Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ҫамрӑк вӑрӑ усал ӗҫ тӑвиччен чиркӗве хӗрес хурсах кӗнӗ. Унтан вӑл мӑнастире парне паракансем валли ҫакса хунӑ ешчӗкрен 15 пине яхӑн тенкӗ йӑкӑртнӑ.
28 ҫулти арҫын усал ӗҫпе унччен те ҫакланкаланӑ иккен. Тӗрмерен черетлӗ хутчен пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче тухнӑ. Ирӗкре савӑнса пурӑнас вырӑнне каллех йӑнӑш ҫул ҫине тӑнӑ.
Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастирне арҫын икӗ хутчен кайнӑ. Пӗрремӗшӗнче вӑл мӗн пур укҫана вӑрламан. Тепӗр икӗ кунтан тепре ҫул тытнӑ. Турӑ ырламан ӗҫ тӑваканскер кашнинчех тӗрлӗ хӗрарӑмпа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра видеокамера пулӑшнипе тытса чарнӑ. Укҫана ҫынсем хӑйсен кӑмӑлӗпе хураҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл никамӑн та мар тесе пупленӗ хайхискер. «Саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть», — теҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче панкрута тухасран ҫӑлӑнса юлни пирки сайтра пӗлтерсех тӑнӑччӗ. Халӗ унта мӗнле лару-тӑру хуҫаланать-ха?
Шел те, предприятин парӑмсем каллех ӳссе пыраҫҫӗ. Троллейбусниксем электроэнергишӗн тӳлеҫҫӗ, анчах йӑлтах мар. Ҫавна май парӑм та ӳссе пырать. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне троллейбус управленийӗн парӑмӗ 148,9 миллион тенке ҫитнӗ. Вӑтамран илсен, управленин электроэнергишӗн уйӑхсерен 20 миллион тенкӗ тӳлемелле. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вара 16,3 миллион тенкӗ ҫеҫ тӳленӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче предприятин электроэнергишӗн 179,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Хыснаран субсиди парсан управлени энергетиксене 47 миллион тенкӗ тӳленӗ, ҫапла май панкрута тухасран ҫӑлӑнса юлнӑ. Кун хыҫҫӑн 130 миллион тенкӗ парӑм юлнӑ.
Ҫӗмӗрле ҫыннине Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Вӑл ҫичӗ ҫул федераци шыравӗнче пулнӑ.
Чӑваш Ен ҫыннине банксене тата харпӑр ҫынсене улталаса 11 миллион тенкӗ вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. 2011 ҫулта ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви шухӑшӗпе, вӑл пӗр коммерци фирмин директорӗ пулнӑ май услам аталантарас тесе Шупашкарти банксенче, кредит учрежденийӗсенче кредит илнӗ, харпӑр ҫынсемпе организацисенчен кивҫен ыйтнӑ. Следовательсем унран ыйтса тӗпчесшӗн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын урӑх преступленишӗн колони-поселенире ларнӑ. Анчах хайхискер унтан тухса тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ.
Арҫын Чӑваш Ен тулашӗнче пытанса пурӑннӑ, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Анчах кирек мӗнле вӗренӗн те вӗҫӗ пур. Нумаях пулмасть ӑна Мускав облаҫӗнчи Дубна хулинче тытса чарнӑ.
Кӑҫал ача-пӑча театрӗсене тата сӑнав драма театрне субсиди сахалрах парӗҫ. Анчах вӗсене «Театрсем — ачасем валли» тата «Пӗчӗк хуласен театрӗсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ малашне те уйӑрӗҫ.
Кӑҫал ача-пӑча театрӗсем, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 300 пин тенкӗ сахалрах илӗҫ. Пӗтӗмпе 3,7 миллион тенкӗ парӗҫ. Иртнӗ ҫул ку пулӑшӑва Ҫамрӑксен театрӗ тата Пукане театрӗ тивӗҫнӗ. Вӗсем ку укҫапа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, ҫӗнӗ икӗ постановка сцена ҫине кӑларнӑ. Кӑҫал вара Ҫамрӑксен театрӗ Белянкинӑн «Юрату тата курайманлӑх» спектакльне хатӗрлӗ. Пукане театрӗ вара Тургеневӑн «Муму» спектакльне, Ганапольскаян «Алсиш» постановкине тата Пушкинӑн «Пулӑҫпа пулӑ ҫинчен хывнӑ юмах» спектакльне ачасене кӑтартӗ.
Сӑнав драма театре кӑҫал 5,6 миллион тенке тивӗҫӗ. Пӗлтӗр вара ку виҫе ҫур миллион тенке яхӑн ытларах пулнӑ. Кӑҫал театр ачасем валли «Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино ҫулҫӳревӗ» спектакль сцена ҫине кӑларӗ.
Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмешкӗн 47 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхинчен 9 миллион тенкӗ ытларах. Ку укҫапа районсенчи 57 культура ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ.
Кӑҫал Раҫҫейре ҫемьере пӗрремӗш ача ҫуралсан пособи пама пуҫлӗҫ. Ку тӳлеве Чӑваш Енре илме пуҫланӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 64 ҫемье ку тӗлӗшпе заявлени панӑ. Хальлӗхе пособие 33 ҫемье илме тивӗҫнӗ.
ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин районӗнче пособи илес тесе заявлени ытларах ҫырнӑ: пӗтӗмпе 9 ҫемье. Вӗсенчен 9-шӗ тӳлеве тивӗҫнӗ.
Пӑрачкав районӗнче вара 3 ҫемье администрацин ЗАГС пайне ҫитме васкамаҫҫӗ. Элӗк тата Шӑмӑршӑ районӗсенче те ҫемьесем пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие илес тесе администрацие ҫитеймен-ха.
Сӑмах май, заявление кирек хӑш вӑхӑтра пама май пур. Тӳлеве ача 1,5 ҫул тултариччен параҫҫӗ.
Юлашки пилӗк ҫул хушшинче Китай халӑх республикинче 68,53 миллион ҫынна чухӑнлӑхран кӑларма пултарнӑ. Кун пирки Синьхуа агентство пӗлтерет.
Пӗтӗмӗшле чухӑнлӑх коэффициенчӗ патшалӑхра 3,1% таран чакнӑ. 2012 ҫулта ку кӑтарту 10,2% танлашнӑ пулнӑ. Китай патшалӑхӗн статистика управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра чухӑнсен йышӗнче пурӗ 30 млн ҫын шутланать. Вӗсенчен 10 млн ҫынна чухӑнлӑхран кӑҫал кӑларасшӑн.
Ҫавӑн пекех 2018 ҫулта 100 уесра чухӑнлӑх ыйтӑвне татса пӗтересшӗн. Сӑмах май, уесра чухӑнсем ҫук тесе ҫулталӑк хушшинче 2300 юаньрен (20 430 тенкӗ) сахалрах ӗҫлесе илекенсен йышӗ 2%-ран чаксан йышӑнаҫҫӗ. Чухӑнрах пурӑнакан анӑҫри тӑрӑхсенче вара ку чикӗ 3 процентпа танлашать. Чухӑнлӑха патшалӑхра 2020 ҫул тӗлне пӗтересшӗн.
Вӑтамран Китайра уйӑхне 750 доллар (43 782 тенкӗ) ӗҫлесе илеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ку кӑтарту 150 долларпа танлашать, хуласенче — пысӑкрах. Раҫҫейре вӑтамран уйӑхне 39355 тенкӗ (690 доллар) ӗҫлесе илеҫҫӗ. Чи пысӑк кӑтартусем АПШ-ра, Норвегинче. Кунти халӑхӑн уйӑхри тупӑшӗ 4500 долларпа танлашать. Юнашар патшалӑхсенчи кӑтарту: Япони — 4100$, Польша — 1440$, Эстони — 1280$, Турци — 1040$, Грузи — 480$, Казахстан — 340$, Украина — 240$, Таджикистан — 120$.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви кӑҫал Улатӑрта, Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче тата ҫак районти Пӑва ялӗнче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерес тесе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тытӑнасшӑн. Ҫапла майпа асӑннӑ тӑрӑхсенче тӗпленнӗ ҫынсем виҫӗ ҫул хушшинче таса шывлӑ пулӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнче шыв ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Аса илтерер: иртнӗ ҫулхи ҫулла унти ҫынсем прокуратурӑна ҫыхав ҫырса пулӑшу ыйтнӑ. Ара, вӗсен килӗнчи кранран тутӑх тӗслӗ шыв юхнӑ. Ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗлӗнмелле те, пӑтранчӑк шыв ӗҫме юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть-мӗн.
Ҫак тӑрӑхсенче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерес тесе республика хыснинчен укҫа уйӑрма палӑртнӑ. 2012–2013 ҫулсенче проектпа смета документацине хатӗрленӗ ӗнтӗ, вӑл патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье амӑшӗн капиталӗпе усӑ курса ипотекӑна парса татасшӑн пулнӑ. Анчах хушаматри Ё саспаллине пула пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Ҫемье пуҫӗ Артем ятлӑ. Анчах официаллӑ документсенче унӑн ятне Ё саспаллипе те ҫырнӑ. Ҫавна май Раҫҫей пенси фончӗ ҫемье ыйтса ҫырнӑ заявление тивӗҫтермен.
Тӗрӗслӗхе прокуратура шыраса тупма пулӑшнӑ. Калинин районӗн прокуратури суда тавӑҫ тӑратнӑ, Раҫҫей пенси фончӗ йышӑнӑвӗ тӗрӗс мар пулнине ҫирӗплетме ыйтнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа Шупашкарти ҫемье, Ё саспаллине шар курнӑскер, ипотекӑна амӑшӗн капиталӗпе парса татайӗ.
Хальлӗхе суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗмен.
Чӑваш Енре 6 миллиард тенкӗ ытла тӑракан теплица хута каймалла. Ӑна кӑҫал кӗркунне, юпа уйӑхӗнче, туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗклекенни — «Ренова» компани. Теплица тӑвакан компание кивҫен укҫа парса Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ пулӑшӗ.
Паян ҫак тата ытти ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗпе Оксана Лутпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
2014-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тата «Россельхозбанк» общество пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унтанпа кредит организацийӗ Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприяийӗсене кӑна мар, экономикӑн ытти сферинче тӑрӑшакансене те самай укҫа парса пулӑшнӑ. Малашне те вӑл пирӗн тӑрӑхран каймӗ.
Францире ҫул-йӗр йӗркине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Ҫакна ҫул ҫинчи пӑтӑрмахсем ӳснине шута илсе кӗртнӗ. Унччен темиҫе теҫетке ҫул хушши ҫул-йӗр инкекӗнче вилекенсен йышӗ чакса пынӑ. Халь вара вӑл каллех ӳсме пуҫланӑ. Сӑлтавне руль умӗнче телефонпа калаҫнинче кураҫҫӗ. Ҫавна май Францире ҫул-йӗр правилине татах та ҫирӗплетнӗ.
Руль умӗнче калаҫма унччен те юраман. Халь вара калаҫас тесе ҫул хӗррине чарӑнса ларсан та водителе штрафлама пултарӗҫ. Мотора сӳнтерни те хӑтармӗ. Калаҫас тесен вӗсен машинран тухма тивӗ.
Штрафӗ вара пӗчӗк мар — 135 евро. Тенкӗ ҫине куҫарсан паянхи курспа вӑл 9 567 тенкӗпе танлашӗ.
Сӑмах май икӗ йӑрӑмлӑ ҫулсенчи чи пысӑк хӑвӑртлӑха та 90-ран 80 таран чакарнӑ. Ку пӗтӗм ҫӗнӗлӗхсем ҫул-йӗрти пӑтӑрмахсен йышне чакарасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.