Ӑмӑрту пуҫланиччен 10 кун кӑна юлчӗ — ӑмӑртуҫӑсем Шупашкара пуҫтарӑнма та пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Ак, вырсарникун, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, сӑмахран, Колумби ушкӑнӗ ҫитрӗ. Хӑнасем пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен ушкӑнӗ икӗ пайран тӑрать. Ку пӗрремӗш пайӗ кӑна, иккӗмӗш пайӗ ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче ҫитӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен тренерӗ тата массажистсем килӗҫ.
Ӑмӑртуҫӑсем ҫитес кубокӑн ҫулӗпе те паллашрӗҫ — тренировка ирттерчӗҫ. Трасса хӑнасене килӗшрӗ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем пуласса шанаҫҫӗ.