Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кироври хӑнасем Шупашкарпа паллашрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.09.2012 16:59 | 1456 хут пӑхнӑ

Ҫурлан 31-мӗшӗнче Шупашкара Киров ҫыннисем килсе кайрӗҫ — ушкӑн пуҫӗнче Киров хула администрацийӗн ҫумӗ Алексей Лопаткин пулчӗ. Инҫех мар вырнаҫнӑ тӑрӑхри тӳре-шарасен тӗллевӗ — хуласен тулли юбилейӗсене хатӗрлӗннӗ май пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси.

Шупашкар хулин официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗннисем 7 ҫултан тӗп хуламӑрӑн 550 ҫулне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ пулсан, кировсем 650 ҫула 12 ҫултан уявламалла. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулине никӗсленӗ ҫул авалрах пулин те пирӗн тӳре-шарасем темскер ӑна улӑштарасшӑн мар пулас. Тӗслӗхрен, Вӑта Сӑвар хулана асӑннине шута илсен эпир ним те мар тӗп хуламарӑн 755 ҫулне паллӑ тума пултарнӑ пулӑттӑмар. Шел те, патшалӑх ӗҫченӗсем ку енпе ытлашшиех тӑрӑшса ӗҫлемеҫҫӗ. Хаҫатсенче темиҫе статья тухнӑ хыҫҫӑн хула датине аваллатасси пирки урӑх ҫырма пӑрахрӗҫ.

Кировран килнӗ хӑнасене мӗн кӑсӑклантарма пултарнӑ-ха? Шупашкарӑн тӗп пайӗнчи тата ҫӗнӗ микрорайонсенчи архитектура ӗҫӗсем вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Вӑл кун ҫил вӑйлӑ пулни те Кировран ҫитнӗ тӳре-шарасен кӑсӑкланӑвне чармарӗ. «Волжский-3» (чӑв. «Атӑлҫи-3») микрорайон, нумаях пулмасть унта уҫнӑ ача пахчи, Ӗмӗрхи ҫулӑм патӗнчен уҫӑлакан Шупашкар сӑнӗ — ҫак вырӑнсенче пулса курчӗҫ.

Экскурси ирттернӗ май Шупашкар хулин культура управленийӗн начальникӗ Алла Салаева Шупашкар хули 550 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ концепци пирки каласа кӑтартрӗ. Хӑнасем республикӑн тӗп хулин опычӗпе усӑ курма шантарса каларӗҫ.

#хӑнасем, #Шупашкар, #Киров

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем