Ӑсчахсем карас телефонӗ ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл аллерги пуҫарма пултарать-мӗн.
Ку кӑна мар. Карас телефонӗпе усӑ куракан ачан ҫывӑрас килет, иммунитечӗ те хавшать. Ӑсчахсем ҫакна чылай тӗпчев тунӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетнӗ.
Сӑнав акӑ мӗн палӑртнӑ: карас телефонӗнчи хими пӗрлешӗвӗсем, металсем ачана аллерги пуҫарма пултараҫҫӗ. Чылай чухне ку — никеле пула. Вӑл кашни карас телефонра тенӗ пекех пур. Аслӑ ҫыншӑн ку сиенлӗ мар.
Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне ачана карас телефонне ытлах тыттарма сӗнмеҫҫӗ. Уйрӑмах кунӗпе телефон йӑтса ҫӳрекен ачасем тӗлӗшпе асӑрхануллӑ пулмалла.
Ҫӗрпӳри районти тӗп пульницӑра ӗҫ сыхлавне, медицина япалисемпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама районӑн тӗп тухтӑрӗн Ольга Ермакован хушӑвӗпе яваплӑ ҫынна ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче комисси участокри пульницӑсене ҫитсе пахаланӑ. Ӑҫта епле лару-тӑру иккенне тӗрӗслев карттине ҫырса пынӑ. Комисси ӗҫ сыхлавне епле пӑхӑннине хакланӑ. Медицина хатӗрӗсемпе епле усӑ курнипе, кирлӗ маррисене ӑҫта янипе те вӗсем кӑсӑкланнӑ. Эмел упранакан пӳлӗмсене те вӗсем кӗрсе тухнӑ. Епле кӑлтӑк тупса палӑртнине район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарта шарламан. Ҫапах та асӑрхаттармасӑрах пулман-тӑр. Кун пек тӗрӗслеве район пульници тӑтӑшах йӗркелет иккен.
Сӑнсем (11)
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Шупашкар халӑхсем хушшинчи «Сывӑ хуласем» юхӑма кӗнӗренпе 10 ҫул ҫитнӗ. Ҫак ҫавра пулӑма тата тӗп хула 545 ҫулхине уявланине халалласа Шупашкар хула администрацийӗ дизайнерсем, архитекторсем, ӳнерҫӗсем, пултарулӑх шкулӗсенче вӗренекен студентсем тата ыттисем хушшинче конкурс ирттерме палӑртнӑ. Конкурса хутшӑнакансен «Шупашкар — сывӑ хула» эмблема хатӗрлемелле.
Конкурса хутшӑнакансен заявка ҫырмалла, А4 калӑпӑшлӑ хут ҫине эмблема эскизне ӳкермелле (хура-шурӑ тата тӗслӗ пултӑр). Эмблемӑра Шупашкар тематикин элеменчӗсем, «Шупашкар — сывӑ хула» тесе ҫырни пулччӑр.
Конкурса ӗҫсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 107-мӗш пӳлӗм. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(8352) 23-51-22.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине компьютер-моноблокпа чыслӗҫ. Хутшӑнакансене вара пурне те Шупашкар хула администрацийӗн тав ҫырӑвӗсем парӗҫ.
3D текен технологи шӑл юсакан отрасле те ҫитнӗ. Вӑл стоматологсен, имплатантсен тата ортодонтсен ӗҫне самай ансатлатать-мӗн. Тухтӑрсем ӑна усӑ курма ҫӑмӑллишӗн те кӑмӑлаҫҫӗ иккен.
Томограф шӑл еплине кӗске вӑхӑтра тӗрӗс пахалать иккен. Унпа усӑ куракансем ку меслет цифра рентгенӗнчен темиҫе хут лайӑхрах тесе ӗнентереҫҫӗ. Шӑла томограф 8 ҫеккунтра сканерлать те мӗн ӳкернине 20 ҫеккунтра кӑтартать иккен.
Процедура организма сиен кӳмест тесе те ӗнентереҫҫӗ. Флюорографи тухнӑ чух ҫынна 500-тен пуҫласа 800 микрозиверт радиаци тивет пулсан, ӑшла томографпа пӑхнӑ чух 30 микрозиверт тивет иккен.
3D технологие ырлакансем унпа усӑ курнӑ чух ҫынна меллине те асӑнаҫҫӗ.
Хӗрӗхе ҫитмен хӗрарӑмсене пирус сутнишӗн штрафласси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухассине ҫӗршывӑн Патшалӑх Думин Сывлӑх сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Николай Герасименко тӗплӗн шухӑшласа тунӑ япала мар тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Ун пек йышӑнма Коммунистсен партийӗн депутачӗ Иван Никитчук сӗннӗ. Вӑл ҫул ҫитменнисен умӗнче хӗрарӑма пирус сутакансене те явап тыттарасшӑн иккен.
Маларах асӑннӑ Герасименко депутат шучӗпе (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ) хӗрӗхе ҫитмен хӗрарӑмсене пирус сутнишӗн явап тыттарас йышши ыйтусене шӳт вырӑнне кӑна йышӑнма пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Жириновский либерал демократ вӑтӑра ҫитмен хӗрарӑмсене чикӗ леш енне яма чармалла тенӗ, халӗ ав коммунист хӗрӗхе ҫитменнисене пирус сутма чарасшӑн. «Ку вӑл этем ирӗклӗхне хӗсни пулать», — шухӑшлать иккен Герасименко.
Коммунист депутат вара 40-е ҫитменнисене пирус сутма чарни 14 ҫула ҫитмен ачасен амӑшӗсене сиенлӗ ҫав йӑларан сирме пулӑшать имӗш. Хӗрарӑм тата унӑн ачисем миҫери пирки сутуҫӑ иккӗленсен унӑн паспортне тата ҫавна ҫирӗплетекен урӑх документа ыйтмалла-мӗн.
Тухтӑрсем чан ҫапаҫҫӗ. Чӑваш Енре токсикологи уйрӑмне бензинпа наркӑмӑшланнӑ ачасене нумай илсе килеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 6-мӗшӗччен Шупашкарти ача-пӑчасен 4-мӗш пульницине 7 ачана илсе килнӗ. Пурте нефть продукчӗсемпе наркӑмӑшланнӑ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, пур тӗслӗхре те ку ӑнсӑртран пулнӑ. Нумайӑшӗ бензина тата ытти ҫунтармалли-сӗрмелли хатӗре пластик кӗленчесенче — лимонад савӑчӗсенче — упрать. Ачасем ҫав шӗвеке лимонад тесе шухӑшлаҫҫӗ те ӗҫеҫҫӗ. Ара, пӗчӗк ачасем шӑрӑхра ӑш хыпнине чӑтаймаҫҫӗ-ҫке — алла мӗн лекет, ҫавна ӗҫеҫҫӗ. Чылай тӗслӗхре организма 1–2 сыпкӑм бензин лекнипе наркӑмӑшланнӑ.
ЧР Сывлӑх министерствин пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова каланӑ тӑрӑх, ку йӑлтах — аслисен тимсӗрлӗхне пула. Вӑл Чӑваш Енри пульницӑсене ҫулсерен 30 пин ачана илсе килнине палӑртнӑ: пӗрисем суранланнӑ, теприсем наркӑмӑшланнӑ… Танлаштармашкӑн: республикӑра пӗтӗмпе 240 пин ача пурӑнать.
Медиксем тӗрлӗ сиенлӗ шӗвексене ачасем тытайман вырӑнта упрама чӗнсе калаҫҫӗ. Астӑвӑр: бензина организм хӑвӑрт ҫӑтать, ҫавӑнпа инкек курасси те инҫех мар.
Ку информацие илтнӗ хыҫҫӑн ку йыша камсем кӗни пирки паллаканӑмсем те хытах пуҫ ватрӗҫ-ха. Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗ Алла Самойлова страхлакан медицина организацийӗсем пӗлтӗр ҫынсем хушшинче ыйтӑм ирттерни тӑрӑх пӗлтернӗ. Ара, пур ҫын та ыйтӑма хутшӑнман курӑнать те пустуях тӗлӗнчӗҫ пулас пӗлӗшӗмсем.
Юрӗ, айккинелле пӑрӑнар мар-ха. Тухтӑрсен ӗҫ-хӗлӗпе кӑмӑллисем пиркиех калаҫар. Хайхи ыйтӑма хутшӑннисен 71,1 проценчӗ тухтӑрсен пулӑшӑвне пысӑка хурса хаклаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах кӑмӑлсӑррисем те тупӑннӑ. Анчах пустуйран чан ҫапакансем те пур имӗш. Акӑ, эмелпе тивӗҫтернин пахалӑхӗ пирки ҫӑхавлакансенчен 3,7 проценчӗ кӑна сӑлтав пуррипе кӑмӑлсӑрланнӑ пулать. Ыттисем ҫӑвар тутине сая яраса шавланӑ пек пулса тухать-ши вара? Ҫӑмӑллӑ рецепт ҫырса паманнишӗн ҫынсен 9 проценчӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Эмелне пӗтӗм тӗнчери патентламан ятпа ҫырса паманни те час-часах тӗл пулать иккен. Ҫӑхавсен 46 проценчӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Монакори чӗре хирургийӗн центр ертӳҫипе Винсент Дорпа тӗл пулнӑ. Франци тухтӑрӗ — «Дор процедури» текен тӗлӗнмелле меслетӗн авторӗ иккен. Унпа республика Элтеперӗ Чӑваш Енри кардиохирурги ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулӑва ҫавӑн пекех республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова, республикӑри кардиодиспансерӑн тӗп врачӗ Татьяна Мизуров, асӑннӑ учрежденире тӗп врачӑн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Вадим Бабокин тата ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп кардиохирургӗ Владислав Кашин хутшӑннӑ.
Винсент Дор тухтӑр шучӗпе 40–60 койкӑллӑ пысӑках мар медицина центрӗсем уҫсан аван. Вӗсенче, паллах, пысӑк технологиллӗ хатӗр-хӗтӗр тата ӑслӑ-тӑнлӑ та пултаруллӑ ӑстасем пулмалла. Ун пек центрта ҫулталӑкра 2,5 пине яхӑн катретизаци тата чӗре операцийӗсене 800 таран ирттерме май пур иккен. Вӗсене уҫасси укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен те перекетлӗ-мӗн.
Нумаях пулмасть «Профессири чи лайӑххи» республика конкурсӗнчи «Чи лайӑх фельдшер» номинацире васкавлӑ медпулӑшӑвӑн чи лайӑх бригадине палӑртнӑ. Унта васкавлӑ медпулӑшӑвӑн вӑтам медицина пӗлӗвӗ илнӗ специалистсем хутшӑннӑ.
Конкурс комиссийӗн членӗсен йышӗнче ЧР Сывлӑх министерствин, катастрофа медицина центрӗн, ЧР вӑтам медицина ӗҫченӗсен ассоциацийӗн ӗҫченӗсем кӗнӗ.
Конкурс пилӗк тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗ медицина организацийӗсенче иртнӗ. Пурте хӑйсене тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленӗ: теори пӗлӗвӗ, фармакотерапи, васкавлӑ терапи тата реанимаци… Юлашкинчен диагноз палӑрма пултарассине, медицина пулӑшӑвӗ парассине, чӗрепе ӳпке реанимацине тӑвассине тӗрӗсленӗ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑх бригада ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗ тивӗҫнӗ. Чи лайӑх фельдшер ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Павел Коршунов илнӗ. Конкурсҫӑсене Хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
Чӑваш Республики ача-пӑча вилесси енӗпе ытлах палӑрмасть. Вӑл ку енӗпе — ӑнӑҫлисен йышӗнче. Республика Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнче — 1-мӗш, Раҫҫейре 3-мӗш вырӑн йышӑнать.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ ирттернӗ черетлӗ ларура Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлмелли кун тин иртнӗ май шӑпӑрлансем вилесси пирки ыйту хускатнӑ.
ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ мерӑсем йышӑнни кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче ача вилессине чакарма май панӑ. 0-17 ҫулсенчисен йышӗнче ку кӑтарту, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 22,9% чакнӑ. Тин ҫуралнисен йышӗнче вара ку 28,3% чакнӑ.
Шӑпах ҫаксем республикӑна ку енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсен тӑрӑх йышне кӗме май панӑ. Анчах, Алла Самойлова министр каланӑ тӑрӑх, лӑпланса лармалла мар. Кунашкал тӗслӗхсем ҫав-ҫавах пур.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пушарта 6 ача ҫунса вилнӗ, шывра 2 шӑпӑрлан путнӑ. Кӑҫал ҫӳллӗшӗнчен 7 ача ӳкнӗ. Алла Самойлова ачасем вилессинче ытларах ашшӗ-амӑшӗ айӑплине палӑртнӑ: вӗсен тӗпренчӗкӗсене пӑхсах тӑмалла-ҫке-ха.
ЧР Элтеперӗ ача вилесси енӗпе кӑтарту лайӑхланнине кура лӑпланмаллла маррине пӗлтернӗ, ку енӗпе яваплӑ ҫынсен хушма мерӑсем йышӑнмаллах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |