Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мадуров Фёдор Иванович

Мадуров Фёдор Иванович — паллӑ чӑваш кӳлепеҫи. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ.

1989 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ята тивӗҫнӗ. 1982 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Ен Комсомолӗн премийӗ лауриачӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

1965 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Пултарулӑхӗ

1966 ҫултанпа унӑн ӗҫӗсем тӗрлӗ шайри куравсене хутшӑннӑ — Раҫҫей шайрисене те, тӗнче шайрисене те. Вырӑнти тата республикӑри куравсенче те унӑн ӗҫӗсене час-часах курма пулать. 1992, 2002, 2017 ҫулсенче Шупашкарта, 1995 ҫулта Чӗмпӗрте унӑн харпӑр куравӗсем ӗҫленӗ.

Фёдор Мадуров ӗҫӗсем Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, Третьяковка галерейинче, Вырӑс патшалӑх музейенче тата ытти вырӑнсенче упранаҫҫӗ.

Тӗп ӗҫӗсем

Фёдор Ивановичӑн тӗп ӗҫӗсем:

  • «Манӑн ял ҫыннисем» линогравюрӑсен ярӑмӗ (1966);
  • «Телей» триптих (1975);
  • «Н.К. Сверчков художникӑн портречӗ» (1975);
  • «Кавар» (1984);
  • «Элчӗсем» (1984);
  • «Пулхар» кӳлепе (1989);
  • «Аҫа-ама» пӑхӑр кӳлепе (1990);
  • «Чӑнлӑх» пӑхӑр кӳлепе (2001);
  • Н.Я. Бичурин сӑнӗ (2002, гипс)
  • «Асамат» (2003, пӑхӑр),
  • «Творец» (2004, пӑхӑр);
  • «Эпир» композици (2005, пӑхӑр, йывӑҫ,, гипс);
  • «Чӑваш амӑш» монументаллӑ кӳлепе (2006, искусственный гранит);
  • Д.Д. Ивлев академикӗн сӑнӗ (2007, алебастр);
  • «Вӑхӑт тата пурнӑҫ» кӳлепе ансамблӗ (1982, Шӑмӑршӑ районӗ);
  • «Вӑйӑ карти» композици (1981–1985, йывӑҫ, «Ильин­ка» кану ҫурчӗ)
  • «Хӗвел хапхи» композици (1995);
  • «Мускава каякансем (Юланутҫӑсем)» (1989, йывӑҫ, Шупашкар);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2017-04-24 10:48:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6101 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем