Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх

Ҫурлан 18-мӗшӗнче ЧР Сывлӑх министерстви канашлу ирттернӗ. Алла Самойлова пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ республикӑра Украинӑран килнӗ ҫынсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсенчен 236-шӗ — ачасем.

Республикӑра таркайсене социаллӑ, психологи, медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗнчен пуҫласа медицина организацийӗсене Украинӑран килнӗ 1700 ҫын пырса пулӑшу ыйтнӑ. Ача кӗтекен 12 хӗрарӑма шута илнӗ, вӗсенчен 5-шӗ ҫуратнӑ.

Кунсӑр пуҫне, ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, таркайсене ҫирӗплетекен тата инфекци ересрен сыхлакан вакцина тӑваҫҫӗ. Хӗрлӗ шатраран — 134 ҫынна, дифтерипе столбнякран — 78 ҫынна, В сарамакран — 17 ҫынна вакцинациленӗ. Ытти чир-чӗртен те вакцина тӑваҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Ҫурлан 16-мӗшӗнче Шупашкарта тата Канашра «Донорсен шӑматкунӗ» черетлӗ акци иртнӗ. Шупашкарта ӑна Хула кунне халалланӑ.

ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун юн памашкӑн 100 ытла ҫын килнӗ. Анчах сывлӑх енчен хавшак пулнӑран вӗсенчен 90-шӗ ҫеҫ донор пулайнӑ. Акцие хутшӑннисем пулӑшнипе плазма тата сахал вӑхӑт упранакан юн компоненчӗн банкӗсем тулнӑ. Вӗсем вара республикӑри медицина организацисенче питӗ кирлӗ. Акци кунӗнче 46 литр юн хатӗрленӗ.

Чӑваш Енре ҫитес «Донорсен шӑматкунӗ» юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ.

 

Хулара

Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗтре карса илнӗ. Спутник хулари хӑш-пӗр районта тӑвар йӳҫекӗн шӑрши кӗнӗ. Хлороводород ирӗлчӗкӗн пӑсӗ сывлӑша «Химпромри» пӗчӗк пӑтӑрмаха пула тухнӑ.

Предприятин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Ҫӗнӗ Шупашкаршӑн тата ҫывӑхри ялсемшӗн хӑрушӑ мар. Тӑвар йӳҫекӗн пӑсӗ хулара сарӑлма ӗлкӗреймен — ҫил ҫукран савут ҫывӑхӗнчех ҫӗр ҫине ларнӑ.

Паян заводра юсав ӗҫӗсем иртнӗ вӑхӑтра продукт юлашкийӗ кӑштах тӑкӑннӑ, ҫавна май тӑвар йӳҫӗкӗ пулнӑ. Вӑл вара тӗтре евӗр урама тухнӑ. Промышленноҫпа санитари лабораторийӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, завод тата ун ҫывӑхӗнчи территорире сиенлӗ япалсем нормӑран ытла мар. «Химпром» ӗҫченӗсем те хӑрушлӑхра мар. Цехсемпе производствӑсем йӗркеллех ӗҫлеҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Ӑҫта систермелли пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫак енӗпе ӗҫлекен федераци ведомстви пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.

Аса илтеретпӗр, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫ вырӑнӗсенче туртма чарчӗҫ. Ку вӑл офиссене, производство цехӗсене, савутсене тата ыттине пырса тивет. Ҫуртсенче туртмалли пӳлӗмсем пурри саккуна пӑсни шутланать. «Туртма юрамасть» паллӑ вырнаҫтарманни те ҫавӑнтах кӗрет. Ӗҫ паракан ҫав самантсене пӑхса тӑмасан ун пирки Роспотребнадзора е Патшалӑхӑн пушар надзорне евитлеме юрать. Асӑннӑ органсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн 90 пин тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ.

Общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче туртнишӗн те ҫӑхавламалла. Кафесемпе ресторансенче, барсемпе ҫыртмаллисенче, столовӑйсенче кӑна мар, ҫуллахи уҫӑ верандӑсенче те мӑкӑрлантарма юрамасть.

Картишсенче — ача-пӑча тата спорт лаптӑкӗсенче тата пурӑнмалли ҫуртсенче (лифтсенче, подъездсенче тата карталшкасем ҫинче) туртма та чарнӑ. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисем ирӗк памасӑр туртмалли ятарлӑ вырӑнсем те йӗркелме юрамасть. Саккуна пӑсакансем пирки полицин участокри уполномоченнӑйне е полицине систермелле.

Шкулсенче, поликлиникӑсенче тата ача пахчисенче туртакансене курсан Роспотребнадзора е Патшалӑхӑн пушар надзорне евитлемелле.

Малалла...

 

Раҫҫейре

1,5 метртан пӗчӗкрех ҫынсене тиев машини, автобус, троллейбус тата трамвай рулӗ умне лартма чарасшӑн. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ятарлӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ.

150 сантиметртан пӗчӗкрех ҫынсене медицина тӗлӗшӗнчен руль умне лартма чарасси ҫинчен калкан документра C, CT, D, DE, Tm тата Tb категориллӗ транспорт хатӗрӗсемпе ҫӳретме чарасшӑн. Ку категорисем йывӑр пикапсемпе, прицеплӑ урапасене пырса тивеҫҫӗ.

 

Статистика

Ҫак кунсенче ачасем ҫӳллӗ вырӑнтан ӳкнӗ тӗслӗхсене сӳтсе явнӑ. Пӑшӑрханмалли пурах. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку кӑтарту кӑҫал икӗ хут ӳснӗ.

ЧР Сывлӑх министерствин амӑшӗсемпе ачисене медицина пулӑшӑвне парассине йӗркелекен пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ача ҫӳллӗ вырӑнтан ӳкнӗ 22 тӗслӗхе шута илнӗ. Ҫак тӗслӗхсенче 3 ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗлтӗр вара ҫак тапхӑрта кунашкал 10 тӗслӗх пулнӑ, вӗсенче ача вилмен.

22 тӗслӗхрен 19-шӗнче ача ҫурт чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Вӗсенчен 15-шӗ — 5 ҫула ҫитмен шӑпӑрлансем.

ЧР Сывлӑх министерстви ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ: ытларах чухне ача аслисен тимсӗрлӗхне пула шар курать. Чӳрече конструкцийӗ те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Ведомство вӗсен конструкцине улӑштармаллине палӑртнӑ. Аслисен вара тимлӗрех пулмалла.

 

Сывлӑх

Ҫурлан 2-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра юн паракансен шӑматкунӗ иртнӗ. Унта яланхи донорсемпе ҫак ырӑ ӗҫе пуҫласа пурнӑҫлакансем те хутшӑннӑ.

Тухтӑрсем юн пани ҫыншӑн хӑрушӑ маррине ҫирӗплетнӗ май ҫак процедура валли усӑ куракан мӗнпур инструментпа, йӗппе, юн ямалли тытӑмпа пӗр хутчен кӑна усӑ курнине ӗнентереҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсене тӳрех утилизацие яраҫҫӗ иккен.

Час-часах юн парсан донорӑн юнӗ ҫӗнелнине кура организм та ҫамрӑкланать имӗш. «Пуринчен хакли — тепӗр ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшни», — теҫҫӗ шурӑ халатлисем. Ҫапах та пурин те юн пама юрамасть. ВИЧ-инфекципе, В тата С гепатитпа, туберкулезпа, малярипе, шалти органсен йывӑр формипе чирлисен донор пулма май килмӗ.

Юн паракансене шӑматкун ирхи саккӑртан пуҫласа кӑнтӑрлахи 12 сехетчен Республикӑри юн илекен станцине йыхравланӑ. Канашра та юн пама май туса панӑ.

 

Сывлӑх

Паян «Шупашкар: 500 ҫул» парка ача-пӑча «Сывлӑх ташшине» тухнӑ. Акцие Украинӑран килнӗ шӑпӑрлансем те хутшӑннӑ. Вӗсем чӑваш юррине итлесе авкаланнӑ. Хӑнӑхтарусене инструктор кӑтартса пынӑ.

Ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗн специалисчӗ Лариса Бобина каланӑ тӑрӑх, акцие Хула кунне халалланӑ. Украина ачисене чӑваш ташши урлӑ чӑваш культурипе паллаштарнӑ.

Мероприятие 100 ытла ача килнӗ. «Сарпике» халӑх ансамблӗн ертӳҫи вӗсене хӑнӑхтару кӑтартса пынӑ. Ачасем вара юрӑ юрланӑ, алӑ ҫупнӑ, тӑпӑртатнӑ.

Аса илтеретпӗр: утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫарнӑранпа «Сывлӑх ташши» «Шупашкар: 500 ҫул» паркра кашни кӗҫнерникун 11 сехетре иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72141
 

Сывлӑх

Утӑн 4-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче «Шупашкар — сывӑ хула» эмблемӑсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Дмитрий Сыров тивӗҫнӗ. Унӑн эскизӗ ытларах сасӑ пухнӑ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл конкурс шухӑшне лайӑх уҫса панӑ, Шупашкар тематикине ҫутатнӑ.

Конкурса дизайнерсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ. Суйлавра 11 эскиз пулнӑ. Хула кунӗ умӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине моноблок компьютер парнелӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене пурне те Тав ҫырӑвӗпе чыслӗҫ.

Ҫӗнтернӗ эмблема Чӑваш Ен тӗп хулин эмблемисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Автор ӑна вырӑсла кӑна пурнӑҫланӑ-ха та, анчах Шупашкар Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май ҫӗнтернӗ эмблемӑн чӑвашла вариантне те тӑвасса шанас килет.

 

Сывлӑх

Республикӑри районсенче, ялсенче тухтӑрсем ҫитменни темиҫе ҫул каялла питӗ ҫивӗч ыйтуччӗ. 2011 ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программа ӗҫлеме пуҫласан лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма тытӑнчӗ. Унтанпа ҫулсерен ҫамрӑк тухтӑрсем, 35 ҫула ҫитменнисем, районсенчи, ялсенчи пульницӑсене ӗҫлеме каяҫҫӗ.

Кӑҫал ав ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 7 ҫамрӑк тухтӑр миллионер пулса тӑнӑ. Вӗсем халӗ районсенчи пульницӑсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — 2 стоматолог, 2 терапевт, фтизиатр тата ортопед травматолог. Ҫамрӑк ҫав тухтӑрсем Шупашкар, Елчӗк, Красноармейски, Канаш районӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.

Сӑмах май, программа ӗҫлеме пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 193 ҫамрӑк специалист 1 миллион тенкӗ илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, 222, 223, 224, [225], 226, 227, 228, 229, 230, 231, 232, 233, 234, 235, ... 238
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем