Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Турци хӑнисене чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлисем килӗшнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 11.08.2015 18:00 | 1318 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Нумаях пулмасть Шупашкарти пӗр шкулта вӗренекен Анна Орлова Стамбултан таврӑннӑ. Вӑл унта пӗтӗм тӗнчери вокал конкурсне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Анна хыҫҫӑн Турци хӑнисем те Чӑваш Ене ҫитнӗ. Конкурс жюрийӗ Раҫҫейре пултаруллӑ ҫынсене мӗнле хатӗрленнипе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Анна ҫав тери вӗсен кӑмӑлне кайнӑ.

Анна Орлова Стамбулта иртнӗ вокал конкурсӗнче пӗлтӗр ҫӗнтернӗ. Вӑл 35 ҫӗршыври юрӑҫсенсен ирттернӗ. Жюрире ларнӑ композиторсемпе мусӑкҫӑсем Анна пултарулӑхӗнчен питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсене Аннӑн илемлӗ сасси кӑна мар, тӗрӗллӗ чӑваш тумӗ те тыткӑнланӑ.

Конкурса тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсем ҫеҫ хутшӑннӑ. Анна каланӑ тӑрӑх, чи вӑйлӑ юрӑҫсем Казахстанран, Туркменистанран, Кабарда-Балкартан килнӗ. Анна Туркменире акӑлчанла пупленӗ. Чӑваш чӗлхи турккӑллине ҫывӑхран вӑл тӑван чӗлхепе те калаҫнӑ. Вӗсем ӑна кӑштах ӑнланнӑ.

Турцирен килнӗ хӑнасем Раҫҫей культури вӗсене яланах кӑсӑклантарнине палӑртнӑ. Вӗсем Мускавра, Питӗрте, Хусанта пулса курнӑ. Хамди Метин Йылмаз каланӑ тӑрӑх, Хусанта наци культурине ытларах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Чӑвашсем вара урӑхларах. «Чӑвашсен наци символӗсем пур ҫӗрте те: автобусра, тум ҫинче, сувенирсем ҫинче», — тенӗ вӑл.

Турци хӑнисене чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли кӑмӑлне кайнӑ, вырӑнти архитектура килӗшнӗ. Вӗсем пирӗн республикӑна чунтанах килӗштернӗ.

#йӑла-йӗрке, #Шупашкар, #чӑвашлӑх, #конкурссем, #Ӑстампул, #Турци, #хӑнасем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем