Чӑваш Енри онкологсемпе кардиологсем районсемпе хуласене тухса ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Чире иртерех палӑртсан ӑна сиплеме ҫӑмӑл тесе ирттерекен ҫак акцие Республикӑри онкологи диспансерӗн тата Республикӑри кардиологи диспансерӗн специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Онкологсем кашни районпах хулана ҫитесшӗн, кардиологсем 13 хутчен тухса кӗме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви тухтӑрсем ҫывӑх вӑхӑтра ӑҫта ҫитессине пӗлтернӗ. Икӗ кун каялла онкологсем Ҫӗмӗрле районӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районне вӗсем нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кайӗҫ, ҫав уйӑхӑн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче пулӗҫ, 15-мӗшӗнче — Куславкка районӗнче.
Вырӑна тухса ирттерекен кӑҫалхи пӗрремӗш консультацие кардиологсем Элӗк районӗнчен тытӑнӗҫ. Унта вӗсем нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ҫитӗҫ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пулӗҫ, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче — Вӑрмар районӗнче.