Шупашкарта 16 ҫулти арҫын ача 9-ти шӑллӗне вӗлерсен Чӑваш Ен самай шавларӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑна ача ирччен компьютер вӑййине вылянипе сӑлтавларӗ. Теприсем урӑхла калаҫрӗҫ. Анчах ҫав кун ир кӳлӗм мӗн пулса иртнӗ? Ҫакна кӗҫех суд татса памалла. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӑйсен килӗнче 16-ри арҫын ача ҫывӑракан шӑллӗне мӑйӗнчен виҫӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тепӗр пӳлӗмре ҫывӑрнӑ. Вилене ирхине ашшӗ тупнӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын ача психика тӗлӗшӗнчен сывӑ мар. Судра ӑна вӑйпа сипленме ярас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта амӑшӗ тата икӗ ачи темӗнле газпа наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ полицейскисем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ку раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 20 сехет ҫурӑра пулнӑ. Паллӑ мар ҫынсем Афанасьев урамӗнчи 1-мӗш ҫурт подъездӗнче темӗнле газ сирпӗтнӗ.
Ҫак газа пула амӑшӗпе икӗ ачи хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Наркӑмӑшланнӑскерсене васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.
Камсем тата мӗнле газ сирпӗтнӗ подъездра? Ҫакна полицейскисен уҫӑмлатма тивӗ.
Ҫак ҫын ҫул ҫинче шар курнӑ. Ку хӑйӗн айӑпӗпе мар-ха. Маршрутка водителӗн тимсӗрлӗхне пула вӑл пуҫне суранлатнӑ.
Ку иртнӗ эрнере пулнӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 44 ҫулти арҫынна тепӗр ҫынна суран кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Ҫав кун 68 ҫулти пассажир самаях вӑйлӑ аманнӑ. Ҫӗмӗрле хулине кӗнӗ чухне водитель чарӑнса ҫынсене антарнӑ. Анчах алӑк хупӑ-и е ҫук-и — лайӑх пӑхман вӑл — малалла хускалнӑ. Ҫавӑн чухне автобусран ватӑ арҫын тухса ӳкнӗ те пуҫне амантнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай район прокуратури шкулсенче хут ӗҫӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Район администрацийӗн вӗренӳ пйаӗн специалисчӗн ҫавӑншӑн дисциплина тӗлӗшӗнчен явап та тытма тивнӗ.
Прокуратура наркотикла тата психотроплӑ япаласен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшне сирес тӗлӗшпе шкулсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Тӗрӗсрех, кун пирки ӗҫе епле планланине. Плана кирлӗ пек ҫырманни йӗркене пӑсни пулать иккен. Эрех-сӑрапа е наркотиклӑ е психотроплӑ япалапа айкашнине асӑрхасан ачасене шкулти учета илесси пикри ӗс планне кӗртсе хӑварман. Анкета, тренинг, уйрӑм калаҫу ирттересси пирки те хут ҫине ҫырса хумалла пулнӑ-мӗн. Тата тестне ирттернӗ чух ачасенчен ҫыртарса ирӗк илмен.
Шкулсем плана йӗркеллӗ ҫырманнишӗн вӗренӳ пайӗ яваплӑ тесе шухӑшланӑран прокуратура райадминистрацине представлени тӑратнӑ. Унта вара ҫав пайра ӗҫлекен ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Турцирен килнӗ Джамалеттин Явуза тытса чарни пирки нумаях пулмасть пӗлтерчӗҫ. Ӑна «виза режимне» пӑснӑ тесе ирӗксӗр хӑварнӑччӗ.
«Регнум» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, турккӑ официаллӑ майпа «ӑслӑлӑхпа техника ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме» килнӗ. Джамалеттин республикӑри пӗр аслӑ шкулта вырӑс чӗлхине вӗреннӗ. Анчах ку панӑ виза тӗллевӗсемпе пӗр килмест имӗш. Ку шӑп та лӑп Турци Раҫҫей самолетне персе антарнӑ вӑхӑтпа пӗр килнӗ тата. Джамалеттин Шупашкара чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех килнӗ пулнӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Джамалеттина Раҫҫейрен Турцие ӑсатнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ турккӑ виза режимне пӑсӑнӑ тесе палӑртнӑ. Куншӑн ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Джамалеттин Турцире пӗр аслӑ шкулта ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлет. Шупашкара вӑл чӗннипе килнӗ. Кунта вӑл стажировка тухса доктор диссертацийӗ валли материалсем пухнӑ.
Халӗ Джамалеттин Раҫҫее 5 ҫул килеймӗ.
Канашри педагогика коллеждӗнче куҫӑн майпа вӗренекен студента общежитинче вырӑн памасӑр халтан янӑ. Колледж ҫакна унпа ыттисем пӗр пӳлӗмре пурӑнасшӑн маррипе сӑлтавланӑ.
Хайне койка-вырӑнсӑр хӑварнӑ студент тӑлӑх пулнӑ… Ун пеккисене вара саккунра чи малтан вырӑнпа тивӗҫтермеллине пӑхса хӑварнӑ.
Кӳреннӗ студент ҫӑхавпа вырӑнти прокуратурӑна ҫитнӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем яш ыйтӑвне пӑхса тухма тӗрӗслев йӗркеленӗ. Ыттисем пӗрле пурӑнасшӑн мар тени тӑлӑх студента вырӑнпа тивӗҫтермелле марри пирки колледжа ӑнлантарса пама тивнӗ. Ку вӑл саккуна пӑсни пирки асӑрхаттару хучӗ те шӑрҫаланӑ. Кӗҫех каччӑна койка-вырӑн панӑ. Педагогика колледжӗн яваплӑ ӗҫченне вара саккуна пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат «Солидарность» никама пӑхӑнман профсоюз организацийӗн ертӳҫи Дмитрий Бодягин хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Агрегат савутӗнчи лару-тӑру пирки ӗнер иртнӗ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Игорь Моляков кӑсӑкланнӑ. Анчах ку ыйту хуравсӑрах юлнӑ, мӗншӗн тесен вӑл сессинче пӑхса тухакан ыйтупа — хыснана улшӑнусем кӗртессипе — ҫыхӑнман-мӗн.
Маларах асӑннӑ савут тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ чӑннипех те пуҫарнӑ иккен. Налук тӳлеменни пирки. Пуҫлӑхсем рабочисенчен тупӑшран илекен налукне вӑхӑтрах тытса пынӑ, анчах ӑна налукҫӑсене куҫарса паман, ҫавна май вӑл бюджета ҫитмен пулать.
РФ Шалти ӗҫсен Чӑваш Енри министерстви ӗҫе тӗпчесе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленине материалсене ярса панине ШӖМӗн пресс-службинче ҫирӗплетнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ тӗп тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Чӑваш Енри пульницӑсенчи тӗп тухтӑрсен шалӑвӗ ҫулталӑкра 5 миллиона ҫывхарнӑ.
Пуҫлӑхсем ун чухлӗ укҫа илни ахаль тухтӑрсене тӗлӗнтерет пулӗ те, анчах хӑш-пӗр регионта тӗп врачсем тата нумайрах илеҫҫӗ-мӗн.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ҫӗршывӑн 17 регионӗнчи шурӑ халатлисен шалӑвӗпе кӑсӑкланнӑ.
Тӗп тухтӑрпа ахаль медицина ӗҫченӗн ҫулталӑкри шалӑвӗ хушшинчи уйрӑмлӑх 4 хутран пуҫласа 200 хут таран пулнине асӑрханӑ халӑх фрончӗн хастарӗсем.
Чӑваш Енре, Калмӑк Республикинче, Карелинче, Хакас Республикинче, Брянск, Воронеж, Орлов, Пенза облаҫӗсенче тата Камчаткӑра тӗп тухтӑрсен ҫулталӑкри шалӑвӗ 5 мимллиона ҫывхарнӑ. Тувара 65 миллионтан иртнӗ, Тутарстанра 24–25 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш юмахӗсене турккӑлла куҫарма килнӗ хӑнана тытса чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Турцирен килнӗ Джамаледдин Явуз — ӑсчах, тюрколог. Ҫамрӑк арҫын «Юнус Эмре» программӑпа диссертаци валли материалсем пухма килнӗ-мӗн. Ӑсчаха иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ эрнелӗхе арестленӗ. Ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн-мӗн. Хальлӗхе Джамаледдин Явуз ют ҫӗршыв гражданӗсене хӑйсен ҫӗршывне ӑсатиччен вӑхӑтлӑх тытса усрамалли учрежденире ларать. Ун патне ӗнер «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем кӗрсе курасшӑн пулнӑ. Анчах вӗсене унта кӗртмен. Ҫакна учреждени ӗҫченӗсем «Ирӗклӗх» хастарӗсем Явузӑн тӑванӗсем маррипе сӑлтавланӑ. Ҫапах та хастарсем Явуз валли апат-ҫимӗҫ парса хӑварнӑ, учрежденире ӑна илсе юлнӑ.
Явузӑн кӗсье телефонӗпе усӑ курма юранине кура «Ирӗклӗх» хастарӗсем унпа шӑнкӑравласа калаҫни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑсчах хӑйне аванах туять-мӗн, пурне те салам каланӑ. Раштавӑн 3-мӗшӗнче ун патӗнче Турцин Хусанти Тӗп консульствин вице-консулӗ Нуреттин Кая пулнӑ.
Ку статистика хӑрушӑ. Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен ҫул ҫинче ачасемпе 77 пӑтӑрмах пулнӑ. Ҫавна май ҫул ҫитмен 85 ача суранланнӑ, 1 ача вилнӗ. Ку — ҪҪХПИ кӑтартӑвӗ.
Ҫак пӑтӑрмахсенчен ҫурри — ачасем ҫине урапа кӗрсе кайни. 18 пӑтӑрмах ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта пулнӑ.
Ачасен айӑпӗпе 12 авари пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫине чупса тухнӑ е юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. 39 пӑтӑрмахра шӑпӑрлансем пассажирсем пулнӑ. Ытларах чухне вӗсем пиҫҫиххипе ҫыхӑнман.
Ҫул ҫинче шар курнӑ ачасенчен ытларахӑшӗ 7–11 ҫулсенче. Аварисенчен нумайӑшӗ кӗҫнерникун пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |