӗ вӗсене чарса тӑмӗ.

 

Хӑна ҫуртне канма кайиччен хӑнасем пулас ӑмӑртӑвӑн ҫулӗпе тата Шӗкӗр хуламӑрти Тӗп стадионпа паллашрӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ӑмӑрту пуҫланиччен 10 кун кӑна юлчӗ — ӑмӑртуҫӑсем Шупашкара пуҫтарӑнма та пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Ак, вырсарникун, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, сӑмахран, Колумби ушкӑнӗ ҫитрӗ. Хӑнасем пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен ушкӑнӗ икӗ пайран тӑрать. Ку пӗрремӗш пайӗ кӑна, иккӗмӗш пайӗ ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче ҫитӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен тренерӗ тата массажистсем килӗҫ.

Ӑмӑртуҫӑсем ҫитес кубокӑн ҫулӗпе те паллашрӗҫ — тренировка ирттерчӗҫ. Трасса хӑнасене килӗшрӗ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем пуласса шанаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Шупашкар районӗ хӑнасене кӗтсе илетТунтикун Чӑваш Ене виҫӗ кунлӑха Краснодар Ен делегацийӗ ҫитрӗ.

Делегаци пысӑк, сӑмахран, сывлӑха упрассипе ӗҫлекеннисем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: Краснодар Ен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Золина Галина Дмитриевна, тӑрӑхӑн сывлӑха упракан департамент пуҫлӑхӗ Алексеенко Сергей Николаевич, Краснодар Енӗн ҫемье политикин депатртаменчӗн пуҫлӑхӗ Ковалева Татьяна Федоровна, Краснодар Енӗн халӑха социаллӑ енчен хӳтлӗх паракан департамен пуҫлӑхӗн ҫумӗ Бег Малайчет Меджидовна, Краснодар Енри сиплев учрежденийӗсенчи тӗп тухрӑмсем кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫсӑр делегацире культура, вӗрентӳ, тата ытти пайра тӑрӑшакан ҫынсем кӗреҫҫӗ.

 

Краснодар Ен хӑнисем Республикӑри нумай учреждени ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ, районсемпе хуласене те ҫитсе курчӗҫ. Сӑмахран, вӗренӳ енӗпе кӑсӑкланаканнисем Шупашкарти 40-мӗш, 59-мӗш шкулсемпе, 5-мӗш гимназипе паллашрӗҫ. Сывлӑха упрас енӗпе ӗҫлекеннисем Шупашкарта вырнаҫнӑ тӗп хула пульницине, 1-мӗш клиника пульницине, васкавлӑ пулӑшу станцине, 2-мӗш хула пульницине, Шупашкар районӗн тӗп пульницине ҫитрӗҫ, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсемпе паллашрӗҫ.

Малалла...

 

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Андриан Николаев ҫуралнӑ кунӗ. Ку кун яланхи пекех пирӗн республикӑна космонавтсем хӑнана килеҫҫӗ. Ак кӑҫал та Шупашкара Борис Волынов, Виктор Горбатко тата Владимир Ляхов СССР вӗҫевҫӗ-космонавтсем тата Совет Созӗн Паттӑрӗ ятне икӗ хут тивӗҫнӗскерсем, Николай Бударин Раҫҫей вӗҫевҫӗ-космонавчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ, Пётр Колодин космонавт-тӗпчевҫӗ килнӗ.

Чаплӑ хӑнасем Шуршӑлти мемориаллӑ комплекса, тӗп хуламри «Байконур» микрорайона, Таса Кӗркури Ҫӗнтерӳҫӗн часовнине ҫитсе курчӗҫ, Шупашкарти 10-мӗш шкулӑн стадионне уҫнӑ ҫӗре хутшӑнчӗҫ, А.Г. Николаева асӑнса иртттерекен дзюдо ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене саламларӗҫ.

Хӑнасем А.Г. Николаева асӑмрах тытнине пысӑк хакларӗҫ. Республикӑра пулса иртекен ҫӗнетӳсем те вӗсене килӗшрӗҫ. Борис Волынова вара Шупашкар кӳлмекӗ питӗ килӗшнӗ. Хӑнасем Чӑваш Енӗн пуласлахӗ пурри пирки шантарса хӑварчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑр пӗлмен ӗҫе пуҫӑнма сӗнмеҫҫӗ. Информаци ҫителӗксӗрри тата кирлӗ опыт ҫукки палӑртнине ҫӗнсе илме чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Хальхи вӑхӑтра асӑрханулӑх - ӗҫри чи лайӑх канашҫӑ.

Утӑ, 19

1990
35
Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1994
31
Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй