Чӑваш Енре кӑрлачӑн 1–11-мӗшӗсенче Раҫҫейри евӗрех Пӗтӗм Раҫҫейри спортпа сывлӑх кунӗ иртет.
Республикӑн Спортминӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе мероприятисен планне йӗркеленӗ иккен. Вӗсем республика тата муниципалитет шайӗнчисем пулӗҫ. Мероприятисен шутӗнче спартакиадӑсене, чемпионатсене, турнирсене, хутӑш эсатфетӑсене, ушкӑнпа конькипе, йӗлтӗрпе тата ҫунашкапа ярӑннисене кӗртнӗ.
Ҫав вӑхӑтра пур ҫӗрте те стадионсем, вӑй-хал культурипе спорт комплексӗсем, пӑр керменӗсем, ытти спорт сооруженийӗсем ӗҫлемелле.
Кӑрлачӑн 4–5-мӗшӗсенче Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн базинче (Станциҫум урамри 10а ҫурт) ирттерме палӑртнӑ «Сурхури тупӑшӑвӗ» чи йышлӑ мероприятисенчен пӗри пуласса шанаҫҫӗ. Унта йӗлтӗрҫӗсене кӗтеҫҫӗ. С. Быстрова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртӑва та йышлӑн пухӑнасса шанаҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗсенче Пӗрлехи сывлӑхпа спорт кунӗ иртмелле. Вӑл кун бассейна е тренажер залне тӳлевсӗр кӗртӗҫ.