Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗ – шкулта хӑнара

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.04.2009 12:30 | 2273 хут пӑхнӑ

Ҫуткӳлпе Вырӑскасси ялӗсем пысӑках мар пулин те ҫак ялсенчен нумай паллӑ ҫынсем тухнӑ. Вӗсем хушшинче Елен Нарпи ҫыравҫӑпа Мария Горшкова юрӑҫӑ та. Елена Петровна пирӗн шкулта час-часах пулать. Хальхинче те вӑл ачасене хӑйӗн шыв юххи пек пӗр тикӗс сассипе, тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвӗпе савӑнтарчӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи факультечӗн доценчӗ пулнӑ май вӑл ачасене чӑваш культурине аталантарас тесен мӗн тумаллине каласа ӑнлантарчӗ. ЮНЕСКО тӗпчевӗпе пирӗн чӑваш чӗлхине пӗтекен чӗлхесен шутне кӗртнипе пӑшӑрханчӗ.

Мария Александровна Горшкова Вырӑскассинчи Петровсен йышлӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Тӑххӑрмӗш ача, чи кӗҫӗнни. Ашшӗ, Александр Сергеевич Петров, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӑмлӑ ҫулӗсемпе утса тухнӑскер, Маша 15 ҫулта чухне ҫӗре кӗнӗ. Амӑшӗ, Зинаида Маркеловна, халӑх юррисене питӗ илемлӗ юрланӑ. Аслӑ пиччӗшӗсемпе аппӑшӗсем те уҫӑ саслӑ, юрлама юратаҫҫӗ. Мария вара мӗн пӗчӗкрен искусство тӗсӗсене пит ӑнлансах кайман пулин те телевизорпа опера, балет, оперетта пӑхма кӑмӑлланӑ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра юрӑ, ташӑ кружокӗсене ҫӳренӗ. Людмила Зыкина пек юрлама ӗмӗтленнӗ.

Ялти шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗр аслӑ аппӑшӗсем ӑс панипе Шупашкарти финанспа экономика техникумне ҫул тытнӑ. Шӑпа ӑна каярах искусство тӗнчине ҫавӑтса кӗрет. 1980-1984–мӗш ҫулсенче Мария Александровна Федор Павлов ячӗпе хисепленекен музыка училищинче вӗренет. Училище пӗтерсен Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлеме пуҫлать.

Ытларах телевизорпа курма хӑнӑхнӑ сӑнар ҫывӑхрах тӑнипе ҫухалса кайрӗҫ-ши ачасем, е ентешӗн таҫтан шалтан шӑнкӑртатса тухакан илемлӗ сассипе киленсе-ши, тӑруках ыйтусем памарӗҫ. Мария вара тӑван ял ытамӗнчи ырӑлӑхпа, тӑван ен асамлӑхӗпе ҫунатланса калаҫрӗ те, юрларӗ те. Мӗн тӗрлӗ кӑна сасӑпа паллаштармарӗ вӑл ачасене. Эстрадӑпа юрланине ҫеҫ илтсе ҫынра ҫавӑн пек хӑватлӑ та ҫав вӑхӑтрах ытарма ҫук ҫепӗҫ сасӑ пуррине пӗлме те ҫук. Чӑн-чӑн илемлӗ сасӑ мӗнле янӑранине итлесе килентӗмӗр эпир ҫак тӗлпулура. «Сире эстрада ҫӑлтӑрӗ теҫҫӗ. Ҫакӑ сире пурнӑҫра пулӑшса пырать е чӑрмантарать?» — ыйту пулчӗ М.Горшкова патне.

— «Ҫӑлтӑр» тени мана килӗшсех каймасть. Хама «ҫӑлтӑр» тесе шутламастӑп, эпӗ хамӑн ӗҫе чунтан юратса тӑвакан ҫеҫ. Манӑн юрӑсене ҫынсем юратса итлеҫҫӗ пулсан, эпӗ ҫынсене кирлӗ ҫын. Ҫакна туйса тӑни вара тата пысӑк хавхаланупа ӗҫлеме хистет, ҫунат хушать, вӑй парать.

Нумай-нумай ыйту ҫине хуравларӗ Мария Александровна. Ачасене кирек мӗнле ӗҫе пуҫӑнсан та ӑна вӗҫне ҫитерме вӗренмеллине асӑрхаттарса каларӗ. Ҫавӑн чухне ҫеҫ пурнӑҫра пысӑк ҫитӗнӳсем тума пулать. Тепӗр тӗлпулура уҫӑ саслӑ ачасемпе мастер-класс ирттерме шантарчӗ чӑваш эстрада юрӑҫи М.А.Горшкова. Шкула хӑйӗн юррисен пуххине, «Самант» журнал парнелерӗ.

Юрӑҫ хӑй ҫырнӑ сӑвӑсене питӗ пысӑк туйӑмпа каласа пачӗ.

 

Ах, мӗнле илемлӗ

ҫакӑ ҫут тӗнче

Ҫурхи кун хӗвеллӗ,

шап-шурӑ хӗлле.

Пирӗн пурӑнасчӗ

пӗр-пӗрне савса.

Кунта пурӑнатпӑр

хӑнара кӑна.

Час-часах пӑхасчӗ

ӑшшӑн йӑл кулса

Вӑхӑтне тупасчӗ

ларса калаҫма.

 

Елена Никифорова

#эстрада, #Вырӑскасси, #хӑнасем, #Ҫуткӳл, #Елчӗк районӗ

 

Комментари:

Ajdush // 2116.67.6260
2009.04.02 17:06
Migulaj çрать:
Маттур. Питĕ вăйлă.
Анонимла // 2431.29.0436
2009.04.05 23:42
маттр, Горшкова сава авторе-И? Теленмелле!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем