Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ тенӗ ваттисем. Ҫепӗҫ калаҫаканпа ҫын та кӑмӑллӑ, усаллипе тӗлпулсан ҫын та кӑмӑлсӑрланать. Ҫынпа ҫын пек пулма пӗлни таҫта та кирлӗ-ха: килте те, ӗҫре те, кӳршӗ-аршӑпа хутшӑннӑ чух та, общество транспортӗнче те, лавккара та. Пульницӑна каймалли сиксе тухсан та шурӑ халатлисем хӑйсене тӳрккес тытманни, сана ӑнланнӑҫи пулни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫапах та кӑнттамлӑх та хӑш чух сисӗнет. Чылай пульница порталӗнче тӗп врачсем тухтӑр пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ пирки кӑна мар, шурӑ халатлисем епле калаҫни пирки те хӑйсене систерме сӗнсе ҫырнине асӑрхама пулать.
Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов та медицина пулӑшӑвне пахалӑхлӑ кӳнипе пӗрлех ӑшӑ кӑмӑл та пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать. «Професси пӗлӗвӗпе пултарулӑх — пӗр япала, килен-каяна ӑшшӑн кӗтсе илсе ӑшшӑн ӑсатса ярасси — тепӗр ен», — тет вӑл. Кӑмӑл-сипет пахалӑхӗ пирки калаҫни, ун шучӗпе, врачсене кӑна пырса тивмест, медицина сестрисене те. Асӑннӑ поликлиникӑн 2-мӗш поликлиникинче нумаях пулмасть медицина сестрисем валли конференци ирттернӗ. Унта «Медицина сестрин этикипе деонтологийӗ» темӑпа доклад тунӑ.
Етӗрне районӗнче Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн акцисемпе мероприятисем хавасах ирттереҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть вӗсем ҫӗнӗ акци пуҫарнӑ. Вӑл — «Кӗнекесене — пульницӑна» ятлӑ.
Етӗрне хулинчи 3-мӗш шкулта 3-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем унта хастар хутшӑннӑ. Класа Л.А.Сапожникова вӗрентекен ертсе пырать.
Ачасем килте выртакан кӗнекесене, журналсене суйланӑ, ашшӗ-амӑшӗпе канашланӑ та вӗсене хитре курупка ӑшне чиксе пульницӑна парнеленӗ.
Етӗрне районӗн тӗп пульницин ача-пӑча уйрӑмӗн заведующийӗ В.И.Михайлов акцие хутшӑннӑ шӑпӑрлансене тав тунӑ.
Акци малалла пырать. Унта шкул ачисене, вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшӗсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
ОРВИ чирӗ сарӑлнӑ май чылай ҫын аптӑраса ӳкнӗ. Республикӑра чирлисен йышӗ тӑрук ӳснине палӑртаҫҫӗ. Шкулсенчи, училищӗсенчи, техникумсенчи, аслӑ шкулсенчи чылай ачасем чире пула вӗренме ҫӳреймеҫҫӗ.
Ҫавна май темиҫе шкулта уроксем те иртмеҫҫӗ. Халӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски (Ӗсмел) шкулӗ карантинра. Унта 353 ача ҫӳрет. Шупашкарти 56-мӗш шкулти 3-мӗш «Л» класри ачасем те уроксенче лармаҫҫӗ — карантинра.
Паянтан Шупашкарти 53-мӗш шкула та карантина хупнӑ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчи хӑш-пӗр классене те чире пула вӑхӑтлӑха хупнӑ-мӗн.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки эрнере республикӑра 7563 ҫын гриппа тата ОРВИпе чирлине палӑртнӑ. Ытларах пайӗ — 14 ҫула ҫитмен ачасем. Унчченхи эрнепе танлаштарсан, чирлисен йышӗ 56 процент ӳснӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тӑван, Шупашкар, районӗнче пулнӑ. Чи малтанах вӑл районти тӗп пульницӑра ӗҫлекенсемпе тӗлпулнӑ. «Фармация» патшалӑхӑн хысна предприятийӗн пульницӑра вырнаҫнӑ аптека пункчӗн ӗҫӗпе те кӑсӑкланнӑ Элтепер. Фармацевтсем Михаил Игнатьева чи кирлӗ эмелсен списокне кӗрекен препаратсемпе паллаштаракан викторинӑна кӑтартнӑ. Элтепер хамӑр ҫӗршыври препаратсем пирки ҫынсене ытларах ӑнлантармалли пирки палӑртса хӑварнӑ. «Ҫынсене эмел хакӗ хӑпарнинчен сыхласси пирӗн тӗллев», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Районти тухтӑрсем тата республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Шупашкар районӗнче сывлӑх сыхлавне епле йӗркелени пирки каласа кӑтартнӑ.
Унтан Михаил Васильевич шурӑ халатлисемпе курнӑҫнӑ. Ҫынпа ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалли пирки те вӑл аса илтернӗ.
Пуҫӗпех мар та, анчах ҫак специалистсен пулӑшӑвӗпе усӑ курса тӑкакланассине палӑрмаллах чакармалла. Ҫапла шухӑшлать иккен ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви Раҫҫейӗн кӑҫалхи социаллӑ экономика аталанӑвӗн прогнозне юсаса ҫӗнетнӗ май. Ку хута вӑл хӑйех улшӑну кӗртнӗ-ха.
Хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек хатӗрленӗ прогноза нефтӗн баррелӗ 50 доллар тӑнине шута илсе хатӗрленӗ. Ҫӗршывӑн Экономика министерствин шучӗпе, ҫынсен тупӑшӗ 9 процент чакӗ.
Министерство шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсем апат-ҫимӗҫ мар тавар туянассине 10,5 процент чакармалла, тӳлевлӗ пулӑшу виҫине — 5 процент. Кӗмӗле перекетлес тесен чи малтанах ҫынсен юристсенчен 8,3 процент сахалтарах пулӑшу ыйтма тытӑнмалла, тухтӑрсенчен — 7,8 процент, культура мероприятийӗсене ҫӳрессине 7,6 процент чакармалла, турист ҫулҫӳревне — 6,7 процент.
Лапсарта урнӑ чире пула карантин пулнине унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Халӗ урнӑ чир ӑҫтан тупӑннине палӑртнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Лапсар ялӗнче кӑрлач уйӑхӗн варринче урнӑ тилле тупнине пӗлтереҫҫӗ. Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче вырӑнти ҫын тилле курнӑ та ӑна киле илсе кайнӑ.
Чӗрчун хӑйне йӗркеллех тытнӑ, сывӑ пек курӑннӑ. Ҫав ҫын тилӗ тупни пирки 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Каҫхине ветеринари тухтӑрӗсем вырӑна тухса тискер чӗрчуна тӗрӗсленӗ.
Тилле тупнӑ арҫын чӗрчуна ветстанцие пама хирӗҫленӗ. Анчах ӑна тилӗ урнӑ чирпе чирлеме пултарнине ӗнентернӗ.
Тилле изолятора вырнаҫтарнӑ. Тепӗр кунхине вӑл вилсе кайнӑ. Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче унӑн виллине республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Тепӗр кунхине чӗрчун урнӑ чирпе чирлени паллӑ пулнӑ.
Тилле тупнӑ арҫыннӑн килӗнче йытӑ пур. Ӑна урнӑ чиртен вакцина тунӑ. Анчах тилӗпе арҫыннӑн ҫемйи ҫывӑх пулнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче онкологи чирӗсемпе кӗрешмелли кунпа килӗшӳллӗн онкодиспансерта уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Онкологсемпе 1,1 пин ҫын канашланӑ.
150 ҫын УЗИ витӗр тухнӑ. 176-ӑн — маммографи, 76-ӑн — рентгенодиагностика, 150-ӑн цитологи тӗпчевӗсем тунӑ.
Диспансера 86 пациента тӗрӗсленме янӑ. Пӗтӗмпе тухтӑрсем 8 ҫын усал шыҫӑпа чирлӗ пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре «Эпир пӗрле пултаратпӑр…» уйӑхлӑхпа килӗшӳллӗн уҫӑ алӑксен кунӗсем кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, нарӑсӑн 4 тата 7-мӗшӗсенче иртӗҫ. Ҫак кунсенче ҫынсем маммологпа, гинекологпа, проктологпа, оториноларингологпа канашлама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех маммографи тата флюорографи тума пултараҫҫӗ.
Тухтӑрпа канашламашкӑн малтан 62-02-88 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Вырсарникун ӗҫлемӗҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче — карантин. Вӑл — урнӑ чир сарӑлнине пула. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Михаил Васильевич хушӑва кӑрлач уйахӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документра карантин Шоссе урамӗ тавралӑхӗнче пулнине палӑртнӑ. Вӑл хӑҫанччен тӑсӑлӗ? Юлашки чӗрчун урнӑ чирпе чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен.
Ҫак тапхӑрта Лапсарта кушаксемпе йытӑсен куравне ирттерме, тискер чӗрчунсене тытма, килти чӗрчунсене сутма юрамасть-мӗн.
ЧР Патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем урнӑ чир вучахне тӗп тумалли плана хатӗрлесе йышӑнмалли пирки ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтерет.
Юлашки кунсенче ҫынсем Шупашкар урамӗсенче тӑркӑчпа (конькипе) ярӑнаҫҫӗ тейӗн. Чӑн та, йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫсе пыма шуҫ тупан ҫеҫ ҫитмест. Пушмак пӑрлӑ тротуарсем тӑрӑх аван шӑвать!
Унта та кунта иртсе ҫӳренӗ май ҫакӑ куҫ тӗлне тӑрӑнать: чылай ҫӗрте хӑйӑр сапмаҫҫӗ, пӑра катмаҫҫӗ. Шуса ӳксе аманасси те инҫех мар. Амансан ҫеҫ юрӗччӗ-ха та…
Иртнӗ эрнере урамра суранланнӑ ҫынсен шучӗ икӗ хут ӳснине пӗлтереҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачан 16-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен пульницӑна урамра суранланнӑ 145 ҫын килнӗ. Вӗсенчен 14-шӗ — ачасем.
Ытларахӑшӗ Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче аманнӑ-мӗн. Пӗтӗмпе — 11 ҫын.
Палӑртмалла: кӑрлачӑн 10–16-мӗшӗсенче кунашкал ҫынсен шучӗ 60 ҫеҫ пулнӑ. Эппин, пӗр эрнере урамра суранланнисен йышӗ икӗ хут ӳснӗ.
Статистика кӑтартӑвӗ лӑплантармасть. Республикӑри кашни 100 пин ҫын пуҫне 4464-шӗ куҫ курманнипе аптӑрать-мӗн.
Раҫҫейри 19 регионта куҫ ҫывӑхрине ҫеҫ курнипе аптӑракансен йышӗ питӗ нумай иккен. Унта кашни 100 пин ҫын пуҫне 3 пин тӗслӗх. Кун пирки РФ Сывлӑх министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Ен куҫ ҫывӑхрине ҫеҫ куракансен йышӗпе виҫӗ лидерсен йышне кӗнӗ. Палӑртрӑмӑр ӗнтӗ: 100 пин ҫын пуҫне 4464 чирлӗ ҫын.
Куҫ ҫывӑхрине ҫеҫ курнипе ытларах Ненецк автономи округӗнче аптӑраҫҫӗ-мӗн. Унта 100 пин ҫын пуҫне 8044 ҫын япӑх курать. Иккӗмӗш вырӑна Чукотка автономи округӗ йышӑннӑ. Унта кунашкал чирпе 518 ҫын нушаланать. Виҫҫӗмӗш — Чӑваш Ен.
Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗн специалисчӗсен шухӑшӗпе, куҫ ҫивӗчлӗхне социаллӑ политика шайлашуллӑ пулманни, япӑх экологи витӗм кӳрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |