Республикӑри районсенче, ялсенче тухтӑрсем ҫитменни темиҫе ҫул каялла питӗ ҫивӗч ыйтуччӗ. 2011 ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программа ӗҫлеме пуҫласан лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма тытӑнчӗ. Унтанпа ҫулсерен ҫамрӑк тухтӑрсем, 35 ҫула ҫитменнисем, районсенчи, ялсенчи пульницӑсене ӗҫлеме каяҫҫӗ.
Кӑҫал ав ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 7 ҫамрӑк тухтӑр миллионер пулса тӑнӑ. Вӗсем халӗ районсенчи пульницӑсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — 2 стоматолог, 2 терапевт, фтизиатр тата ортопед травматолог. Ҫамрӑк ҫав тухтӑрсем Шупашкар, Елчӗк, Красноармейски, Канаш районӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Сӑмах май, программа ӗҫлеме пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 193 ҫамрӑк специалист 1 миллион тенкӗ илнӗ.
Ҫитес вӑхӑтра лавккара кӑлпассипе, ҫӑкӑрпа тата ытти апат-ҫимӗҫпе юнашар эмел сутма тытӑнма пултарӗҫ. РФ Сывлӑх министерстви лавккасенче сутма юракан эмелсен списокне хатӗрленӗ.
Тӗрӗссипе, ку ыйту тавра тахҫанах тавлашу пуҫланнӑ. Лавккара эмел сутма РФ суту-илӳпе промышленноҫ министерстви сӗннӗ. Ведомство ҫакна АПШпа Европа опычӗ ҫине таянса пуҫарма шухӑшланӑ. Списока тухтӑр рецепчӗсӗр сутма юракан эмелсем кӗнӗ. Анчах РФ Сывӑх министерстви ҫакна хирӗҫленӗ. Мӗншӗн? Ара, Раҫҫей ҫыннисем хӑйсем тӗллӗн сипленме юратаҫҫӗ-ҫке-ха. АПШра ав тӗрӗс мар сипленнӗ ҫынсем шар курни те пулнӑ-мӗн.
Кунсӑр пуҫне лавккара эмел сутни аптекӑсене тӑкак кӳме пултарать. Ҫавна пула вӗсем хупӑнма пултарӗҫ. Ҫынсен кун пек чухне кирлӗ эмеле ӑҫтан туянмалла? Ку тухтӑрсене шухӑшлаттарать.
Халӗ РФ Сывлӑх министерстви лавккара сутмалли эмелсен списокне хатӗрленӗ. Унта — пыр шыҫнине сиплемелли антисептик, тинӗс шывӗнчен хатӗрленӗ сӑмсана сирпӗтмелли шӗвек, активлӑ уголь, шӑнса пӑсӑлнинчен сипленмелли хӑш-пӗр эмел, аллергие пӗтерекен маҫсем. Ку список пирки малашне те калаҫу пулӗ-мӗн.
Утӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре йӑлана кӗме ӗлкӗрнӗ Сывлӑхпа спорт кунӗ иртет. Аса илтеретпӗр, республикӑри физкультурӑпа спорт сооруженийӗсем ҫынсене уйӑхсерен пӗр хутчен тӳлевсӗр йышӑнаҫҫӗ. Сывлӑхпа спорт кунӗ ирттерессине Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗччӗ. Маларах сывлӑх кунӗсене кварталта пӗрре ирттернӗччӗ.
Хальхинче те шӑматкун пурте спорт сооруженийӗсене кайма пултараҫҫӗ. Ҫав кун массӑллӑ спорт мероприятийӗсем ирттересси пирки те пӗлтерет республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви.
Шупашкарта шӑматкун шыв чарнине пула ӑна утӑн 27-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Ҫитес Сывлӑхпа спорт кунӗсем республикӑра ҫурлан 9-мӗшӗнче, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, юпан 18-мӗшӗнче, чӳкӗн 22-мӗшӗнче, раштавӑн 20-мӗшӗнче иртмелле.
Йӑлапа килӗшӳллӗн, шӑматкун сывлӑх кунӗ шутланать. Иртнӗ шӑматкун, утӑн 19-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне районӗсен тӗп пульницисенче ӗҫлекенсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас тӗллевпе велосипедсем ҫине ларса уҫӑлма тухнӑ.
Тухтӑрсем хӑйсен пульници умӗнче старт илсе Сӗнтӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче тӗл пулнӑ. Унтан вӗсем Таланцев пиччӗшӗпе шӑллӗн ҫурчӗ патне ҫул тытнӑ. Унта Леонид Белов фермер вӗсемпе экскурси ирттернӗ.
Ун хыҫҫӑн велоушкӑн Ильин сӑрчӗ патне кайнӑ. Кунта 340 ҫул каялла утӑн 19–20-мӗшӗсенче Емельян Пугачев ҫарӗ тӑнӑ.
Пӗтӗмпе тухтӑрсем 60 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Медиксем кунашкал ҫулҫӳреве пӗрре мар тухнӑ. Пӗлтӗр ав вӗсем Хӗрлӗ Чутай тата Элӗк тӑрӑхӗсенче пулнӑ.
Сӑнсем (12)
Шупашкар районӗнчи ача-пӑча уйлӑхӗсенчен пӗринче пӗлтӗр те пӑтӑрмах пулнӑччӗ-ха. Халӗ тата тепре сиксе тухнӑ. Унта канакан 12 ҫулхи арҫын ачана сӑпса сӑхнӑ. Унтан вӑл медицина пунктне пулӑшу ыйтма кайнӑ. Ҫавӑнта уйлӑх медсестри ачана темле эмелпе укол тунӑ хыҫҫӑн ачана пушшех йывӑрлатса янӑ пирки ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Укол тунӑ эмеле психотроплӑ хатӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Халӗ ку фактпа тӗпчев пырать иккен. Прокуратура уйлӑха питӗ тӗплӗн тӗпчесшӗн. Унӑн пӗтӗмлетӗвне ҫурла уйӑхӗнче пӗлтерме шантараҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑн 10–11-мӗшӗсенче Республикӑри клиника пульницин нейрохирурги уйрӑмӗн ҫумӗнче ҫурӑм шӑммин мимин усал шыҫҫине халалланӑ ӑсталӑх класӗ иртнӗ.
Раҫҫейри нейрохирурги енӗпе чи лайӑх специалистсенчен пӗри, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев нейрохирурги институчӗн профессорӗ Дмитрий Гуляев виҫӗ операци ирттернӗ. Ӑна Республикӑри клиника пульницин анестезиолог реаниматологӗсем тата нейрохирургӗсем сӑнанӑ.
Ассистент вырӑнӗнче ЧР Сывлӑх министерствин штатра тӑман тӗп нейрохирургӗ Павел Святочевский пулнӑ. Ҫурӑм тата пуҫ мимисен усал шыҫҫине операци тунӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла-мӗн, мӗншӗн тесен амак сарӑлма пултарать.
Тухтӑрсем нейрохирурги уйрӑмӗнче выртакан пациентсене пӑхса тухнӑ. Ӗҫтешсем тӗрлӗ амака сиплес тӗлӗшпе опытпа ылмашӑннӑ.
Палӑртмалла: Дмитрий Гуляевпа унччен те ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Ку медицина ӗҫченӗсен питӗ пысӑк пулӑшу парать-мӗн.
Шупашкарта ӗнер тата тепӗр сывлӑх проекчӗ ӗҫлесе кайнӑ. Унччен сывлӑх территорийӗсем тесе йышӑннӑ Лакрей вӑрманӗпе А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ парксем ҫумне халӗ «Шупашкара — 500 ҫул» парк хутшӑннӑ. Унта «Сывлӑх ташши» проект пурнӑҫланать.
Мероприятие марафон чупӑвӗпе Олимп вӑййин кӗмӗл ҫӗнтерӳҫи Валентина Егорова уҫнӑ. «Сывлӑх ташшине» чи малтан хутшӑннисем — «Шупашкарти ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗ» хысна учрежденине ҫӳрекенсемпе сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем. Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫул ҫитменнисен ӗҫӗ енӗпе профилактика учетӗнче тӑракансене те чӑваш ташшин ҫеммипе тӗрлӗ хускану тума йыхравланӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑн тӗп хулинчи А.Г. Николаев космонавт паркӗнче «Уҫӑ сывлӑшри йога» тата Лакрей вӑрманӗнче «Уҫӑ сывлӑшри акробатика» проектсем пурнӑҫа кӗнӗ.
Шел те, ӗҫре суранланмалли те тупӑнсах тӑрать. Нумаях пулмасть, ав, Шупашкарти МТВ-центр умӗнче тӑпра ишӗлсе аннипе унти рабочи вилнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тупӑшса тенӗ пек пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗмӗшле илсен инкек шучӗ Чӑваш Енре ҫапах та чакса пырать иккен. Ҫакӑн пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ӗнерхи правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех ӗҫ условийӗпе сыхлавӗн пӗлтӗрхи тӑрӑмне тишкернӗ.
Ӗҫри инкек шучӗ юлашки вунӑ ҫулта республикӑра 1,9 хут сахалланнӑ иккен. Суранланнӑ тӗслӗхсем ытларах чух строительствӑра, тирпейлекен производствӑра тата ял хуҫалӑхӗнче тӗл пулаҫҫӗ-мӗн. Вӗсенчен чылайӑшӗнче ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелеменнипе, ҫул-йӗр ҫинчи инкексемпе, ӗҫлекенсем ӗҫ дисциплинине пӑснипе ҫыхӑннӑ. Ӗҫре вилнӗ 18 ҫынтан ҫурри ӳсӗр пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен патшалӑх премине парасси ҫинчен Хушу алӑ пуснӑ.
Кӑҫал ӑна журналистика енӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк Гвардийӗн» Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Артем Чубуков «Информаци юхӑмӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗшӗн тивӗҫнӗ. Ку пуҫару пултаруллӑ ҫамрӑк журналистсене, блогҫӑсене, PR-специалистсене, медиа-менеджерсене аталанма пулӑшать-мӗн.
Ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Александр Антоновпа Василий Капитонов, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗ Сергей Карпов премие тивӗҫнӗ. Анна Головинана вӗренӳ енӗпе «Математика ҫапӑҫӑвӑ» проекта хатӗрленӗшӗн панӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче Чӑваш Енре «Сывӑ шӑл — сывӑ ачасем — сывӑ ҫемье» проекта пурнӑҫланӑ ушкӑн мала тухнӑ. Экологи енӗпе Ҫамрӑксен премине Сергей Трофимова «Ытларах кислород» проектшӑн панӑ.
Вӑй-хал культурипе спорт енӗпе Алексей Германова пама йышӑннӑ. Вӑл спорт аэробикинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ-мӗн.
Аса илтерер: Ҫамрӑксен патшалӑх премине Чӑваш Енре 1996 ҫултанпа параҫҫӗ. Халӗ вӑл 50 пин тенкӗпе танлашать.
Хисеплӗ ентешӗмсем!
Сире Республика кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!
Чӑваш Ен — тӗлӗнмелле илемлӗ тӑрӑх, кунта ӗҫчен, тарават та ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.
Эпир хамӑрӑн халӑхӑн хӑйне евӗрлӗ культурине, авалхи йӑли-йӗркине тирпейлӗн упраса ӑруран ӑрӑва паратпӑр. Туслӑх, пӗр-пӗрне ӑнланни, ыттисемпе тимлӗ пулни, тӑван ҫӗре юратни, аслисене хисеплени — ҫакӑ пире хамӑрӑн нумай нациллӗ республикӑри тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫӑва упрама пулӑшать.
Чӑваш Ен ҫуллен илемленсе, пуянланса пырать, кунти пурнӑҫ та хӑтлӑланать. Ҫынсем, кашни ҫемье хӑйсене социаллӑ пурнӑҫ енӗпе лайӑхрах туясси вӑй илет. Ку — пирӗн пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвӗ.
Экономика кал-кал аталанать. Юлашки икӗ ҫулта строительство керамикин ҫулталӑкра 60 млн штук кирпӗч кӑларакан питех те пысӑк «КЕТRА» завочӗ, «Етӗрнесӗт» АУОн тата нимӗҫсен паллӑ Develey компанийӗн ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен завочӗсем хута кайнӑ, «Трактор савучӗсем» концернра ҫӗнӗ йышши «Агромаш 4000» комбайнсен производствине пуҫарнӑ.
Хуласемпе районсенче пурӑнмалли ҫӗнӗ кварталсем ҫӗкленеҫҫӗ. 2013 ҫулта пурӑнмалли 837 пин тӑваткал метр ытла ҫурт-йӗр хута янӑ, 10 пин ытла ҫемье хӑйсен ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |