Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ объект уҫасси тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Пӗлтерӗшлӗ учрежденисене ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче паян ҫавӑн пек мероприяти иртнӗ. Унета культура ҫурчӗ уҫнӑ.
Ял ҫыннисем валли хӑпартса лартнӑ объекта херлӗ хӑю касса уҫма тӗрлӗ тӳре-шара, депутатсем пырса ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Петр Краснов тата Юрий Попов пулнӑ. Каҫал енче ҫуралнӑ Валери Туркай поэт та тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансемпе савӑнӑҫа пайлама кайнӑ.
Культура ҫуртне 150 вырӑнлӑ туна. Ун валли хыснаран 16 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 14,2 миллионне, республика уйӑрнӑ.