Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви компьютерсем туянать. Хӑйӗн валли ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем валли илесшӗн.
Компьютерсене туянма конкурс ирттереҫҫӗ. Ун вӑхӑтӗнче 690 единица техника илесшӗн. Кашни компьютершӑн вӑтамран 49 пин те 466 тенкӗ те 67 пус тӑрать. Компьютерсемшӗн пурӗ 34 миллион та 132 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр. Техникӑпа пӗрлех вӗсен драйверсем, утилитӑсем пулмалла. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви тӳре-шара валли, паллах, ҫӗнӗ оборудовани илесшӗн. Ҫакна конкурс документацийӗнче кӑтартнӑ.
Республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем валли компьютер сутас кӑмӑллисен заявкисене кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре алимент парӑмӗ 1 миллиарда ҫывхарнӑ. Пӗлтӗр 350 миллион тенке шыраса илме май килнӗ-ха, ҫапах та парӑм виҫи ытла та пысӑк.
Алиментпа ҫыхӑннӑ парӑма паян иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче хускатрӗҫ. Кун йӗркинчи ыйту алиментпа тӳрремӗн ҫыхӑнманччӗ-ха, сӑмахӗ Чӑваш Енре тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне кӳресси ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесси пирки калаҫнӑ чух хускалчӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӳлевсӗр пулӑшӑва тивӗҫ категорисене сӳтсе явнӑ май ачисене пӗччен ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗ пирки сӑмах пулчӗ.
Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтӗр 350 миллион тенкӗ алимент шыраса илме май килнине каларӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев парӑмӑн пӗтӗмӗшле виҫипе кӑсӑкланчӗ те министр 1 миллиарда яхӑннине пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев яваплисен алимент шыраса илессипе ҫине тӑмаллине палӑртса хӑварчӗ.
Предприяти-организацисенче, халӑха пулӑшу кӳрекен ытти учрежденире иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫаврӑнӑша кӗнӗ 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫана йышӑнассипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑха уҫӑмлатма ҫак кунсенче пирӗн республикӑра хӗрӳ лини ӗҫлет.
Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче шӑнкӑрава 58-25-95 номерпе йышӑнаҫҫӗ, Чӑваш Енӗн Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00 номерсемпе. Специалистсем патне хӗрӳ лини вӑхӑтӗнче ирхи 9-тан 12-ччен тата 13-рен 16-ччен кӑрлачӑн 25-мӗшӗ таран шӑнкӑравлама май пур. Хӗрӳ линие Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн районсемпе хуласенчи уйрӑмӗсенче те йӗркеленӗ.
Вак укҫа йышӑнман, киввине тиркенӗ тӗслӗхсемпе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑхсем пирки те ыйтса пӗлме юрать.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Шупашкарти агрегат савутне панкрута кӑларас ӗҫе пуҫӑннӑ. Предприятире хальхи вӑхӑтра сӑнав процедури йӗркеленӗ.
Трактор савучӗсен концерне кӗрекен Шупашкарти савута панкрута кӑларма Внешэкономбанк (чӑв. Тулашэкономбанк) тухнӑ.
Суд ларӑвӗнче савут налукҫӑсем умӗнче 60 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. Суд ларӑвӗ иртнӗ кун тӗлне предприяти парӑма татманни палӑрнӑ.
Шупашкарти агрегат савучӗн вӑхӑтлӑх управляющийӗ пулма Владимир Соломатина шаннӑ. Вӑл — «Содействие» (чӑв. Пулӑшу) арбитраж управляющийӗсен хӑй тӗллӗн йӗркелекен организацийӗн пайташӗ.
Вӑхӑтлӑх управляющине сӑнав тапхӑрӗнче уйӑхсерен 30-шер пин тенкӗ шалу илсе тӑма ирӗк панӑ.
Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта пӗр эрне каялла шкул хӑпартма тытӑннӑ. Туса пӗтерсен вӑл Шупашкарти чи пысӑк иккӗмӗш шкул пулӗ. Документсенче палӑртнӑ тӑрӑх, унта пӗр харӑсах 1100 ача пӗлӳ илме пултарӗ.
Строительство ӗҫӗсем епле пынине тӗрӗслеме шкул ҫӗкленӗ ҫӗре Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫитсе курнӑ. Кунта ӗҫе икӗ сменӑпа йӗркелени тӳре-шарана уйрӑмах килӗшнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, шкул тума 711 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Строительство ӗҫӗсене «Старатель» фирма пурнӑҫлать. Строительсен шкула ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Ҫав вӑхӑтчен вӗсен вӗренӳ корпусӗ, 2 хутлӑ спортзал хӑпартма, стадион тата темиҫе спорт лапамӗ хӑтлама тивӗ.
Китай Халӑх Республикин правительстви хыпарланӑ тӑрӑх малтанлӑха тунӑ пӗтӗмлетӳсем 2017 ҫулта вӗсен экономики 6,9% ӳснӗ. Пӗтӗм тӗнчери валюта фончӗ маларах шутласа кӑларнинчен ку пысӑкрах, вӗсен шучӗпе ку кӑтарту 6,5% пулмалла пулнӑ.
Малтанхи ҫулсемпе танлаштарсан Китай экономикин ӳсӗмӗ хӑвӑртланма пуҫланӑ. Ку вара — темиҫе ҫул хушши, 2010 ҫултанпа, пулманни.
Пӗтӗмпе Китайӑн ВВП виҫи 82,72 трлн. юаньпе танлашнӑ. Тенкӗпе виҫсен вӑл 728,73 трлн.-па танлашать. Раҫҫей виҫи — 88 трлн. тенкӗ. Ыттисемпе танлаштарсан пирӗн патшалӑх 12-мӗш вырӑнсенче тӑрать, Китай — 2-мӗшӗнче. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пӗрремӗш вырӑна тухасси те инҫе мар тесе шутлаҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи ҫавӑн ятлӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫын ҫырӑвне вӑхӑтра хуравламаннипе ята кӗнӗ. Кӑлтӑка вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ.
Тӳре-шара патне шӑрҫалакан ҫырусем темле килӗшмесен те вӗсене 30 кунта хуравламалла. Пуҫлӑхсем ячӗшӗн ҫырса яни те час-часах пулкалать-ха, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вара алран кайтӑр тесе те алла ручка илме васкаман курӑнать.
Пуҫлӑх патне Елчӗк ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансенчен пӗри хӑй тӗпленнӗ нумай хваттерлӗ ҫурта юсас ыйтупа ҫыру янӑ. Пӗр кун иртнӗ, ик кун, эрне, уйӑх. Капла пулмасть тенӗ курӑнать, надзор органне вӗҫтернӗ.
Хурав кӗтсе ывӑннӑ ҫынна прокуратура майлӑ пулнӑ, васкаман пуҫлӑха административлӑ майпа явап тыттарса 5 пин тенкӗ штраф шаплаттарса та панӑ.
«Шупашкарти троллейбус управленийӗ» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерствинчен укҫа шыраса илесшӗн. Ҫакна тума вӑл пулӑшакана шырать. Ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ эрнере пӗлтернӗччӗ. Контракт хакӗ 12 миллион тесе ҫырнӑччӗ унта. Халӗ вара ку конкурса ирттермессине пӗлтернӗ.
Аса илтерер, Шупашкарти троллейбус управленийӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерствине ҫӑмӑллӑхлӑ категорие 2014–2015 ҫулсенче турттарнишӗн саплаштарма ыйтма шухӑш тытнӑччӗ. Укҫана шыраса илессине Шупашкарти троллейбус управленийӗ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен кӗтме хатӗр тенӗччӗ.
Малтанхи пӗлтерӗве те, хальхине те троллейбус управленийӗ патшалӑх нуши валли туянассине пӗлтерекен сайтра вырнаҫтарнӑ.
Нумай пулмасть Тӗп банк 200 тата 2000 тенкӗллӗ хут укҫасене халӑха кӑларчӗ, вӗсем нумай пулмасть пирӗн тӑрӑха та ҫитрӗҫ. Ҫавах та ҫӗнӗ хут укҫа малтанхисенчен самай уйрӑлса тӑрать — хӑш-пӗр сутӑҫсем тата ахаль ҫынсем суя укҫа лекесрен шикленеҫҫӗ. Кӑна шута илсе «Гоззнак» смартфонсем валли ятарлӑ приложени кӑларӗ.
AppStore тата GooglePlay сервиссенче ӑна кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче уҫласа илме май пулӗ. Приложени ҫӗнӗ укҫасенчи кашни уйрӑмлӑхӗ пирки пӗлтерӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл япӑх тунӑ суя укҫасене те палӑртма пултарӗ.
Аса илтеретпӗр, 200 тенкӗллӗ хут укҫа ҫинче Севастополь хулине сӑнланӑ, икӗ пинлӗххи ҫинче вара — Восточный (чӑв. Тухӑҫ) космодромпа Русский (чӑв. Вырӑс) утрав ҫине хывнӑ кӗпере.
Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт шкулӗн лаша спорчӗн шкулӗ валли тӑватӑ лаша туяннӑ. Ун валли пӗр миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ.
Голштин ӑрачӗллӗ «Ваттерлоо» тата «Фалькор» икӗ ӑйӑр, ҫурма ӑратлӑ «Проф де Стенд» кастарнӑ ӑйӑр тата тракен ӑрачӗллӗ «Мечта поэта» (чӑв. Поэт ӗмӗчӗ) кӗсре туяннӑ. Халӗ вӗсем тренерсем ӗҫлӗҫ. Лашасене турнирта тепӗр 1,5—2 ҫултан ҫеҫ курма май килӗ.
Паянхи кун лаша спорт шкулӗнче 20 ҫултан аслӑрах лашасемпе тренировка ирттерҫҫӗ. Ҫавӑнпа та унтисем янаварсемшӗн питӗ савӑннӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра шкул лашасене аякри турнирсене илсе каймашкӑн ятарлӑ транспорт туянасшӑн. Ун валли республика хыснинче 6,7 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.