ЧР прокуратури тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗ Шупашкарти биатлон центрне тунӑ чухне хысна укҫипе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев ЧР Спорт министерствинче иртнӗ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт инвентарӗ тата ытти хатӗр-хӗтӗре туянмашкӑн уйӑрнӑ 34,3 миллион тенке вӑрлани ҫиеле тухнӑ.
Прокуратура ыйтнипе спорт министрӗн пӗрремӗш экс-ҫумӗ тата «Алза» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Палӑртмалла: министрӑн экс-ҫумне Алексей Яковлева унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне вӑл «Шурӑ чулсем» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центра, мунтинбайк центрне тунӑ чухне укҫа тӑкакланӑшӑн тата биатлон комплексӗ умӗнче йывӑҫсене каснӑшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. Куншӑн ӑна колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ, халӗ вӑл унта ларать.
«Алза» директорне Сергей Лаврентьева кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тытса чарнӑ, халӗ вӑл килти арестра ларать.