Чӑваш Енри предприятисенче ӗҫлекенсен квалификацине ӳстерме Мускав укҫа парӗ. Ку хута РФ Правительствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер йышӑннӑ документра каланӑ тӑрӑх, бюджет мар трансферта ҫӗршыври 31 субъекта уйӑрса парӗҫ. Кун валли федераци хыснинче 1,525 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ҫав тупра предприятисенчи ӗҫченсен квалификацине ӳстерме тата вӗсене пӗр-пӗр професси ӑсталӑхне илме ҫӗнӗрен вӗрентсе кӑларма тӑкакланмалла. Кӑҫал уйӑракан патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫӗршыври 18 пин ытларах ҫынна ҫитмелле.
Чӑваш Ене Мускавран ҫав тӗллевпе 26,5 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Вӑл кӗмӗл пулӑшнипе пирӗн тӑрӑхри ӗҫченсем те хӑйсен квалификацине ӳстерме, паянхи ӗҫ рынокӗ ыйтакан профессие алла илме пултарӗҫ.