Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан пенсионера хваттер укҫине икӗ ҫӗрте харӑс тӳлеттернӗ. Ҫакна Чӑваш Ен прокуратурин тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан икӗ управляющи компание укҫа тӳленӗ ватӑ вӗсенчен пӗринчен, «Камал» ятлинчен, укҫана каялла шыраса илме хӑтланнӑ-ха. Анчах усси пулман. Ватӑ аптӑраса ларман — Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Унта вӑл хваттер укҫине «ПИК-»1 тата «Камал» управляющи компанисене тӳленине ӑнлантарса панӑ, укҫана каялла шыраса илес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Ватӑ хыпарлани тӑрӑх надзор органӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Пенсионер сӑмахӗ тӳрре килнӗ. Халӗ прокуратура ватта хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта «Камал» предприятирен 2 пин шыраса илме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Кун пек ҫыриччен, тен, ҫырманни аванрах?