Хальхи вӑхӑтра медицина чылай вӑйлӑ аталанать. Пӗчӗк виҫепе тата вӑхӑтсӑр ҫуралакансене те ҫӑлса хӑвараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кашни тӑваттӑмӗш ача ашшӗ-амӑшӗ пӑхса ҫитерейменнине пула вилет иккен. Ку цифрӑна нумаях пулмасть республика шайӗнче иртнӗ канашлура Сывлӑх сыхлав министерствин амӑшӗсемпе ачисене пулӑшу кӳрес енӗпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Нина Емельянова палӑртса хӑварнӑ.
Кипкери ачасен вилеслӗхӗн кӑтартӑвӗ пирӗн республикӑра пӗлтӗр 4,8-па танлашнӑ. Ахаль ҫыншӑн ку вӑл уҫӑмлӑ цифрах мар-ха. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫакӑ аван кӑтарту пулнине палӑртать — ҫак енӗпе Чӑваш Ен шӑпӑрлансем вилессипе пӗчӗк цифрӑллӑ виҫӗ регион шутне кӗртнине пӗлтерет.
Пур енлӗн сывӑ ҫын ҫук, тӗплӗн тӗрӗслеменисепе кӑна сыввӑн курӑнаҫҫӗ ҫивӗч чӗлхеллисем хӑш чух. Халӗ пирӗн ҫӗршывра кӑна мар, республикӑра та ҫынсене тӗплӗ тӗрӗслесси пырать. Пӗлтӗр, сӑмахран, Чӑвашра 231,4 пин ытларах ҫынна диспансеризаци витӗр кӑларнӑ. Ку процедурӑран пӑрӑнакансем те тупӑннӑ иккен-ха: ун пекксиене 1142 ҫын тесе пӗлтерет республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви. Хӑш-пӗр ӗҫрен пульницӑна ыйтса каясси тем тӑрать те, тен, хайъисен кайма май килмен-ши?..
Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн инфекцилле мар чирсемпе аптӑрас хӑрушлӑх 68,3 процентӑн пуррине асӑрханӑ. Ҫав шутран 70 проценчӗ тӗрӗс мар апатланать иккен. Ӳт-пӗве пиҫӗхтерменнисем, хускалма юратманнисем — 26 процент. Юн пусӑмӗ пысӑккисемпе 26 проценчӗ аптӑранине палӑртнӑ, мӑнтӑррисем — 14 процент. Эрех виҫеллӗ ӗҫменнипе те чир-чӗр сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ — Рак чирӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун шутланать. Ҫав ятпа республикӑри онкологи диспансерӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Тухтӑрсен алӑкӗ ҫав тӗллевпе ирхи 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен уҫӑ тӑрӗ.
Асӑннӑ пульницӑри тухтӑрсем патӗнче консультаци илес текенсен малтан черете ҫырӑнма кирлӗ мар — пырса черет йышӑнмалла. Онколог-врач направлени парсан унтах ультрасасӑ тата рентген тӗрӗслевӗсем ирттерӗҫ.
Тухтӑр патне лекес тесен диспансерӑн регистратурине пымалла. Поликлиника Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Тӗрӗсленес текесен паспорт тата полис илме манмалла мар.
Паян Шупашкарта медицинӑри каяшсене тирпейлекен участок уҫӑлнӑ. Ӑна Васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пульницӑн поликлиникипе юнашар хута янӑ. Унта ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе пысӑккисӗр пуҫне экологи хӑрушсӑрлӑхӗ енчен те лайӑххине палӑртаҫҫӗ.
Центра хута яма республикӑн Сывлӑх сыхлав минситерствипе пӗрле Мускаври «Киль» медицина компанийӗсен ушкӑнӗ 40 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ иккен. Ҫулталӑкра медучрежденисенче 6 пине яхӑн медиицна хатӗр-хӗтӗрӗн юлашки пухӑнса каять-мӗн те, центр уҫӑлни чӑннипех те аван ӗнтӗ. Вӑл пӗр цикл вӑхӑтӗнче. Тепӗр майлӑ каласан, 30-60 минут хушшинче, 150 килограма яхӑна тирпейлеет иккен.
Ар хӑвачӗ чакни арҫынсене хурлантарни специалистсемшӗн вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Шупашкарти аптекӑсенчен пӗрине ҫамрӑк арҫын ҫак нушапа пырса кӗни фармацевта тӗлӗнтермен-тӗр. Ара, ун пек япала ҫултан килет-им тенӗ пулӗ. Ар хӑватне ӳстермелли эмеле ыйтаканскере вӑл кӑмӑлпах пулӑшма васканӑ. Йӳнӗ мар эмелшӗн арҫын 5 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Кӑштахран арҫын тем юмахласа-пуплесе укҫана каялла илнӗ те аптекӑран тухса кайнӑ. Фармацевт арҫын аптекӑран тухса кайсан ҫеҫ эмелне те, укҫине те тыттарса янине ӑнланса илнӗ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех ултавҫӑ ҫулӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл Чӗмпӗр хулинчен килнӗ 31 ҫулти чикан пулнӑ иккен. Унӑн юнпа пӗр тӑванӗпе тепӗр тӑванӗ те (иккӗшӗ те хӗрарӑмсем) ҫынсене улталани пирки пӗлтереҫҫӗ. Ар хӑватне вӑйлатакан хаклӑ эмел илнӗ арҫынна шыраса йӗрке хуралҫсием Чӗмпӗре те темиҫе хут та кайнӑ-мӗн. Анчах вӑл нихӑшӗнче те килте пулман. Тарса ҫӳресе пӗтереймӗп тесе-ши, пӗринче вӑл хӑйех полицие пынӑ.
Анчах ку вӑл татса каланиех мар-ха. Хӗллехи вӑхӑта тавӑрас ыйту патне ҫӗршывӑн Патшалӑх Думи ҫуркунне таврӑнасса «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти ертӳҫи Сергей Миронов шанать иккен. Ку шухӑша Миронов ӗнерхи брифингра каланӑ. Сочири Олимпиада иртсе кайсан «вӑхӑт ыйтӑвне» депутатсем сӳтсе явасса вӑл шанать-мӗн. Хӑй енчен Миронов сехете ҫулталӑкра икӗ хутчен куҫарассине унччен те хирӗҫ пулнине палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, вӑхӑта унталла та кунталла куҫарни сывлӑхшӑн та сиенлине палӑртаҫҫӗ. Ҫитменнине хальхи вӑхӑтра эпир хӑй вӑхӑтӗнче ҫуллахи вӑхӑт ҫине куҫарнипех хӗл каҫатпӑр…
Чӑваш Енри халӑх тарҫисене пӗр кун лифтпа ҫӳреме чарасшӑн. Ҫак шухӑша Патшалӑх Канашӗн ӗнерхи сессийӗнче чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов каларӗ. Ку вӑл сывӑ пурнӑҫ тытса пырасси пирки калаҫнӑ май пулчӗ темелле. Спикер каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пырать.
Этем тенине хушнипе кӑна итлеттерме ҫӑмӑлах мар-тӑр. Хӑвӑнтан пуҫла теҫҫӗ-и-ха кун пек чух? Тен, ҫавна шута илсе те пулӗ Юрий Попов сывӑ пурнӑҫ йӑлипе пурӑнассине депутатсен тата влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсенчен пуҫламаллине палӑртрӗ. Шухӑшне аталантарнӑ май вӑл эрнере пӗрре лифтпа хӑпарма чарма сӗнчӗ. «Калӑпӑр, юнкун», — терӗ вӑл.
Анчах залра ларакансем ку шухӑша хапӑлласах йышӑнни сисӗнмерӗ. Правительствӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ 15 хутлӑ пулнӑран хӑраса ӳкрӗҫ-ши — калама хӗн. Хыснана перекетлеме май парать тени те вӗсен шухӑшне улӑштараймарӗ пек туйӑнчӗ.
Суд приставӗсен мӗн кӑна тума тивмест пулӗ! Хӑш чухне вӗсен чирлӗ ҫынна пульницӑна та ҫитерме лекет. Паллаканне леҫнӗ пуль-ха тетӗр-и? Ҫук ҫав. Ют ҫыннах. Суд приставӗ ӑна хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ май илсе кайнӑ. Юрӗ, йӗркипе каласа парар-ха.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын ҫынна ерекен формӑллӑ туберкулезпа чирленӗ. Апла пулин те арҫын пульницӑна выртасшӑн пулман. Ҫавна кура ӑна прокуратура тухнӑ тавӑҫа пурнӑҫласа суд хайхине ирӗксӗр сиплеме йышӑну кӑларнӑ. Лешӗншӗн вара ик айкки те тӑвайкки тейӗн — пӗрех пульницӑна кайман. Ҫавна кура арҫынна суд приставӗ туберкулез пульницине ӑсатнӑ. Сӑмах май каласан, суд приставӗсен Калинин районӗнчи пайӗнче ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫсем тата тепӗр саккӑр выртаҫҫӗ иккен.
Ҫак шухӑша республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова паян «Чӑваш Республикинчи ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен 2013 ҫулхи чи лайӑх специалист» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ май каланӑ.
Ӑмӑрту кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртет. Кӑҫал Чӑвашкредитпромбанкӑн ӗҫ сыхлавӗн инженерне Владимир Порфирьева ҫитекен пулман. Вӑл ҫулталӑкри чи лайӑх специалист пулса тӑнӑ. 2-мӗш вырӑна 3-мӗш стройтрестӑн «Канашстрой» обществин ӗҫ сыхлавӗн специалисчӗ Любовь Иванова тухнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейски районӗнчи «Чесла» обществӑн ӗҫ сыхлавӗн специалисчӗ Анатолий Михайлов.
Ӗҫ сыхлавӗ пирки хаҫатра ҫыракансемпе радио-телевиденире калса паракансене те хавхалантарас тенӗ. Вӗсем валли ятарласа икӗ номинаци палӑртнӑ. Ӗҫ сыхлавӗн тӑрӑмӗ пирки ҫырса кӑтартнисенчен «Время» профсоюз хаҫатӗнче тӑрӑшакан Владимир Рыбкинпа Евгения Басовӑна пӗрремӗш вырӑна тухнӑ тесе йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Чӑваш радиовӗн «Столичный курьер» кӑларӑмне ертсе пыраканӗ тата авторӗ Николай Мулянов, виҫҫӗмӗшӗнче — Етӗрне район администрацийӗн информаци пайӗн тӗп специалисчӗ Лилия Петрова.
Чӑваш Енӗн тӗп офтальмологӗ Дмитрий Арсютов тӗлӗнмелле операци тунӑ. 3D меслетпе пурнӑҫлакан операцие вӑл Тӗнчери офтальмологи конференцийӗ вӑхӑтӗнче Самар хулинче чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирттернӗ.
Конференци вӑхӑтӗнче Самарти, Пензӑри, Кироври, Мускаври тата Шупашкарти куҫ тухтӑрӗсем хальхи йышши 10 операци туса кӑтартнӑ иккен. Арсютов пурнӑҫланӑ 3D форматлӑ операци пирки каласан, хирург мӗн туни пысӑк экран ҫинче курӑнать иккен. Ӳкерчӗке тухтӑр 3D куҫлӑхпа пӑхать. Ҫакӑ кӑштах кӑна каснипех катарактӑна сиплеме май парать. Кун пек операцие пула хируга та ӗҫлеме ҫӑмӑл иккен, чирлине те ыраттармасть-мӗн тата куҫ та хӑвӑрт сипленет теҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |