Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнкан хӗрарӑм приставсенчен пытанмалли мел тупнӑ: вӑл хушаматне улӑштарнӑ. Ҫапла хайхискер виҫӗ ҫул тарса пурӑннӑ.
50 ҫулти хӗрарӑм хушаматне улӑштарсан урӑх региона пурӑнма куҫнӑ, унта официаллӑ майпа ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫре вӑл самаях тупӑш илнӗ: Сӗнтӗрвӑрринче харпӑр секторта ҫуртпа гараж хӑпартнӑ, анчах куҫман пурлӑха официаллӑ мелпе регистрацилемен. Хӑйӗн машинине вара вӑл урӑх хушамат илсен хӑйӗн ҫине куҫарман.
Чӑваш Енре ҫак хӗрарӑмӑн пысӑк парӑм юлнӑ: банксене 2 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Нумаях пулмасть унӑн машинине Сӗнтӗрвӑрринче курнине приставсене систернӗ. Лешсем вырӑна ҫитнӗ, машинине арестленӗ.
Хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра Якутире пурӑннӑ, вӑл ӑҫта тӗпленнине приставсем пӗлнине сиссен ӗҫрен кайнӑ. 10 кунра парӑмне татмасан приставсем унӑн пурлӑхне арестлӗҫ.