Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ (выр. Чувашский государственный театр оперы и балета) — Шупашкарти музыка театрӗ, Чӑваш Республикин оперӑпа балет енӗпе тӗп театрӗ. 2023 ҫултанпа «Атӑл Опера» («Волга Опера») ятлӑ.

Историйӗ

Театра йӗркелесси пирки 1930–1940-мӗш ҫулсенчех калаҫнӑ, ун чухне Чӑваш филармонийӗн вӑйӗпе чи малтанхи чӑваш музыкӑпа сцена хайлавӗсене лартнӑ. 1943 ҫулта Сарӑту консерваторийӗ ҫумӗнче Чӑваш опера студине уҫнӑ, чӑваш студенчӗсен пӗр ушкӑнне Хусан консерваторийӗн вокал факультечӗн хатӗрленӳ уйрӑмне янӑ. 1957 ҫулта Чӑваш Енри ачасене Ленинградри академи хореографи училищине вӗренме яма май тупӑннӑ.

Театр историйӗ официаллӑ майпа 1960 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнчен пуҫланать, ҫак кун Чӑваш патшалӑх музыкапа драма театрӗн сцени ҫинче Ф. С. Васильевӑн «Шывармань» («Шыв арманӗ») пӗрремӗш наци оперин премьери иртнӗ. Театра Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх 1959 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗпе Чӑваш патшалӑх филармонийӗн симфони оркестрӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ. Театр никӗслевҫи тата унӑн пӗрремӗш пултарулӑх ертӳҫи ГИТИСран вӗренсе тухнӑ Б. С. Марков (1959–1975) пулнӑ.

1969 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Музыкапа драма театрне икӗ уйрӑм коллектива пайланӑ: Чӑваш патшалӑх музыка театрӗ тата К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ. 1986 ҫулта театр Шупашкар кӳлмекӗн хӗрринчи уйрӑм ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ. 1993 ҫулта хальхи ятне — «Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ ята» илнӗ. 2023 ҫулта ребрендинг тунӑ хыҫҫӑн театрӑн ҫӗнӗ ячӗ — «Атӑл Опера».

Ҫурчӗ

Театрӑн хальхи ҫуртне 1985 ҫулта Шупашкар кӳлмекӗн хӗрринче Р. А. Бегунцпа В. А. Тенета архитекторсен проекчӗпе туса лартнӑ. Куракансен 1000 вырӑнлӑ залне амфитеатр евӗр тунӑ. Архитекторсемпе строительсен ушкӑнне 1987 ҫулта РСФСР Патшалӑх премине панӑ.

Репертуар

Театр наци тата классика репертуарне мала хурать. Паллӑ наци оперисен шутӗнче — Г. Я. Хирпӳн «Нарспи» (1967), А. В. Асламасӑн «Ҫеҫпӗл» (1971) тата «Сӑваплӑ вӑрман» (1976), А. Г. Васильевӑн «Чакка» (1983). Театр сцени ҫинче ҫавӑн пекех вырӑс тата тӗнче классикин шедеврӗсене лартаҫҫӗ: Н. Римский-Корсаковӑн «Царская невеста», А. Бородинӑн «Князь Игорь», Дж. Вердин «Риголетто», «Травиата» тата «Трубадур», Ж. Бизен «Кармен», Дж. Пуччинин «Тоска», П. Чайковскин «Евгений Онегин». Балет труппи П. Чайковскин «Акӑш кӳлли», «Ҫывӑракан чиперкке» тата «Щелкунчик», С. Прокофьевӑн «Ромеопа Джульетта» балечӗсене, ҫавӑн пекех наци балечӗсене кӑтартать.

Паллӑ ӗҫченсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-01 16:24:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем