Улатӑрта пурӑнакан 6 ҫулти Марина Сафонеева сайра тӗл пулакан чирпе аптӑрать. Кун пеккисене «хрусталь ачасем» теҫҫӗ. Унӑн шӑмми час-часах хуҫӑлать, ҫавна май тӑтӑшах гипспа ҫӳреме тивет.
Марина питӗ савӑнӑҫлӑ та ӑслӑ ача. Пазл хӑвӑрт пуҫтарать. Выляма юратать. Шел те, унӑн диван ҫинче ҫеҫ куҫса ҫӳреме тивет. Пӗчӗскер ырату мӗнне ҫуралнӑранпах пӗлет. Унӑн шӑммисем амӑшӗн варӗнчех сиенленнӗ. Ҫуралнӑ чухне 8 аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ, 1-мӗш уйӑхрах пӗҫҫине сиенлетнӗ. Пӗчӗк Маринӑн шӑмми мӗн чухлӗ хуҫӑлнине никам та пӗлмест — нумай.
Вӑл амӑшӗпе час-часах Мускава сипленме ҫӳрет. Усси пур. Пӗлтӗр вӑл хӑй тӗллӗн ура ҫине пӗрремӗш хут тӑнӑ.
Анчах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Марина каллех пӗҫҫине хуҫнӑ. Сколиоз та пуҫланнӑ. Халӗ хӗрача утаймасть, тухтӑрсем операци тума сӗнеҫҫӗ.
Пӗчӗк Маринӑна операци тумалла. Клиника сахал ыйтмасть — 900 пин тенкӗ. «Коммерсант» тата rusfond.ru сайт 710 пин тенкӗ пухнӑ. Пӗр компани 140 тенкӗ куҫарса пама шантарнӑ. 50 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Ӑна пулӑшас тесен 5541 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ҫырса СМС-ҫыру ямалла. Хакӗ — 75 тенкӗ ҫеҫ.
Глаукомӑпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кунпа килӗшӳллӗн Шупашкарти пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗсем иртӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн ҫынсем пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен куҫри юн пусӑмне скрининг мелӗпе тӗрӗслеттерме пултарӗҫ.
Пациентсене Хулари 1-мӗш клиника пульницинчи сывлӑх центрӗнче (Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 46-мӗш ҫурт), васкавлӑ медпулӑшу пульницин сывлӑх центрӗнче (Университет урамӗ, 24-мӗш ҫурт), Хулари П.М.Осипов ячӗллӗ 1-мӗш пульницинче (К.Иванов урамӗ, 14-мӗш ҫурт) йышӑнаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче Республикӑри клиника офтальмологи пульницинче те (Ашмарин урамӗнчи 85-мӗш ҫурт) тӗрӗсленме пулать. ЧР Сывлӑх министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ кунсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен тӗрӗсленме пулать. Уҫӑ алӑксен кунне глаукомӑна тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
51-36-54 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма, тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
Чӑваш Енре мобильлӗ маммографи комплексӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вӑл Шупашкар районӗнче. Унти ҫынсем нарӑсӑн 26-мӗшӗччен тӗрӗсленме пултараҫҫӗ.
Маммографи комплексӗнче 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсем тӗрӗсленеҫҫӗ. Усал шыҫӑ пирки иккӗленӳ ҫуралсан вӗсене Республикӑри онкологи диспансерне яраҫҫӗ.
Маммографи комплексӗнче тӗрӗсленес тесен малтан ФАП фельдшерӗ, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ е участковӑй специалист патӗнче ҫырӑнмалла.
ЧР Сывлӑх министерстви 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсен ҫулсерен маммографи тӗрӗслевӗ витӗр тухмаллине аса илтерет. Ку ӗҫ 10 минута ҫеҫ тӑсӑлать.
Унтан маммографи комплексӗ Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче пулӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, маммографи комплексӗ пур района та ҫитме палӑртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл районсенче ҫулла варриччен ӗҫлӗ.
Ҫак кунсенче пӗлтӗрхи диспансеризаци пӗтӗмлетӗвӗ пирки калаҫнӑ. Ун чухнех кӑҫалхи дипансеризаци ыйтӑвне те хускатнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Диспансеризацие хутшӑннӑ ҫынсен хисепӗ Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Канашра, Муркаш районӗнче пысӑк. Администраци пуҫлӑхӗсене халӑха сывлӑха тӗрӗслес ӗҫ хӑйсемшӗнех усӑллӑ пулнине ӑнлантарма сӗннӗ. Эрнесерен, диспансеризаци мӗнле пынине тӗрӗсленӗ май, мониторинг ирттереҫҫӗ.
Пӗлтӗр шала кайнӑ 30 129 чире тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 6207-шӗ — чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем, 567-шӗ усал шыҫӑ, 400-шӗ — сахӑр диабечӗ.
Кӑҫал 222 656 ҫынна диспансеризаци витӗр кӑларма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем 1994, 1991, 1988,1985, 1982, 1979, 1976, 1973, 1970, 1967, 1964, 1961, 1958, 1955, 1952, 1949, 1946, 1943, 1940, 1937, 1934, 1931, 1928, 1925, 1922, 1919 тата 1916 ҫулсенче ҫуралнисем.
Ӗлӗк ача вилессин кӑтартӑвӗ пысӑк пулнӑ. Халӗ пульницӑсенче хальхи йышши технологипе усӑ кураҫҫӗ-ха, ҫапах ача вилнӗ тӗслӗх ҫук мар.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен тин ҫуралнӑ шӑпӑрлансем вилессине чакарас енӗпе Раҫҫейре чи лайӑх регионсен йышне кӗни паллӑ пулнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Яковлева Чӑваш Енсӗр пуҫне ҫак йыша Ленинград, Тамбов, Томск тата Киров облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ кӗнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ регионсенче ҫуралнӑ 1000 ача пуҫне 5-шӗ вилнӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Ку кӑтарту тӗнчери чи лайӑх ҫӗршывсемпе пӗр килет.
Пирӗн республикӑра ача вилессин кӑтартӑвӗ чакнине ҫемье тата амӑшӗн ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрса ӗҫленипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра аптекӑсенче эмелсем ҫӗпре пек хӑпарни халӑх сехрине хӑптарчӗ. Ара, эмел темиҫе хут хакланнине кам лӑпкӑ йышӑнтӑр? Ҫитменнине, халӗ ОРВИпе грипп сарӑлать. Эмелсӗр ниепле те сипленеймӗн. Шӑла ҫырта-ҫырта укҫа кӑларса хума тиветех.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР Сывлӑх министерствинче лару иртнӗ. Унта импорт эмелсем вырӑнне Раҫҫейре кӑларнисемпе, йӳнӗреххисемпе, тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ларура халӑха чи кирлӗ эмелсемпе чӑрмавсӑр тивӗҫтерес ыйтӑва та хускатнӑ.
Ларӑва аптека учрежденийӗсен ертӳҫисем, тӗрӗслекен органсем, Алла Самойлова министр хутшӑннӑ. Алла Самойлова аптекӑсенче ҫынна чи кирлӗ эмелсен сентрисене йӗркелеме, унта пирӗн ҫӗршывра кӑларнисене, йӳнӗреххисене, чи мала вырнаҫтарма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӑл аптека ӗҫченӗсене халӑха чи малтан Раҫҫейре кӑларнӑ эмел сӗнмеллине асӑрхаттарнӑ.
Улатӑр районӗнчи тӗп пульницӑра йыш хушӑннӑ. Унта нумаях пулмасть реаниматолог анестезиолог ӗҫе кӳлӗннӗ. Александр Николаевич Ревацкий — Украина ҫынни.
Унччен вӑл ҫак специалноҫпех Донецк облаҫӗнчи Харцызск хулинчи пульницӑра ӗҫленӗ. Александр Николаевич Раҫҫейре медицина тата фармацевтика ӗҫӗпе вӑй хумашкӑн ирӗк тата специалист сертификатне илнӗ.
Александр Ревацкий ҫынсене пулӑшма, хӑйӗнчен мӗн килнине тума шантарнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫемйипе Улатӑра ҫулла килнӗ. Унӑн арӑмӗ те медицина ӗҫченӗ. Вӑл та специалист сертификатне илнӗ те Улатӑр районӗнчи тӗп пульницӑра ӗҫлет.
Украинӑран килнӗ тухтӑр Чӑвашра ҫак ӗҫре тӑрӑшнӑшӑн хӗпӗртет. Ку унӑн медицина ӗҫне малалла тӑсма май парать-ҫке-ха.
Республикӑри онкологи диспансерӗнче «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерессине йӑлана кӗртрӗҫ тесен те йӑнӑш мар. «Эпир пӗрле пултаратпӑр...» уйӑхлӑха йӗркеленӗ май ирттернӗскере хальхинче Онкологи чирӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ.
Виҫӗ шӑматкун ӗнтӗ ҫынсем тухтӑрсем патне ҫитсе пысӑк пахалӑхлӑ пулӑшу илме пултарчӗҫ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче вӗсене маммологсем, гинекологсем, проктологсем, оториноларингологсем йышӑнчӗҫ. Ҫынсене консультаципе пулӑшнипе пӗрлех цитологи диагностика тӗпчевӗ те ирттернӗ.
Акци вӑхӑтӗнче онкологсем 5300-е яхӑн ҫынна йышӑннӑ. Ультрасасӑ пулӑшнипе 741 ҫыннӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ, рентгенодиагностика меслечӗпе — 174 ҫынӑнне, цитологии меслечӗпе — 802 ҫынӑнне, маммографипе – 920 ҫынӑнне.
Усал шыҫӑпа аптӑрать пуль тесе шухӑшлакан 308 ҫынна диспансера янӑ, унта вӗсене тӗплӗнрех тӗрӗсленӗ. «Уҫӑ алӑксен кунӗнче» ракпа чирлӗ 39 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.
«Сиплевпе педагогика класӗ» проекта ытларах ача хутшӑнаять. Кун пирки республикӑн Информаци политикин министерстви хыпарлать.
Сусӑр ачасене пулӑшас тӗллевпе пуҫарса янӑ проектӑн авторӗсем — Екатерина Сафроновапа Наталья Микейкина. Ырӑ ӗҫе кӑҫал та вӗсем малалла тӑсас тенӗ. Хӑйсен ҫунатти айне хастарсем сывлӑха пула ахаль шкулсене ҫӳреймен ачасене илеҫҫӗ.
«Сиплевпе педагогика класӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри пулӑшнӑ. Вӑл уйӑрса панӑ укҫапа пӳлӗме юсамалли хатӗрсем туяннӑ, вӗренӳ процессӗ валли оборудовани, дидактика материалӗ — аталантаракан вӑйӑсемпе пособисем — илнӗ.
Проекта ертсе пыракансем ачасем валли тӗрлӗ шкул предмечӗпе академи занятийӗсем ирттернӗ, уяв программисем хатӗрленӗ. Уява ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ йӗркелӳҫӗ те евӗр те, капӑрлатакан пек те, артист та евӗр хутшӑннӑ.
Унччен ачасене шкула ярас умӗн медтӗрӗслев витӗр кӑларнӑ. Халӗ ку йӑлана РФ Сывлӑх министерстви пӑрахӑҫланӑ. Унпа килӗшӳллӗн, специалистсен вӑрӑм списокӗ (педиатр, ача-пӑча уролог-андрологӗ, акушер-гинеколог, невролог, хирург, стоматолог, офтальмолог, психиатр) витӗр тухнине кӑтартмасан та юрать.
Ведомство чиновникӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачине пульница тӑрӑх сӗтӗрсе ашшӗ-амӑшӗ вӑхӑт нумай ирттерет. Ара, кашни вӗренӳ ҫулталӑкӗ пуҫламӑшӗнче шкулта тата ача пахчинче медтӗрӗслев ирттереҫҫӗ-ҫке. Авӑн уйӑхӗ паҫланиччен пульницӑра кӗпӗрленни кирлех-и тесе шухӑшлаҫҫӗ чиновниксем.
Анчах ку ҫӗнӗлӗхӗ чылай тухтӑр ырламасть. Вӗсем диспансеризаци чир-чӗре иртерех тупса палӑртма май панине аса илтереҫҫӗ. Ҫав шутра — туберкулез та.
Ача-пӑча педиатрӗн Григорий Климовӑн шухӑшӗпе, фтизиатр патӗнче пулмаллах, унсӑрӑн шкула туберкулезпа чирлӗ ачасем кайма пултараҫҫӗ.
Шкул вӗрентекенӗсем те питех савӑнмаҫҫӗ куншӑн. Вӗсен шухӑшӗпе медтӗрӗслеве пӑрахӑҫламалла мар, справкӑсен вӑхӑтне ҫеҫ тӑсмалла. Тӗслӗхрен, виҫӗ уйӑхлӑха. Кун пек пульницӑсенче ҫынсем черетре кӗпӗрленмӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |