Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Китай спортсменӗсем: «Пирӗн конкурентсем — вырӑссем»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.05.2008 14:18 | 1823 хут пӑхнӑ

Хӗвелтухӑҫ спортсменӗсен ҫулҫӳревӗ 30 сехете тӑсӑлнӑ. «Спорт» хӑна ҫуртне вырнаҫнӑ, канса илнӗ хыҫҫӑн вӗсем тӳрех ҫывӑхри лавккана васканӑ. Мӗн туяннӑ тетӗр-и? Пилӗк литр кӗрекен 15 савӑт «Архыз» минерал шывӗ. Ку 14 спортсмена виҫӗ куна анчах ҫитет. Пӗрле килнӗ врач валли аптекӑра шурӑ халат та туяннӑ. Унӑн багажӗ ҫул ҫинче ҫухалнӑ иккен. Ун пекки авиарейссенче час-часах пулать. Акӑ Шупашкара пӗр колумбиец та чӑматансӑр ҫитнӗ.

Китаецсенчен ушкӑн менеджерӗ Колин анчах акӑлчанла пӗлет. Вӑл тата Юлия студентка пулӑшнипе ҫеҫ пӗр-пӗрне ӑнлантӑмӑр. Техӗмлӗ апат ҫиме юратакан китаецсем хӑйсемпе пӗрле специсем те илсе килнӗ.

Китаецсем иккӗмӗш кунне тӳрех «Олимпийский» тӗп стадиона тухнӑ. Кашни спортсменӑн хӑйӗн тренировкӑсен йӗрки иккен. Хӑшӗсемшӗн кунне - виҫшер, икшер е пӗрре утни те ҫителӗклӗ. Китаецсем тренировка хыҫҫӑн тӳрех тӗп трассӑпа паллашма васкарӗҫ.

 

- Ӑмӑрту ирттермелли вырӑна тӗрӗсех суйласа илнӗ-ши? - ыйтрӑм команда тренерӗнчен Ю.Вэй Лиран.

- Шӑрӑх та, сивӗ те мар. Сывлӑш температури шӑпах Кубок ирттерме юрӑхлӑ. Килсе ҫитнӗ спортсменсене климата хӑнӑхма та ҫӑмӑл. Трасса йӗри тавра симӗс тӗс - ешерекен йывӑҫ-курӑк тата шыв пулни лайӑх витӗм кӳрӗ ӑмӑртакансене.

- Сирӗн йышра Испанире иртнӗ Кубокӑн призерӗсем те пур-и?

- Ҫирӗм ҫухрӑм утакан Хань Юсень.

- Олимпиадӑна хутшӑнакан команда йышӗ паллӑ-и?

- Ҫӗртме уйӑхӗнче анчах паллӑ пулӗ. Хальхи Кубокӑн кӑтартӑвӗсемпе суйласа илӗҫ. Пирӗн спортсменсем ака уйӑхӗнче иртнӗ ӑмӑрту хыҫҫӑн канса ӗлкӗреймен-ха. Хальхинче те лайӑх утасса шанатӑп.

 

Китаецсем Раҫҫей спортсменӗсене чи вӑйлисен шутне кӗртеҫҫӗ. Хӑйсен йышӗнчи вӑйлӑрах спортсменсемпе ҫывӑхрах паллаштарма ыйтсассӑн сӑпайланчӗҫ: «Кайран, ӑмӑрту хыҫҫӑн».

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Шупашкар, #Тӗнче кубокӗ-2008, #хӑнасем

 

Комментари:

Ajdush // 2904.99.1687
2008.05.07 18:56
Китай спортсменĕсем: «Пирĕн конкурентсем — вырăссем»
++++++++++++++
Вара чăвашсене шута илмеççĕ пулмалла.
2008.05.09 21:15
тусăмсем пĕлеççĕ
Китай спортсменсен хушшинче китайсем çеç мар та, типетсем, уйкурсем те пулма пултараççĕ. НАЦИ сăмахĕ тăтăшах 18 ĕмĕрĕнче пек, Территори урлă ăнланаççĕ.

Хамăр ялсем те çук çынсем... Эпир ĕмĕлке кăна, шизофрени сăнарĕ, никам.

Ак Швецире нумай пулмасть документсене çырма тӳр килчĕ (ĕç шыраттăм чухне): унта Nationalitet (Национальность) тăрать. Эп: ай чăваш çырам-ха. Çук. юрамасть. Мĕншĕн? Наци вăл эсĕ хăш çĕршывран килнине пĕлтерет, ху хăш паспортлине пĕлтерет.

Ак тамаша... Эпир çут тĕнчере пур. Урăх пăхсан, эпир пĕрре те çук.
2008.05.09 21:22
тусăмсем пĕлеççĕ
"Вырăссем" калаçнă чухне, Раççейсене ăнланаççĕ, вырăссене çеç мар... Раççейсем каласассăн компромисс пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем