Яппунсен «Yunika» компанийӗ Чӑваш Енре ҫурт-йӗр хӑпартма кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Кун пирки асӑннӑ фирмӑн Раҫҫейри представителӗсем ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа тӗл пулнӑ май каланӑ.
Фирма ӗҫченӗсем республика тӗп хулинче нарӑсӑн 8-мӗшӗчченех пулӗҫ. Унччен вӗсем Чӑваш Енри строительство компанийӗсем хӑпартнӑ тата халь тӑвакан ҫуртсене ҫитсе курӗҫ, ку ӗҫ епле пурнӑҫланса пынине тишкерӗҫ, хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, яппунсен «Yunika» компанийӗ Раҫҫейре ҫурт-йӗр ҫӗклес енӗпе тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлет, ҫак тапхӑрта вӗсем Мускав, Пермь тата Ижевск хулисенче хӑйсен инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пысӑк укҫа-тенкӗ хывнӑ.
Улталаса 3 миллион тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ чӑваш арҫыннине Ростов облаҫӗнче тытса чарнӑ. Патӑрьел районӗнче пурӑнаканскер унта йӗрке хуралҫисенчен пытанас тӗллевпе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче полици уйрӑмне харӑсах темиҫе ҫын пынӑ. Вӗсем пурте 36 ҫулти арҫын хӑй усламҫӑ пулнине пӗлтернине, хайхискер бизнесне аталантарма укҫа кивҫен илнине каланӑ. 3 миллион тенкӗ ытларах пухӑнсан вара телефон номерне улӑштарнӑ та тарса ҫухалнӑ — арҫынна ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн. Ҫак сӑлтавсене шута илсе пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна федераци шыравне тӑратнӑ.
Палӑртса хӑварар, Патӑрьел районӗн арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, нумаях пулмасть ӑна конвойпа Чӑваш Ене илсе килнӗ.
Паян официаллӑ майпа Раҫҫейӗн резерв фондне хупнӑ. Ӑна пӗтересси пирки финанс министерстви кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчех систернӗччӗ, паян вара 10 ҫул каялла туса хунӑ фонда чӑннипех те хупнӑ. Ҫапла май малашне Раҫҫейӗн наци пурлӑхӗн фончӗ (выр. Фонд национального благосостояния) ҫеҫ юлӗ.
Ку икӗ фонда та 2008 ҫулта никӗсленӗччӗ. Резерв фондне хыснари тӑкаксене саплаштарас тӗллевпе тунӑччӗ, наци пурлӑхӗн фондне — халӑха пенсипе тивӗҫтерме. Апла-и, капла-и, 2017 ҫулта резерв фондӗнчи пӗтӗм укҫа-тенкӗне тӑкакласа пӗтернӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнче юлашки 54 млрд. тенкӗне расхутланӑ. Кун хыҫҫӑн унта пӗр пус та юлман. Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӑрлачпа-чӳк уйӑхӗсенче ку фонда тӗкӗнмен пулнӑ.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне наци пурлӑхӗн фондӗнче пурӗ 3,75 трлн. тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ шутланнӑ. Ӑна никӗсленӗ чухне тӗллевӗ халӑха пенсипе тивӗҫтересси пулнӑ пулин те унти укҫа-тенкӗпе тӗрлӗ инфраструктурӑна аталантарма та, хыснари тӑкаксене саплаштарма та усӑ кураҫҫӗ.
Шупашкарти хысна предприятийӗсенчен пӗри пӗчӗк ача лартса ҫӳремелли креслоллӑ машина туянасшӑн. REGNUM информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автомобиле вӑл 1,07 млн тенкӗпе илме шухӑшлать.
Сӑрӑ тӗслӗ «Веста-универсал» лифтбек хӑвачӗ 110 лаша вӑйӗпе танлашмалла, унта ача кресли вырнаҫтарма май килтӗр. Транспорт туяннине Шупашкар хула администрацийӗн хыснинчен саплаштарӗҫ.
Машина «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» учреждени валли пулӗ.
Машина тенӗрен, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче монохуласене васкавлӑ медпулӑшу машинисем парасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑчччӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри монохуласем валли виҫӗ вӗр ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машини илсе килмелле тенӗччӗ вӑл хыпарта.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судне Чӑваш Енӗн энергетикӗсем Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутне ҫутӑсӑр хӑварма тавӑҫпа тухнӑ. Суд «Чӑвашэнергосбыт компанийӗ» предприятийӗ суйланӑ ҫула ырламан.
Энергетиксем суд тӑрӑх ахальтен ҫӳремен-ха. Промышленность предприятийӗн ҫутӑ укҫи парӑмӗ 130,8 миллион тенке ҫитсе кайнӑ. Ӑна савут 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа пухса тултарнӑ иккен.
Суд тавӑҫа тишкернӗ май мӗнпур материала пӑхса тухнӑ та ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: савута ҫутӑсӑр хӑварсан предприятин парӑмпа татӑлма ниепле те май пулмӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ЧР Арбитраж судӗнче «Трактор савучӗсем» концерна кӗрекен тепӗр предприятие — Шупашкарти агрегат савутне — панкрута кӑларас ӗҫ пуҫланнине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр амӑшӗ пӗрремӗш класа ҫӳрекен хӑйӗн ывӑлӗ валли амӑш укҫипе компьютерпа телефон туяннӑ. Маларах пулсан ҫапла хӑтланнӑшӑн явап тыттарӗччӗҫ. Амӑш капиталӗпе усӑ курас йӗркене улӑштарнӑ хыҫҫӑн тупрана сусӑр ачасем валли те уйӑрма юрать.
Маларах эпир каланӑ ача шкул программине килте ӑша хывать. Ҫавӑнпа ӑна компьютер та, телефон та вӗренӳ валли кирлӗ.
Сӑмах май, ашшӗ-амӑшӗ кам пулни паллӑ мар ачасене пенсие тӑлӑхсеннипе пӗрешкел парассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Социаллӑ пенсин уйӑхри виҫи 10068 тенкӗ те 53 пуспа танлашӗ. Ӑна ача 18 ҫул тултариччен, куҫӑн уйрӑмра вӗренекен студент пулсан 23 ҫула ҫитичченех тӳлӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ кам пулни паллӑ маррисем пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра — 12-ӗн.
Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Паян ларура «Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ.
Республика хыснин пӗтӗмӗшле тупӑш пайӗ 3,3 млрд ӳсессине пӗлтернӗ. Федераци хыснинчен 2 млрд та 791 млн куҫӗ, апла пулсан ӳсӗме кура пӗтӗмӗшле унӑн калӑпӑшӗ 18 млрд 750 млн тенкӗпе танлашӗ.
«Каялла тавӑрса памалли мар укҫа уйӑрни пирӗн региона федераци центрӗ шаннине ҫирӗплетет. Апла пулсан эпир финанс ыйтӑвӗпе пӗлсе тӗрӗс усӑ курни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ҫак питӗ пысӑк ҫитӗнӳ», — тесе каланӑ субъект Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев.
Укҫасӑр, тепӗр майлӑ каласан, пӗрлехи транспорт карттипе Чӑваш Енри мӗнпур транспортра тӳлеме май туса памалла. Ҫакна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑччӗ. Шупашкарти транспортӑн 90 проценчӗ терминалсем вырнаҫтарнине, унсӑр ҫӳрекенсемпе хула администрацийӗ килӗшӗве татнине, кунпа килӗшмесӗр лешсем судлашнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха.
Паян Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗ Сергей Яхатин «Чувашавтотранс» (чӑв. Чӑвашавтотранс) предприятин Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи филиалӗсенче пулнӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче республикӑри мӗнпур транспорта терминал ҫине кӑҫалхи пӗремӗш кварталта куҫармалли пирки те калаҫнӑ.
Терминал урлӑ тӳлесен ҫынсемшӗн ҫул укҫи йӳнӗрех ларать.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ ҫуртри ҫӗнӗ сценӑна халӑхпа уҫма хатӗрленет.
Хӑйӗн килӗсӗр нумай ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ ӳнер учрежденине 2016 ҫулхи раштавра Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатра куҫарасси ҫинчен республика шайӗнче йышӑну турӗҫ. Унчченхи пек пӗр-пӗр учреждение тара пама мар. Хальхинче ку ҫурт театрӑн тӑван килӗ пулса тӑчӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче театр «Ҫӗнӗ сцена – Ҫӗнӗ сывлӑш – Кӗтрет» ятпа уяв программине йыхравлать. Ӑна учреждени хӑйӗн кун-ҫулӗнчи ҫӗнӗ ярӑм тесе хаклӗ.
Юсаса йӗркене кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ сцена ӗҫлесе кайӗ. Вӑл — 375 ҫынлӑх. Ӑна хатӗрлеме, ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ тата ытти кирлӗ оборудовани туянма пӗлтӗр республика хыснинчен 12 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Республикӑн тӗп хулинчи транспортӑн 90-а яхӑн проценчӗ ҫул укҫине терминал урлӑ илет. Ятарлӑ йӗрке ҫирӗплетнӗ пулин те ыттисем пассажирсенчен «чӗрӗ» укҫа кӑна илеҫҫӗ.
Пассажирсене турттаракан маршрутҫӑсен терминал пулмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та палӑртнӑччӗ.
Ҫул укҫине транспорт карттипе тӳлеме май туса пани пассажирсемшӗн те пайталлӑ, мӗншӗн тесен ҫапла кашни тӳлемессерен нухрат (хулара, тӗслӗхрен, 4-шар тенкӗ) перекетленет. Тепӗр ен вӑл налук тӳлессипе ҫыхӑннӑ. Касса витӗр тухакан укҫана налукҫӑсенчен пытараймӑн.
Шупашкарти 32, 41, 49, 51, 65-мӗш маршрутсенче терминалпа тивӗҫтермен, вӗсене хула администрацийӗ ӗҫлеме чарнӑ. Йышӑнупа килӗшмесӗр маршрутҫӑсем суда кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.