2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ тӑкаксемшӗн хак каллех ӳсет. Анчах пирӗн республикӑра хак 3,9 процентран ытларах ӳсмелле мар.
Ӗнер РФ Правительстви регионсенче коммуналлӑ такаксемшӗн тӳлемелли виҫен вӑтам индексне палӑртнӑ. Чӑваш Енре ҫитес ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулта ку кӑтарту 3,9 процентран ытларах пулмалла мар. Кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫулта та ку кӑтарту ҫак процентпа танлашать.
2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра ку индекса 2,3 процент ӳстерме пултараҫҫӗ.
Улатӑр хули ейӗвӗ халех хатӗрленме тытӑнасшӑн. Ҫак кунсенче унта ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов пулса курнӑ.
Министр вырӑнти тӳре-шарапа тӗл пулса ейӳрен хӳтӗленмелли дамба тӑвасси пирки калаҫнӑ. Улатӑрта дамба хӑпартасси пирки хатӗрленӗ проекта Шыв ресурсӗсен федераци агентстви ырланӑ. Ӑна хӑш вырӑнсенче лартасси пирки юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче калаҫнӑ.
Дамбӑна хута ямашкӑн 450 миллион тенкӗ кирлӗ. Ӑна Улатӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыран хӗррипе тӑвӗҫ. Вӑл 7,8 ҫухрӑм тӑршшӗ, 3,5 метр ҫуллӗш пулӗ. Дамба 765 ҫурта ейӳрен хӳтӗлӗ.
Аса илтерер: 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче ейӳ вӑйлӑ пулнӑ.
Пӑрачкаври ача ҫурчӗн директорӗн воспитани тата хуҫалӑх ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗ усӑ курманшӑн штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Виҫи пӗчӗкех мар: 80 пин тенкӗ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ача ҫурчӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне, хӑйне преми парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн кӗсйине 70 пин тенкӗ кӗнӗ. Ҫапла вӑл ача ҫуртне 70 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Ҫак ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Директор тӗлӗшпе ку лару-тӑрӑва сирмелле тесе представлени ҫырнӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ йывӑр-ларурура пулни пирки, вӑл панкрута тухма пултарасси ҫинчен сайтра пӗрре мар ҫырнӑччӗ. Аса илтерер: управленин 187 миллион тенкӗ парӑм. Организаци ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан ҫынсене илсе ҫӳресе парӑма кӗрсе кайнӑ.
ЧР Финанс министерстви троллейбус управленине республика хыснинчен укҫа у йӑрса пама хатӗр. 30 миллимон тенке 0,1% ставкӑпа 3 ҫуллӑха пама палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче уйӑрса парасшӑн.
Управлени ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан ҫынсене илсе ҫӳресе парӑма кӗнӗ тесе укҫа-тенке суд урлӑ шыраса илесшӗн. Анчах Финанс министерстви шухӑшӗпе, вӑл троллейбус управленийӗ умӗнче парӑмра мар. 2015 ҫулта льготниксемшӗн 9,3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ведомство шухӑшӗпе, ку ҫителӗклӗ.
Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансем тӗплӗ юсав валли ҫителӗксӗр тӳлеҫҫӗ. Ҫакӑ ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑрнӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер парӑм 550 миллион тенке ҫитнине каланӑ. «Вӑраха тӑсмасӑрах юсав ӗҫӗсене ирттермелли ҫуртсем пур, анчах та ҫынсем хӑйсен взносӗсене тӳлемеҫҫӗ. Кун пек чухне ыйту тарӑн шухӑша ярать. Теприсенче вара пушшех те урӑхла: программӑна кӗрсе юлаймаҫҫӗ, халӑх вара хӑй взносне ҫӗр процента ҫитиех пуҫтарса парать. Тӗрӗслӗхе шыраса ыйтӑва тӗплӗн татса пама тӑрӑшмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Республика ертӳҫисем халӑхпа тӑтӑшах тӗл пулмалла, лайӑх ӑнлантарса памалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак шухӑша Михаил Васильевич ӗнерхи ларура асӑннӑ.
Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер, предприятире парӑм нумай пухӑннӑ, ҫав шутра электричествӑшӑн пӗтӗмпе 188,9 миллион тенкӗ тӳлемелле. Парӑма кӗрсе кайнине кура энергетиксем троллейбус управленине панкрута кӑларма суда тавӑҫпа ҫитнӗ.
Йывӑрлӑхри предприятие бюджет кредичӗ пама йышӑннӑ. Кун пирки маларах асӑннӑ паянхи ларура республикӑн вице-премьерӗ — финанс министрӗ Светлана Енилинан пӗлтернӗ. Министр билет хакӗ пӗчӗк шухӑша та палӑртни сисӗннӗ.
Йывӑрлӑх Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн шучӗпе транспорт реформи такӑр ҫул ҫине тухайманнинчен те килет. Хуларисем пӗчӗк автобуссен шутне чакараса вӗсен вырӑнне троллейбуссем ҫӳреттересшӗн пулнӑ. Анчах автобуссен хуҫисем администраципе судлашма тытӑннӑ. Халӗ предприятири тӑкаксене оптимизацилеме троллейбуссене ҫӗрле ҫӳремелли вӑхӑта чакарнӑ. Малашне ирхи вӑхӑта та кӗскетсе рейса каярах кӑларасшӑн.
Ҫак кунсенче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене 3,6 миллион ытла тенкӗ килӗ. Ку укҫапа ача-пӑча тата пукане театрӗсене пулӑшӗҫ.
Федераци хыснинчен уйӑрнӑ кунашкал субсидие Раҫҫейри 73 регион тивӗҫӗ. Театрсене пулӑшас тӗллевпе хыснаран пӗтӗмпе 220 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: регионсем ача-пӑча тата пукане театрӗсене атлантармашкӑн паракан субсидие пӗрремӗш хут илеҫҫӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче чи пысӑк субсиди Самар облаҫне — 15,4 миллион тенкӗ — лекӗ. Тутарстана — 8,7 миллион тенкӗ, Сарӑту облаҫне — 7,5 миллион тенкӗ, Пушкӑртстана — 7,4 миллион тенкӗ. Мари, Мӑкшӑ, Удмурт республикисем чи пӗчӗк субсидие тивӗҫӗҫ.
Шупашкарта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн сахал тӳлетпӗр. Ҫапла шухӑшлать ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗ Павел Порфирьев. Унӑн шухӑшӗпе, ку тӑкак тарифне 20 тенкӗ таран ӳстермелле.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 38-мӗш шкулта Павел Порфирьев халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем ӑна тӗрлӗ ыйту панӑ. ЖКХ тарифӗ ҫинче вара тӗплӗнрех чарӑнса тӑнӑ.
Павел Порфирьев палӑртнӑ тӑрӑх, ку тариф Шупашкарта Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи пӗчӗккисенчен пӗри. Пӗр тӑваткалшӑн 8-10 тенкӗ тӳлени ҫурта кирлӗ пек тытса тӑма май памасть иккен, ҫавӑнпа хака ӳстермелле.
«Эксперт комиссийӗ ҫапла пӗтӗмлетнӗ: нумай хваттерлӗ ҫуртсене йӗркеллӗ тытса тӑрас тесен пӗр тӑваткал метршӑн 18-20 тенкӗ тӳлемелле», — тенӗ Павел Порфирьев.
«Паян ирпе маншӑн кӗтмен япала пулчӗ», — тесе ҫырнӑ эрнекун Фейсбукра Алексей Кряжинов журналист тата ҫыравҫӑ.
Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн проза секцийӗ ӑна асӑннӑ пӗрлешӗве сӗнме йышӑннине хыпарланӑ иккен. Проза секцийӗ сӗнине кура Алексей Кряжинов кандидатурине ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухать иккен.
«Вуланӑ хыҫҫӑн савӑннипе чӗре кӑкӑртан сиксе тухатчӗ», — йӗкӗлтешет ҫыравҫӑ тата журналист пӗрлешӳсен пайташӗ пулма тата хисеплӗ ятсене хирӗҫҫине палӑртса.
Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулас тесен йыша кӗме 5 пин тенкӗ тӳлемелле иккен, кайран уйӑхсерен — 200-шер тенкӗ. Алексей Кряжинов палӑртнӑ тӑрӑх, пултарулӑх, пичетленнӗ хайлавсен шучӗ тата ытти те пӗлтерӗшлӗ мар иккен.
Шупашкарта икӗ медсестрана чирлӗ ҫыннӑн картти ҫинчен укҫа илнӗ тесе шухӑшланӑран йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шурӑ халатлисем 6 пин тенкӗ ытларах укҫана хӑйсен тунӑ.
Усал хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ.
47 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе пынӑ иккен. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Сипленсе тухнӑ хыҫҫӑн арҫын банк картти ҫухалнине асӑрханӑ. Унӑн кодне вӑл паспортра тытнӑ.
Арҫыннӑн укҫи вӑл пульницӑра сипленнӗ чух ҫухалнӑ иккен. Пӗтӗмпе 6 пин те 500 тенкӗ ҫӗтнӗ унӑн.
Тупрана 38 ҫулти икӗ медсестра вӑрланӑ иккен. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, ҫапла хӑтланнишӗн ӳкӗннине палӑртнӑ.
Кукӑр алӑллӑ хӗрарӑмсем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем часах пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.