Иртнӗ эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартма тытӑннӑ. Пӗрремӗш кирпӗчсене Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Пётр Краснов, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Комсомольский район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов хунӑ. Ҫакна курма ял ҫыннисем те йышлӑн пухӑннӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пӗр харӑсах 150 ҫын вырнаҫма пултаракан ҫак культура ҫуртне кӑҫал кӗркунне хута ямалла. Ӑна ҫӗклемешкӗн 16 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫав укҫаран 14 миллион ытларах тенки — республика, 2 миллионӗ вырӑнти хыснасенчен. Хырай Ӗнелти культура ҫурчӗ — Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа купалама тытӑннӑ пиллӗкмӗш учреждени.