Ялта ӗҫлекен тухтӑрсене килес ҫул та укҫа лекӗ. Раҫҫейӗн Правительствин хальтерехри йышӑнӑвӗнче ялта тӗпленес текен шурӑ халатлисене малашне те пулӑшма палӑртнӑ. Хыснасем хушшинчи трансферта Федерацин обязательнӑй медицина страхованийӗн фондӗнчен территорири уйрӑмсене уйӑрӗҫ. Ку тӗллевпе пӗтӗмпе 3,2 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӗмӗле ялта вӑй хума килӗшнӗ медӗҫченӗсене пӗр хутчен тӳлеме ярӗҫ.
Вӑл укҫана илес тесен регионсен заявка тӑратмалла. Федераци хыснинчен 60 процентне уйӑрӗҫ, вырӑнтинчен — 40 процентне.
Килес ҫул Чӑваш Ене 15 миллион тенкӗ килӗ.
Ялта ӗҫлес шухӑшлӑ, 1 миллион тенкӗ илме ӗмӗтленекен тухтӑрсен 50 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла. Вӗсен пӗлӗвне те шута илӗҫ: компенсаци тӳлевӗ аслӑ пӗлӳллисене ҫеҫ лекӗ.