Шупашкарта ӗнер, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче маршрут таксийӗпе урапа пырса ҫапӑннӑ. Ку каҫхи 8 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнче «Промтрактор» чарӑну патӗнче пулнӑ.
32-мӗш маршрутпа ҫӳрекен такси 12-мӗш модельлӗ урапапа пырса ҫапӑннӑ. Маршрутка ҫаврӑннӑ чухне ҫӑмӑл урапана ирттерсе яман.
Аварире, телее, никам та вилмен. Анчах темиҫе ҫын суранланнӑ. Ҫӑмӑл урапа водителӗ, 18 ҫултискер, тата малта ларакан пассажир аманнӑ. Вӑл та водительпе тантӑш пулнӑ. Микроавтобусра та пӗр ҫын суранланнӑ.
Маршрутка водительне тӗрӗсленӗ. Вӑл ӳсӗр пулман.
Республикӑри следстви органӗсем Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан усламҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 46 ҫулти арҫын сӑмакун юхтарса сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ентешӗсене икӗ ҫул сӑмакун сутнӑ. Шӗвеке вӑл литр ҫурӑллӑ кӗленчесен янӑ. Унӑн хваттерӗнче шырав ирттернӗ хыҫҫӑн сӑмакун аппаратне тата 1,1 тонна кӑрчамапа ханша тупнӑ. Вӑл ӑна 200 литр кӗрекен пичкесенче упранӑ.
Спирт шӗвекне судпа медицина экспертизи тума палӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, ку преступленишӗн тӗрмене 2 ҫул таранах лартма пултараҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче автобус чутах аялалла чӑмман. Шалта пассажирсем пулнӑ.
Автобус юпана пырса тӑрӑннӑран ҫеҫ вӑл ҫырманалла чӑмман ахӑртнех. Пӑтӑрмаха куракансем ҫапла пӗлтернӗ. Пассажирсем каланӑ тӑрӑх, водитель хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тунӑ.
Пӑтӑрмах пулсан васкавлӑ медпулӑшу часах килнӗ. Анчах, телее, пассажирсене пулӑшу кирлех пулман — аманман вӗсем.
Мускав кӗперӗ патӗнче пралуксем сиенленнӗрен троллейбуссем ҫӳреймен. Анчах вӑраха тӑсӑлман вӑл, 20 минутран электричество панӑ та транспорт вырӑнтан хускалнӑ.
Ҫынна ӗҫе илеҫҫӗ те ӗҫӗшӗн официаллӑ майпа тӳлемеҫҫӗ. Кун пек ӗҫ рынокне сӑрӑ тесе калаҫҫӗ. Шупашкар районӗнче те ҫынсене хут тӑрӑх илмесӗр вӑй хуртаракансем пур. Ун пеккисене нумаях пулмасть вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ.
Надзор органӗ Р.Л. Васильева тата В.А. Александрова уйрӑм усламҫӑсене тӗрӗсленӗ. Тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те сутуҫӑсене официаллӑ майпа илмесӗрех ӗҫлеттернине асӑрханӑ. Р.Л. Васильева ятли сутуҫӑ-кассира пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тар тӑктарнӑ. Анчах хайхипе килӗшӳ те туман, ӗҫе илесси пирки приказ та кӑларман.
Икӗ усламҫӑ тӗлӗшпе те РФ Правӑна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 5.27-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Васильева усламҫӑна 8 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, Александровӑна — 10 пин тенкӗлӗх.
Эдуард Дидиченко журналиста вӗлерни пирки эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Пустуй сӑмах мар-ши тесе шикленнӗрен малтанласа ку хыпара электрон МИХсем, ҫав шутра эпир те, асӑрханса хыпарларӗҫ. Инкекӗ, аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче каҫхи ҫакӑр сехет ӗлӗнче пулнӑччӗ. 49 ҫулти журналиста унран виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех мӑшӑрӗ (харкашу самантӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ) мӑй тӗлӗнчен темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ, сурана пула арҫын ҫавӑнтах вилнӗ тесе каланӑччӗ.
Шупашкарти Мускав район сучӗ Дидиченко арӑмӗ тӗлӗшпе айӑплав кӑларни пирки республика прокуратури пӗлтерет. Унта каланӑ тӑрӑх, мӑшӑр пӗрле эрех ӗҫнӗ. Харкашса кайнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна аллипе ҫапкаласа илнӗ, унтан какай вакламалли вилкӑпа мӑйӗнчен пӗр хутчен тирнӗ.
Пӗрремӗш инстанцири суд хӗрарӑма ҫичӗ ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗмен-ха.
Шкул ачине, тӑм тивтернӗскере, тупнӑ. Вӑл асламӑшӗ патне кайнӑ-мӗн. Халӗ 9 ҫулти ача пульницӑра выртать.
Ку шӑматкун каҫхине пулнӑ. Пуйӑс машинисчӗ Чӑваш Енпе Тутарстан чикки патӗнче ача электричка чарма хӑтланнине дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Вырӑна полицейскисем тата чукун ҫул ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ҫулпа 5 ҫухрӑм утсан та тупайман вӗсем ачана. Йӗрсем дачӑна илсе ҫитернӗ. «Вӑрмар» станцӑ ҫывӑхӗнче кӗрт ӑшӗнче тупнӑ ӑна. Ача тӑнне ҫухатнӑпа пӗрех пулнӑ.
Ачана тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ унӑн уринчи пӳрнисене татас ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Арҫын ача ашшӗпе тата асламӑшӗпе пурӑнать. Килтен кӑнтӑрлах тухса кайнӑ вӑл, кукамӑшӗ патне ҫитме палӑртнӑ. Электричка кӗтсе илеймесӗр ҫухалса кайнӑ.
Киров облаҫӗнче Шупашкартан ҫула тухнӑ автобус пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Ку япӑх ҫанталӑка пула сиксе тухнӑ.
Рейс автобусӗпе кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Киров – Советск – Яранск – Лошкари – Мари Эл» автоҫулӑн 31-мӗш ҫухрӑмӗнче пӑтӑрмах пулнӑ. «Шупашкар – Сыктывкар» маршрутпа кайнӑ автобус рулӗ умӗнче 60 ҫулти водитель пулнӑ. Вӑл хӑвӑртлӑха пӑхӑнмасӑр, асӑрханмасӑр пынӑран кювета чӑмнӑ.
Пӑтӑрмахра 1954 тата 1971 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрарӑмсем шар курнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайман, унтах пулӑшу кӳнӗ. Водителе тӗрӗсленӗ. Вӑл ӳсӗр пулман. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
«Поддержка» (чӑв. Тӗрев) страхлакан компанин лицензине туртса илессине Раҫҫей банкӗ кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче туртса илме йышӑннӑ.
Страхлакан компание лицензисӗр хӑварни страхласси ҫинчен калакан саккунпа килӗшсе тӑман кӑлтӑка компани вӑхӑтра пӗтерменнипе ҫыхӑннӑ. «Поддержка» компани финанс ҫирӗплӗхӗ тата страхламалли резервсене йӗркелесси ҫинчен каланипе ҫыхӑннӑ самантсене пӑхӑнман. Укҫа-тенке хывасси ҫинчен калакан йӗркене тата условие те кирлӗ пек пурнӑҫласа пыман.
«Поддержка» компанин лицензисӗрех юлнине пӑхмасӑрах страхланисен умӗнчи хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламалла е ҫак тивӗҫе ыттисем ҫине тиемелле.
Асӑннӑ компани Чӑваш Енри паллӑ компанисен шутне кӗрет. Ӑна лицензисӗр хӑварасси пирки пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчех тӗшмӗртме тытӑннӑ — ун чухне ӗҫе чарса лартнӑ, чӳк уйӑхӗнче вӑхӑтлӑх администраци туса хунӑ.
Сӗнтӗрвӑрринчи аптӑкӑсенчен пӗрин пуҫлӑхне фармацевт ӗҫ-хӗлне пӑснишӗн айӑпланӑ. «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн филиалӗ шутланакан Сӗнтӗрвӑрринчи 17-мӗш номерлӗ аптекӑра пулнӑ ку кӑлтӑк.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем аптекӑна Росздравнадзор специалисчӗсемпе пӗрле тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем эмел тата медицина хатӗрӗсен ҫаврӑнӑшне епле йӗркеленине хакланӑ. Шӑпа ҫав вӑхӑтра тӗрӗслевҫӗсем кӑлтӑк асӑрханӑ та.
Аптӑкӑн суту-илӳ залӗнче хӑш-пӗр эмеле ытлашши ӑшӑ вырӑнта, тӗрӗсрех, производительсем кӑтартнинчен ӑшӑрах ҫӗрте, упранине асӑрханӑ. Ку вара йӗркеллӗ япала мар, ҫавӑншӑн аптека пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ административлӑ ӗҫе миравай тӳре патнех ҫитернӗ. Лешӗ пуҫлӑха 4 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.
Паян Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлӗнче маршрутка тӳнсе кайнӑ. Унӑн рулӗ умӗнче урӑ мар водитель пулнӑ. Анчах вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
«За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель маршрута тухнӑскер пулман. Маршруткӑн 46 ҫулти водителӗ хӑй ҫапла ӗнентернӗ. Тата вӑл салонта хӑй, тепӗр майлӑ каласан, водитель тата унӑн паллаканӗ, кӑна пулнӑ тесе пӗлтернӗ.
«Питомник» чарӑнуран инҫе мар вырӑнта пулса иртнӗ пӑтӑрмахра, Турра шӗкӗр, никам та суранланман.
162-мӗш маршрутпа (вӑл Шупашкар-Кӳкеҫ маршрута ҫыхӑнтарать) ҫӳрекен ГАЗеле эвакуатор юр ӑшӗнчен туртса кӑларнӑ. Анчах водителӗн киле ҫуранах кайма тивнӗ, мӗншӗн тесе ГАЗеле штрафламалли лапама илсе кайса лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |