Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Апат валеҫекене тӗрме ҫынни улталанӑ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Таисия Ташней 20.03.2019 20:38 | 284 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 17-ри каччӑна ултавҫӑ шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Апат валеҫсе ҫӳрекен ҫамрӑк ырӑ кӑмӑллӑскер тата ҫынна хӗрхенекенскер пулнӑ курӑнать.

Ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ. Апат-ҫимӗҫ саккас парасшӑн евӗр пулса хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Телефон номерӗ ҫине 3600 тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Тӗл пулсан парса татма шантарнӑ.

Каччӑ арҫын ыйтнине ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ. Калаҫса татӑлнӑ вырӑна кӑштахран ҫитет те никам та ҫук иккен. Хӑйӗн патне шӑнкӑравланӑ ют номерпе ҫыхӑнать те лешӗ улталанине тунмасть, хӑй тӗрмере ларнине пӗлтерет.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служи пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ каччӑ право хуралӗнче ӗҫлекенсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем усал хыпара хальлӗхе тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн, ҫывӑх вӑхӑтра пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултарӗҫ.

#укҫа-тенкӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #пӑтӑрмахсем, #ҫамрӑксем, #ШӖМ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарти икӗ ҫамрӑк суя мелпе пуҫлӑха ларнӑ
2019, 01, 18
Мӑнукӗсене качча пама ӗмӗтленекен кинемей экстрасенс серепине ҫакланнӑ
2019, 01, 30
Телефон вырӑнне ҫӗрулми тыттарнӑ
2019, 02, 13
Ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ
2019, 02, 27
Попугайпа пӗрле ҫухалнӑ каччӑна тытса чарнӑ
2019, 03, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org