Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗн куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарти 38-мӗш шкулта ачасене биологи предметне вӗрентекен Мария Долганова унта «Симӗс патруль» экологи ӗҫ бригадисене йӗркелесси» проект тӑратнӑ.
Чӑваш Енри вӗрентекенӗн проектне жюри пысӑк хак панӑ. Мария Долгановӑн ӗҫӗ 150 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. «Симӗс патруль» социаллӑ проектӑн тӗп тӗллевӗ – ҫамрӑксене хулари экологи лару-тӑрӑвне курма пулӑшасси. «Симӗс патруль» экологи ӗҫ бригади Шупашкарти экологие сахал мар витӗм кӳнӗ.
Сӑмах май, конкурса Чӑваш Енрен пӗтӗмпе 38 проект тӑратнӑ. Вӗсенчен 9-шӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫапла майпа пирӗн республикӑран тӑратнӑ ӗҫсемшӗн пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ грант панӑ. Пӗлтӗр конкурсра 4 проект ҫеҫ ҫӗнтернӗ.
Ӗнӗр, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен III «Асам» кинофестивальне пӗтӗмлетсе ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ. Аса илтерер, кӑҫалхи фестиваль чӳк уйӑхӗнче иртрӗ. Ӑна ҫав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупрӗҫ. Ӑна уҫма та, хупма та унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр, хальхи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне, пуҫтарӑннӑччӗ.
«Асам» кинофестивале пӗтӗмлетнӗ май ӑна ирттерме укҫа уйӑрса пулӑшма килӗшекен чӑваш усламҫисем ҫуккишӗн пӑшӑрханса калаҫрӗҫ. Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков нумай та мар, 3 пин ҫеҫ ыйтнине пӗлтерчӗ. Пӗрех укҫа уйӑрма килӗшекенсем ҫукпа пӗрех пулнӑ. Юрать, чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов пулӑшнӑ, Вӑрмар районӗнчи «Енӗш» фермер хуҫалӑхӗ, ятне кӑтартма ыйтман тепӗр усламҫӑ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗ 2018 ҫулта тӗплӗ юсавшӑн мӗн чухлӗ тӳлемеллине пӑхса тухма палӑртнӑ. Постановлени проекчӗпе килӗшӳллӗн, тӳлеве 6,08 тенкӗрен 6,30 тенке (1 тӑваткал метршӑн) хӑпартма сӗннӗ.
Капла пӑхсан хак нумаях ӳсмест пек: 22 пус ҫеҫ. Ҫапах пысӑк хваттершӗн кашни уйӑхра тӳлес пулсан ку, ахӑртнех, сисӗнет. Тӗслӗхрен, 40 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн уйӑхне 243,2 тенкӗ мар, 252 тенкӗ тӳлеме тивӗ. 70 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн вара 441 тенкӗ кӑларса хумалла (унччен 425,6 тенкӗ пулнӑ).
Аса илтерер: Раҫҫейре тӗплӗ юсавшӑн 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пухма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑра ку укҫана пухас кӑтарту 78 процентпа танлашнӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпе 2,4 миллиард тенкӗ шутласа панӑ, вӗсенчен 1,9 миллиард тенкине пухнӑ.
Сусӑр ҫын Патӑрьел районӗнчи юристран хваттер илмешкӗн пулӑшма ыйтнӑ. Анчах лешӗ ӑна улталанӑ, унӑн укҫи-тенкине хӑйӗн кӗсйине чикнӗ.
Полици ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма хирӗҫленӗ. Прокуратура «сӑмсине чиксен» ҫеҫ ӗҫ пуҫарма килӗшнӗ.
Иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пурӑнмалли кӗтес туянмашкӑн укҫа-тенкӗ тивӗҫнӗ. Вӑл юристран пулӑшу ый тнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, юрист сусӑр валли Патӑрьелте икӗ хут йӳнӗрех хваттер тупнӑ та ҫавна туянма ӳкӗтленӗ. Юлнӑ укҫа-тенке вара хӑйне партарнӑ.
Халӗ ҫав пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Балти флотӗнче хӗсметре тӑнӑ, «Чебоксары» ят панӑ хурал карапне Шупашкара илсе килме укҫа ҫукки кансӗрлет. Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ ят панӑ тральщика Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, илсе килессине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернех пулӗ.
Демилитаризаци хыҫҫӑн ӑна муниципалитет харпӑрлӑхне парасси ҫинче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хӑй вӑхӑтӗнче хушу кӑларнӑ. Хӑй пуҫне пырса ҫапнипе мар, Шупашкар хулине ертсе пыракансем ыйтнипе.
Карапа Балтийск тинӗсӗнчен Шупашкара турттарса килме 20 миллион тенкӗ кирлӗ иккен. Анчах вӑл «кӗмӗле» хула хыснинче килес ҫул валли те пӑхса хӑварман. Ку хыпара Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Никитин Александр Белов журналиста пӗлтернӗ.
Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2035-мӗш ҫулччен валли хатӗрленӗ стратегилле проектне сӳтсе явнӑ. Ӑна тишкерме республикӑн Правительство ҫуртне пухӑннӑ.
Ахаль ҫынна кӑсӑклантаракан тӗп ыйту ӗҫ укҫипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар. 2020 ҫулта вӑл пирӗн тӑрӑхра 30 пин тенке ҫитӗ, 2025 ҫул тӗлне
30 пине ҫывхарӗ, 2035- мӗш ҫулта ҫынсен шалӑвӗ 90 пине ҫывхарӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев маларах асӑннӑ документа регионӑн экономикине аталантарас тата халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне ӳстерсе пырассипе йышӑннине каланӑ. «Чӑваш Енӗн аталанӑвӗ халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ», — тенӗ вӑл. Малашлӑхри аталанупа ҫыхӑннӑ документа хатӗрленӗ чух ҫынсен сӗнӗвне шута илмеллине, тӗрлӗ специалист шухӑшӗсем те тӗп вырӑнта пулмаллине те палӑртнӑ Элтепер.
Питӗрти блогер Сергей тӑлӑх ачасене пулӑшать, вӗсем валли укҫа пухать. Вӑл «Твиттерта» пост туса икӗ эрнере 190 пин тенкӗ пухнӑ. Ку йӑлтах тӑлӑхсем валли.
Блогер пӗтӗмлетӳсем тунӑ май Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачан ҫырӑвне палӑртнӑ. 15 ҫулти ача ыркӑмӑллӑх валли 150 тенкӗ куҫарса панӑ. «Каҫарӑр кунта сахал пулнӑшӑн. Эпӗ 15 ҫулта, ҫакӑн чухлӗ укҫапа ҫеҫ пулӑшаятӑп. Шупашкарти Гриша» тенӗ вӑл ҫырӑвӗнче.
«Ҫын 15 ҫулта ыркӑмӑллӑх мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланать. Ку Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ», - шухӑшне палӑртнӑ блогер.
Сӑмах май, Пушкин хулинче пурӑнакан тӑлӑхсем валли укҫа халӗ те пухаҫҫӗ. Кӑҫал ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем ҫемье ҫурчӗсенче воспитательсемпе пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
Муркаш районӗнче тилӗ тытакансене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Унтисем ҫакна тискер ҫак чӗрчун шучӗ юлашки вӑхӑтра йышланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Килти тата ял хуҫалӑхӗнчи чӗрчунсем тилӗрен урнӑ чир ҫаклатма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑрманта пурӑнакан чирлӗ чӗрчун тепӗр чух яла, уйрӑм хушма хуҫалӑха пырса кӗрет.
Тилӗ тытакансене хавхалантарма кӑҫал муркашсем хыснара 13,5 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Укҫана кама тӳлессине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи йышӑнура палӑртса хӑварнӑ.
Тилӗ тытсан ӑна Выльӑх чир-чӗрӗпе кӗрешекен Муркаш районӗнчи станцие кайса памалла. Пӗр пуҫшӑн 450 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен муниципалитетра 41 тилӗ тытнӑ. Уншӑн сунарҫӑсене укҫан хавхалантарнӑ.
Алексей Казаков тата Андрей Кошкин Якутире иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫапла майпа вӗсем парнене – 50 пин тенке – тивӗҫнӗ.
Алексейпа Андрей – И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика факультечӗн вӗрентекенӗсем. Алексей – доцент, Андрей – машиноведени кафедрин вӗренӳпе методика кафедрин специалисчӗ.
Вӗсем конкурсра «Юрлӑ асанне» скульптура ӑсталнӑ. Ҫапла пирӗн ентешсем «Юрлӑ скульптурӑсем» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Пӑрлӑ скульптурӑсем» номинацире, шел те, пирӗн ентешсем малти вырӑнсене йышӑнайман.
Сӑмах май, конкурса Китайри, Монголири, Голландири, Францири, Беларуҫри, Пушкӑртстанри, Тывари, Чӑваш Енри, Питӗрти, Мускав облаҫӗнчи, Якутири 25 команда хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче сӗтел хатӗрлемешкӗн мӗн чухлӗ укҫа тухса каясси пирки эсир, ахӑртнех, хальлӗхе шухӑшламан-ха. Сирӗншӗн тӑкака Росстат шутланӑ. Кӑҫал Чӑваш Ен ҫыннисен уяв сӗтелӗ хатӗрлес тесен 5,3 пин тенкӗ кӑларса хумалла.
Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемьен уяв сӗтелӗ ҫулталӑкра 2,15 процент хакланнӑ. Пирӗн республика танлаштарӑмра 71-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсене илес тӗк, Киров, Пенза, Ӗренпур облаҫӗсенче, Тутарстанра, Мари Элта, Мӑкшӑ Республикинче, Чӑваш Енрипе танлаштарсан, уяв сӗтелӗ йӳнӗрех кайса ларӗ.
Уяв сӗтелӗ йышне мӗн кӗрет-ха? «Кӗрӗк айӗнчи сельдь», «Оливье» салатсем, лосось йышши пулӑсен вӑлчи, аш, торт, пулӑ, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, эрех, коньяк, хӗрлӗ эрех тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Пӗтӗмпе списокра – 29 пункт.
«Оливье» тата «Кӗрӗк айӗнчи сельдь» салатсем миҫе тенке кайса ларассине те шутланӑ Росстат: 261,67 тата 130,44 тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.