Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова доклад вуланӑ. Вӑл «Чӑваш Республикинче пурӑнакансен сывлӑхӗ пирки» ятлӑ, кӑтартусем — 2015 ҫулхисем.
Пӗлтӗр ҫынсем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе, усал шыҫӑпа, апат ирӗлтерекен тытӑм тата сывлав органӗсен чирӗсемпе нушаланса вилнӗ. Атӑлҫи федераци округӗнче Чӑваш Ен ҫын вилеслӗхне чакарас енӗпе малтисен ретӗнче.
2014 ҫултанпа республикӑра ҫын вилеслӗхӗ 293 тӗслӗх чакнӑ. Ӗҫлекен ҫынсен хушшинче ку ытларах палӑрнӑ (9,9 процент чакнӑ).
Ҫав вӑхӑтрах пӗлтӗр усал шыҫӑпа вилекенсен йышӗ ӳснӗ. Ку кӑтарту 9 процент хӑпарнӑ. Тата палӑртса хӑвармалла: юлашки ҫулта республикӑра пурнӑҫ тӑршшӗ вӑрӑмланнӑ. Паян республикӑра вӑтамран 71,3 ҫул пурӑнаҫҫӗ.