Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет. Унта халӗ те тухтӑр ҫурчӗ пур, анчах вӑл кивелсе кайнине кура ӑна юсаса ҫӗнетме те май килмен. Модульлӗ ҫурта кӗске вӑхӑтрах хӑпартса лартас шанчӑк пур.
ФАП апакассисемсӗр пуҫне таврари тата тепӗр пилӗк ял ҫыннисене йышӑнӗ. Район центрне ҫитме ҫынсене ҫывӑхах мар: 15 километр таран каймалла, врач амбулаторийӗ 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Сӑмах май каласан, юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре 100 фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 50 хӑпартса лартма планланӑ, вӗсенчен 24-шне кӑҫал хута ямалла.
Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Апакассинчи ФАП строительстви епле шайра пынине район администрацийӗ тата районти тӗп пульница ҫирӗп тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.