Ситнейри (Австрали) медицина шкулӗнче ӗҫлекен специалистсем мӗнле апат ҫинипе пуҫ мими пысӑкӑшӗ хушшинче ҫыхӑну пуррине палӑртнӑ.
Ӑсчахсен шучӗпе кашни кун «синтетикӑлла» хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе тӑрансан ку пуҫ мими пысӑкӑшне сиен кӳрет — вӑл пӗчӗкленет. Сывлӑхшӑн япӑх апат гиппокамп калӑпӑшне пӗчӗклетет иккен, лешӗ вара вӗренӳшӗн, асра тытассишӗн яваплӑ тата психика чирӗсенчен сыхлать.
Тӗпчеве 60–64 ҫулхи ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе хутшӑннӑ. Пылак шыв, тӑварланӑ апат, ӑшаланӑ аш тата ытти сиенлӗ апат ҫеҫ ҫинӗ ҫынсен сулахай гиппокампӗ сӗтеклӗ ҫимӗҫ ҫиекеннисенчен пӗчӗкрех пулнӑ. Специалистсен шучӗпе мӗнле апат ҫинипе пуҫ мими калӑпӑшӗ хушшинчи ҫыхӑну пур ӳсӗмри ҫынсен те пӗрешкелех. Ку ачасене те пырса тивет.
Сӑмах май, арҫынсен гиппокампӗ ҫулсем иртнӗ ҫемӗн пӗчӗкленет, хӗрарӑмсен вара ҫавнашкалах юлать.
The Guargian (чӑв. управҫӑ) информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Турцире пульницаран 47 ҫул хушши выртнӑ ҫын вилнӗ, вӑл астмӑпа тата диабетпа аптранӑ.
Абдулла Хозан Muradiye State Hospital хоспитале пӗрремӗш хут 1968 ҫулта лекнӗ. Ун чухне 23 ҫулхискер тухтӑрсем патне пуҫ ыратнине пула ҫитнӗ. Абдуллан пурӑнмалли вырӑн пулманран тата тухтӑрсемпе вӑл хӑйне вашаватлӑ тытнӑран пульница ертӳҫисем чирлӗ ҫынна палатӑра юлма ирӗк панӑ. Сывлӑхӗ лайӑхланнипе пульницӑран тухма вӑхӑт ҫитсен ӑна яланах ҫӗнӗрен регистрациленӗ.
Абдулла Хозан 70 ҫула ҫитнӗ. Пульница ӗҫченӗсемшӗн вӑл тӑван пекех пулнӑ. Ватӑна Бурсри Ынехӳл (İnegöl) районта пытарнӑ. Хӑй вӑл ҫавӑнта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Юлашки ҫур ҫулта ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кашни эрнинчех аптекӑсем тӑрӑх рейд ирттерсе эмел хакӗсене мониторингне тӑвать. Ведомство ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 50 ытла эмел хакне тӗрӗслесе тӑрать. Вӗсем шӑнса пӑсӑлнинчен, вар-хырӑм валли, ыратнине ирттерекеннисем.
Авӑн уйӑхӗн вари тӗлне эмелсен хакӗсем 2 процент чакнине палӑртнӑ. Пенсионерсем кӑмӑлсӑр мар. Пенси укҫи пӗчӗк пулсан та эмелсен хакӗсем ӳсменнине палӑртаҫҫӗ вӗсем.
Топ-50 эмелсен йышне пурнӑҫшӑн хаклӑ эмелсем кӗмеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ведомство ӗҫченӗсем тата волонтерсем аптекӑсенче 18 рейд ирттернӗ. Пурнӑҫшӑн хаклӑ эмелсен хакӗсем ниҫта та ӳсменнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, пациентсене ҫӑмӑллӑхпа парас эмелсем валли ҫулсерен 60 ытла миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
Шупашкарта кӗҫех Донор кунӗ иртет. Ҫынсем виҫӗ сехет хушшинче чирлисене пулӑшма пултарӗҫ.
Донор кунӗ авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртет. Юн парас тесен Хулари 1-мӗш клиника пульницине пымалла.
Кунашкал мероприятисене ҫулталӑкне 3-4 хут ирттереҫҫӗ: ҫуркунне, хӗлле тата кӗркунне. Кӑҫал ҫуркунне, тӗслӗхрен, виҫӗ сехет хушшинче акцие 90 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти Калинин районӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑра 9-12 сехетсенче юн пама май пулӗ. Ҫынсен хӑйсемпе пӗрле паспорт илмелле. Донорсене апатланмашкӑн укҫа парӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене ӗҫрен ҫав кун канма тата тепӗр канмалли кун илмешкӗн справка парӗҫ.
Донорсен пӗр кун маларах эрех-сӑра ӗҫме, ҫуллӑ апат ҫиме юрамасть. Пӗр сехет маларах пирус та туртмалла мар. Ирхине кӑшт ҫеҫ апатланмалла.
Шупашкарта пациент операци хыҫҫӑн вилсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе операцие ирттернӗ тухтӑра айӑпласшӑн.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫал утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Медицина ӗҫченӗ уҫӑ трахеостомипе операци ирттернӗ. Анчах 48 ҫулти пациент операци хыҫҫӑн ҫур сехетрен чӗре япӑх ӗҫленипе тата пуҫ мими шыҫӑннипе вилнӗ.
Судпа медицина экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, пациент трахейӑна тӗрӗс мар интубаци тунӑшӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Тутар Республикин тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ачасен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Ҫав шӑпӑрлансем йывӑр чирпе аптӑраҫҫӗ, вӗсене пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Консультаци авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника пульници ҫумӗнче иртӗ. Ачасене 10 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнӗҫ.
Тӗрӗслеве Тутар Республикинчи ача-пӑча клиника пульницин нейрохирургӗ, хирургӗ, онкгематологӗ, кардиохирургӗ, неонаталлӑ хирургӗ хутшӑнӗҫ. Специалистсем шӑпӑрлансене тӗрӗслӗҫ, Раҫҫейри федераци центрӗсене е ют ҫӗршыври клиникӑсене сипленме ямашкӑн уйӑрӗҫ.
Консультацие ҫырӑнас тесен Республикӑри ача-пӑча клиникин (Шупашкар) тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Стиепанов Владимир Геннадьевич патне 8(8352) 56-31-56 телефонпа шӑнкӑравламалла.
Чӑваш Ене Китайран хирургире ҫӗвӗ хумалли материал килсе ҫитнӗ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ стерильлӗ мар кетгут (пыршӑран тунӑ ҫип) партине тӗрӗсленӗ.
Китайран килнӗ посылкӑн ветеринари сертификачӗ пулнӑ. Унта ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, материала хуҫалӑхра ҫитӗнтернӗ чирлӗ мар, сывӑ чӗрчунсенчен тунӑ.
Кетгут партине икӗ картун курупкара илсе ҫитернӗ. Вӗсем 20 килограмм тайнӑ. Материал 1,5 метр тӑршшӗ, шупка сарӑ тӗслӗрех.
Ветеринари тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн Китайран илсе килнӗ материал ветеринарипе санитари тӗлӗшӗнчен таса пулнине палӑртнӑ, хирургире усӑ курма ирӗк панӑ.
Сӑмах май, кетгутран музыка инструменчӗсен хӗлӗхӗсене те хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Бурянинсем хулари пӗр поликлиникӑна суда панӑ. Унти тухтӑрсем ҫулталӑк ҫурӑри хӗрачан апат ҫулӗнче 1 тенкӗлӗх укҫа тупайман.
Бурянинсем ҫӗртме уйӑхӗнче ачи ӳсӗрме пуҫланине сиснӗ. Каҫхине ача ҫывӑрайман, апат ҫиме пӑрахнӑ. Вӗсем районти поликлиникӑна ҫитнӗ, педиатр патне кӗнӗ. Лешӗ ача шӑнса пӑсӑлнӑ тесе эмелсем ҫырса панӑ. Эрне хыҫҫӑн эрне иртнӗ, анчах пӗчӗкскер сывалман. Ашшӗ-амӑшӗ каллех приема кайнӑ. Каллех антибиотик ҫырса панӑ.
Бурянинсем тухтӑрсем хӑйсен ӗҫне мӗнле пурнӑҫланипе кӑмӑлсӑр. Ачана сывлама та йывӑр пулса пынӑ. Унтан ашшӗ-амӑшӗ ӑна харпӑр клиникӑна илсе кайнӑ. Унти тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пӗчӗкскер темӗнле япала ҫӑтма пултарнӑ тесе шутланӑ. Вӗсем ачана республикӑри клиника больницине хирург патне янӑ.
Районти поликлиника вара укҫана апат ҫулӗнче тупма йывӑр пулнине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ хӗрача хӑйне лайӑх туять. Суд ларӑвӗ авӑн уйӑхӗн варринче пулӗ.
Информаци коммуникацийӗсен «Танлаштарӑм» (Рейтинг) центрӗ ҫӗршыври регионсене ертсе пыракансен утӑ-ҫурла уйӑхӗсенчи ӗҫне хакланӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев унчченхи 25-мӗш йӗркерен 21-мӗшне йышӑннӑ.
Михаил Игнатьев ҫӳлерех картлашка йышӑннине хаклакансем республикӑра усламҫӑсем валли лайӑх условисем туса панине, демографи тӑрӑмне, ҫӗнӗ шкулсемпе ача пахчисем уҫӑлнине, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе лару-тӑру аваннине палӑртаҫҫӗ.
Танлаштарӑма йӗркеленӗ чух, чӑн та, уҫӑ ҫӑлкуҫри материалсемпе тата регионсенчи тата ҫӗршыв шайӗнчи экспертсен шухӑшне те усӑ курнӑ-мӗн.
Маларах Чӑваш Ен инвестици климачӗ енӗпе ҫӗршывра тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Питӗрти экономика форумӗнче палӑртнӑччӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Республикӑри наркологи диспансерӗ 30 ҫул тултарнине уявланӑ.
Ҫынсене урӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине хӑнӑхтарассишӗн тӑрӑшакансене Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова, Атӑлҫи федераци округӗнчи тӗп нарколог Владимир Карпец, Раҫҫейӗн Сывлӑх Сыхлав министерствин Психиатрипе наркологин медицина тӗпчевӗн федераци центрӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Надеждин, химипе токсиологи диагностики енӗпе ӗҫлекен тӗп специалист, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Сергей Савчук, Тутарстанри, Мари Элти, Киров облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи наркологсем саламлама пухӑннӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, хӑнасем наркологи диспансерне тата унӑн химипе токсиологи лабораторине лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ. Алла Самойлова министр шучӗпе вара республикӑн наркологи служби сиплессипе тата чире палӑртассипе вӑхӑтпа тан пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |