Ҫынсем мӗнле чирпе пӗлтӗр ытларах аптӑранине тишкернӗ те ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Сывлӑх сыхлав ӗҫне ӗнер республикӑн Правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Тухтӑрсенчен пӗлтӗр пулӑшу ыйтнисенчен ытларахӑшӗ, 37,6 проценчӗ, сывлав органӗсен чирӗпе аптӑрани палӑрнӑ. Шур халатлисем патне ҫакланнисенчен 10,5 проценчӗ пульница койки ҫине суранланнине, наркӑмашланнине тата ытти тулаш сӑлтава пула лекнӗ. Тухтӑрсем патне ҫынсем ҫавӑн пекех шӑкпа ар органӗсен чирӗсене пула самайӑшӗ, 9,5 проценчӗ, каяҫҫӗ.
Сывлав органӗсем терӗмӗр те, ҫавсенчен 71,8 проценчӗ респираторлӑ чирсемпе аптӑранӑ. Пневмони ураран ӳкерни те пулнӑ.
Чӑваш Енре пациентсен прависене хӳтӗлекен общество организацийӗсен канашӗ уҫӑлнӑ. Унӑн йышне республикари ҫичӗ общество организацийӗ кӗнӗ. Ҫав йышра — Пӗтӗм Раҫҫейри сусӑрсен «Шанчӑк» ревматологи ассоциацийӗ» организацийӗн пирӗн республикӑри уйрӑмӗ, гемофилипе чирлӗ ҫынсен Чӑваш Енри обществи, сусӑрсен «Диас» общество организацийӗ, склерозпа чирлисен обществи тата ытти те.
Пурӑна киле Канаш членӗсен списокӗ нумайланӗ. Пациентсен юхӑмӗн тӗп тӗллевӗ — пациентсемпе министерство хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелесси. Канаш пӗр-пӗр чире епле сиплемелли пирки ашшӗ-амӑшне пӗлтерсе тӑрӗ, эмелсемпе, оборудованипе тивӗҫтерес, медицина пулашӑвӗ парас енӗпе мӗнле документсем пурри пирки каласа кӑтартӗ.
Канаш ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Пушӑн 21-мӗшӗнче пӗрремӗш лару иртнӗ.
Шел те, министерство сайтӗнче те вӗсемпе епле ҫыхӑнма пуласси пирки, пациентӑн ыйту тухсан ӑҫта каймалли пирки пӗлтермен.
Онкологи чирӗсенчен кӑкӑр ракӗ чи анлӑ сарӑлни шутланать. Анчах унӑн лайӑх енӗ, енчен ет капла калама юрать тӗк, — чире иртерех палӑртсан пӗтӗмпех сиплеме май килет.
Рак тенӗ сӑмах хӑех епле хӑратать те, ун пек диагноз лартнисене психологи тӗлӗшӗнчен пулӑшу кӳни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Республикӑн хӗрарӑмсен канашӗ «Пурнӑҫшӑн» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май Республикӑри клиника онкологи диспансерӗнче Онкологи чирӗсемлӗ хӗрарӑмсене психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен центр ӗҫлесе каймалла. Унӑн алӑкӗ ыран уҫӑлмалла.
Сӑмах май, паян республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви усал шыҫӑллӑ ҫынсене 22,2 пин ытла шута илнӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем.
Тӗнчери ӑсчахсем сӳслӗ апат-ҫимӗҫ хырӑмлӑх ракӗнчен сыхланине ҫирӗплетсе панӑ имӗш. 2007 ҫулта ун пек тӗпчев пӗрре ирттернӗ-ха вӗсем. Ҫавӑн чух вӗсем сыхлама пултарать тесе кӑна пӗтӗмлетнӗ. Хальхинче тата ҫирӗпрех пӗтӗмлетнӗ.
Рака тӗпчекен пӗтӗм тӗнчери фонд Лондонри Импери колледжӗн эксперчӗсене тӗпчев ирттерттернӗ. Вӗсем ӳсентӑран апат-ҫимӗҫе, ҫав шутра сӳслисене (улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, вӗтетемен тӗш-тырӑран тӑракан кӗрпе, пӑрҫа йышшисем) ытларах ҫиме сӗннӗ.
Рака тӗпчекен пӗтӗм тӗнчери фонд тата Америкӑри рака тӗпчекен институт ученӑйӗсем хатӗрленӗ аш-пӑша (кӑлпасси, ветчина, буженина тата ытти ҫавӑн йышши ҫимӗҫ) тата хӗрлӗ какая тӗпчесе пӑхнӑ. Хатӗрленине вӗсем ҫиме сӗнмеҫҫӗ, пӑру тата сурӑх ашне эрнере 5-6 вӑтам порцирен ытла ҫимелле мар теҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ирттернӗ пресс-конференцире ытти тӗрлӗ ыйтупа пӗрлех медицинӑра кадрсем ҫитменнине сӳтсе явнӑ.
Пульницӑсен штатне вӑтамран иккӗ-виҫҫӗмӗш пай чухлӗ кӑна комплектланӑ иккен. Вӗсенче медаппасем, участокри терапевтсем, ансӑр специалистсем — офтальмологсем, кардиологсем, эндокринологсем — ҫитмеҫҫӗ. Хӑш-пӗр поликлиникӑра черет ҫук иккен, теприсенче виҫшер сехет тӑма тивет. Тухтӑра вӑрах кӗтме тивнипе халӑх кӑмӑлсӑрланать.
Министр шучӗпе ҫынсене хӑйсен участокри тухтӑрӗ патне ҫирӗплетсен ҫак ыйту татӑлмалла. Ансӑр специалистсем ҫитменнине хальхи сывлӑх учрежденийӗсенче консультаципе диагностика центрӗсем йӗркеленипе татасшӑн. Поликлиникӑра, сӑмахран, кардиолог е пульманолог пулмасан ҫын ятарлӑ центра кайма пултарӗ. Лайӑх тӗслӗх вырӑнне Алла Самойлова Шупашкарти Васкавлӑ пулӑшу пульниципе Ҫурҫӗр клиникӑна пӗрлештернине илсе кӑтартнӑ.
Сывлӑх сыхлав министерствинче специалистсем медицинӑна таврӑнасса шанаҫҫӗ. Персоналӑн ӗҫ укҫи сисӗнмеллех хӑпарнӑ. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле врачсен ӗҫ укҫине тата 10 процент хӑпартасшӑн.
Медицина ҫирӗп утӑмсем туса малала аталанать, анчах ҫын юнне ылмаштаракан япала халӗ те шухӑшласа кӑларман-ха. Ҫавӑнпа чирлисен пурнӑҫне ҫӑлмашкӑн юн кирлӗ. Чылайӑшӗ ҫак пулӑшӑва кӗтет.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗкри тӗп пульницӑра Юн илекен станци донор кунне ирттернӗ. Ҫак кун 80 ҫын юн панӑ. Шурӑ халатлисем уйрӑмах хастар пулнӑ. 36 тухтӑр донор пулнӑ.
Юн паракансен ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ӗҫрен пӗр кун канма ирӗк пур. Ҫавӑн пекех вӗсене апатланмашкӑн 330 тенкӗ параҫҫӗ. Паллах, донорсемшӗн ку чи пӗлтерӗшли мар. Ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшасси — сӑваплӑ тивӗҫ.
18 ҫултан аслӑ кашни ҫын донор пулаять. Донор пулма хирӗҫлекен салтав ҫук тӑк, кӗлетке йывӑрӑшӗ 50 килограмран ытларах пулсан — тархасшӑн. Тухтӑрсен чылай ҫул ирттернӗ сӑнавӗ ҫирӗплтенӗ тӑрӑх, ҫынран 400–450 миллилитр юн илни сывлӑха, ӗҫ хастарлӑхне сиен кӳмест. Пачах тепӗр май: япаласен ылмашӑнӑвӗ хӑвӑртланать, кӑмӑл ҫӗкленет, пит ӳчӗн тӗсӗ лайӑхланать, организм ҫамрӑкланать. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑкра 5 хут юн пани сиенлӗ мар.
Республика сыватӑшӗсенче ҫӗнӗ мелпе операцисем ирттерме пуҫлани пирки эпир маларах та сире пӗлтернӗччӗ. Сывлӑх анинчен акӑ ҫӗнӗ хыпар та ҫитрӗ — республикӑн клиника пульницинче кӑкӑр тӗлӗнчи вырӑна операци тӑвакан хирургсем халиччен туман меслетпе операци ирттернӗ.
Video-assisted thoracic surgery теҫҫӗ иккен ӑна специалистсем. Ансатрах чӗлхепе ӑнлантарма пӑхсан ҫакӑ тип пыра видеотораскопилле мелпе пластика операцийӗ тунине пӗлтерет темелле-тӗр. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче тип пырӑн сылтӑм енчи пайӗнчи шыҫҫа каснӑ. Чирлӗ хӗрарӑм ҫав вырӑнти аденомӑпа аптӑранӑ иккен.
Шыҫҫа пӗтермелли операци тунӑ хирургсем ӳте 5–10 миллиметр тӑршшӗ каснипех яваплӑ операцие пурнӑҫланӑ. Операци епле пынине видеомелпе сӑнаса тӑнӑ. Унччен апла операцие тӑвас тесен кӑкӑр стенкине пысӑккӑн касма тивнӗ.
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, операци сӗтелӗ ҫине лекнӗ хӗрарӑм хӑйне лайӑх туять, ӑна пульницӑран кӑларма пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин хирургӗсем операци тунӑ чухне пӗр тытӑмлӑ портпа усӑ курма тытӑннӑ.
Мӗнле ҫӗнӗлӗх-ха ку? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хирургсем пациентӑн хырӑм хӑвӑлӗнче пӗчӗк касӑк ҫеҫ тӑваҫҫӗ. Кӑна лапароскопи мелӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Унччен тухтӑрсен видеооптика тытӑмне, хирурги инструменчӗсене кӗртмешкӗн сахалтан та виҫӗ шӑтӑк тумалла пулнӑ. Ҫӗнӗлӗхпе усӑ курса тунӑ операци хыҫҫӑн вара пациентсен ӳчӗ ҫинче суран йӗрӗ юлмасть. Хальлӗхе ҫакнашкал икӗ операци пурнӑҫланӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, пациентсем операци хыҫҫӑн хӑйсене аванах туяҫҫӗ.
Чӑваш Республикине федераци хыснинчен ВИЧ-инфекципе тата В, С гепатитсемпе кӗрешекен антивируслӑ препаратсене туянмашкӑн укҫа ҫитнӗ — 50,2 миллион тенкӗ.
Пӗлтӗр антиретровируслӑ терапипе ВИЧ-инфекципе чирлӗ 426 ҫын усӑ курнӑ. Ку сиплеме палӑртнисен 100 проценчӗ, шутра тӑраканнисен — 35,5%. Вӑхӑтра сипленни ҫын вилес, сусӑрланас хӑрушлӑха чакарать, пурнӑҫа вӑрӑмлатать. Федераци бюджетӗнчен укҫа вӑхӑтра уйӑрни асӑннӑ ҫак чирсемпе нушаланакансене пулӑшӗ. Кӑҫал ВИЧ-инфекципе чирлӗ 450–500 ҫынна сиплеме палӑртнӑ.
Кӑҫалтан пуҫласа хисеплӗ донорсене 11 728 тенкӗ пама тытӑнӗҫ. Ӑна ятарлӑ палла тивӗҫнисем илме пултарӗҫ. Чӑваш Енре 4 011 ҫынна «СССР хисеплӗ донорӗ» тата «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» паллӑпа чысланӑ.
Хисеплӗ донор ятне илес тесен юна 40 хутран кая мар, плазмӑна — 60 хутран сахал мар памалла. Ҫак ята кашниех илме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |