Лев Степанович Лобов Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗнче пуҫламӑш класс ачисене пӗлỹ панӑ. Мӑшӑрӗ Антонина Егоровна ҫав шкултах ҫамрӑк ӑрӑва историпе географи предмечӗсене вӗрентнӗ. Вӗсем тӑватӑ ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Виҫҫӗшӗ вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн аслӑ пӗлỹ илсе дипломлӑ специалистсем пулса тӑнӑ.
Манӑн паянхи сӑмахӑм Лобовсен иккӗмӗш ачи, Лев ывӑлӗ ҫинчен. Вӑл 1955 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче Штанашра ҫуралнӑ. Шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ, дневникӗнче «4» тата «5» паллӑсем кӑна пулнӑ. Халӑх ӗҫне хастар хутшӑннипе палӑрса тӑнӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсенче лайӑх кӑтартусем тунӑ. 1971 ҫулта Лев Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Аслӑ пӗлỹ илсе дипломлӑ специалист пулса тӑма ҫӑмӑлах мар-мӗн ял каччине. Тӑрӑшнӑ, ỹркенмен — кирек епле ӗҫе те вӑхӑтра, пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ. Наука енне те туртӑнма пуҫланӑ. Университетӑн юлашки курсӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах темиҫе ӑслӑлӑх ӗҫӗ хатӗрленӗ. Кайрантарах Лев Лобов ҫав материалсемпе усӑ курса тата ҫӗнӗ тӗпчевсем ирттерсе диссертаци хỹтӗленӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ.
Ҫулсем малалла шунӑ май Лев Львович Шупашкарти медицина учрежденийӗнче тӑрӑшнӑ. Ӑсталӑхӗпе пултарулӑхӗ те ỹссе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл хула пульницин травматологи уйрӑмӗн заведующийӗ.
Яра кунах халӑха йышӑнать тухтӑр. Кашни пациентпах тимлӗ вӑл. Ара, алӑ-ура хуҫакансем сахал-и паянхи кун? Больницӑна пынӑ ҫыннӑнне малтанах суранне ỹкерчӗк тӑваҫҫӗ, унпа паллашнӑ хыҫҫӑн вара гипспа хытараҫҫӗ. Ку анчах-и? Нумай чухне ятарлӑ механизм та вырнаҫтарма тивет. Тепӗр чухне тата тӗрӗс мар сыпӑннӑ шӑмӑсене аркатса ҫӗнӗрен ҫыпӑҫтармалла пулса тухать.
Ҫак уйӑхра унӑн тивӗҫлӗ канӑва тухма вӑхӑт ҫитет. Лев Лобов врач пурнӑҫне тӑван халӑха халалланӑ. Институт пӗтерсен те вӑл урӑх облаҫсене ӗҫлеме кайма шухӑшламан. Шупашкартах ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ҫуратса пӑхса ỹстернӗ. Таня аслӑ пӗлỹллӗ экономист. Катя вара ашшӗн ӗҫлӗ ҫул-йӗрне малалла тӑсма тӗллев лартнӑ, вӑл та тухтӑр.
Ҫакӑ интереслӗ. Лев Львович ҫу кунӗсенче кашни канмалли кунах Штанаша килет. Тӑван тӑрӑх, ҫунат сарса вӑй-хал панӑ тавралӑх хӑй ытамне йыхӑрать ӑна. Ял ҫумӗнчи ешӗл вӑрман, анлӑ уй-хир унӑн чун-чӗрине ҫывӑх. Чи пахи — ял-йыш, кỹршӗ-аршӑ пуринчен те хаклӑрах.