Республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенчен пӗрисен, «Взятка» тата «Самана» ятлисен, редакторне хӗненӗ. Эдуард Мочалов ятлӑ ҫав ҫынна ҫӗркаҫ, Муркаш районӗнче, тытса ислетнӗ пулать. Ун чухне «Взятка» хаҫат редакцине тапӑннӑ имӗш, асӑннӑ МИХ редакторне вара хӗненӗ-мӗн.
Пӑтӑрмах пирки правӑна сыхлакан органсене заявленипе тухнӑ тесе anticor_21 блогер хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче ҫырнӑ.
Хаҫат редакцине вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗсенчен пӗри ертсе пыракан ушкӑн ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫурҫӗр ҫитеспе вирхӗнсе кӗнӗ пулать. Редакци чӳречине кӗленчепе персе пӗтернӗ, хаҫат учредительне тата редакторне, маларах каланӑ Эдуард Мочалова хӗненӗ имӗш. Шар курнӑ этем ҫак пӑтӑрмаха хӑйӗн статйисем такамсене килӗшменнипе сӑлтавлать-мӗн.
Вӑрнар район администрацийӗнче унти прокуратура хута кӗнипе ҫамрӑк специалиста каялла ӗҫе илнӗ.
Аслӑ шкул пӗтернӗ ҫав ҫамрӑка муниципалитет службине, район администрацийӗн строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайне, ертсе пыракан специалист-эксперта илнӗ чухне хайхи каччӑпа 3 уйӑхлӑх сӑнав вӑхӑчӗ тесе килӗшӳ тунӑ. Кайран ӑна, сӑнав тапхӑрне тухайман тесе, муниципалитет служащийӗнчен хӑтарнӑ.
Ку факта район прокуратури тӗрӗсленӗ те тӳре-шара ӗҫ саккунне пӑснине асӑрханӑ. Тин кӑна (ҫулталӑкран каярах) аслӑ шкул пӗтернӗ, специальноҫпа ӗҫе вырнаҫнӑ ҫынпа сӑнав вӑхачӗ палӑртма юрамасть иккен.
Йӗркене пӑснӑ пай пуҫлӑхне 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, каччӑна ӗҫе тепӗр хутчен илмелле тунӑ.
Питӗр хулинче Чӑваш Енри 20 ҫулхи каччӑ шар курнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш хутри чӳречене ҫума хӑпарса кайнӑ. Анчах тем сӑлтава пула йӑтӑнса аннӑ.
Ҫулне кура унти аслӑ шкулсенчен пӗринче ӑс пухакан студент мар-ши теме те пулать пек, анчах тӗрлӗ интернет-ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ вӑл хулана ӗҫлеме тухса кайнӑ. Унти стройкӑра тӑрӑшнӑ.
Дунай проспектӗнчи 7/7-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутра чӳрече ҫунӑ чух ӳкнӗ каччӑна рабочисем ҫывӑхри вакуна илсе кайнӑ та васкавлӑ пулӑшу машинине шӑнкӑравланӑ.
20-ри ҫамрӑка тухтӑрсем Васкавлӑ пулӑшӑвӑн наукӑпа тӗпчев институчӗн пульницине вырттарнӑ. Пӗҫҫине хуҫнӑскере, катасуран (шурӑ халатлисем ҫапла диагноз лартнӑ) илнӗскере реанимаци уйрӑмне хунӑ.
Шупашкар районӗнчи Якутар ялӗнче пурӑнакан икӗ ҫын ҫӗре хӑйсен харпӑрлӑхне илес ыйтупа вырӑнти, Ҫӗньял ял тӑрӑхне, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех ҫитнӗ. Хӑйсем мӗн шухӑшпа ҫӳренине ҫавсем сӑмахпа кӑна мар, ҫыру ҫырсах ӑнлантарнӑ.
Ял территорине кӗрекен вырӑнта уйрӑм ҫурт хӑпартас е уйрӑм хушма хуҫалӑх аталантарма ҫӗр илес шухӑшпа ҫын заявлени ҫырса парсан яваплисен ҫавӑн пирки хаҫатра пӗлтерӳ пичетлемелле. Капла тума РФ Ҫӗр кодексӗн 39.18-мӗш статйи хистет. Утӑ уйӑхӗнчи заявлени вара Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче чылайччен вырӑнтан хускалмасӑр выртнӑ - пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑна пӗлтерӳ кун ҫути курнӑ. Ҫапла хӑтланни йӗркеллӗ маррине асӑрхаттарса район прокурорӗ асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе нумаях пулмасть хут шӑрҫаланӑ.
Элӗк районӗн сучӗ 30 ҫулти арҫынна 4 уйӑх ӗҫлеттермелле тунӑ. Ирсӗрскер 10 ҫулти арҫын ачана хӗненӗ.
Суд ҫирӗплетнӗ, следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Элӗк районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын кӑрлач уйӑхӗнче пӗлӗшӗ патне хӑнана килнӗ. Хайхискер пӗрле эрех йӑтса килнӗ.
Килӗнче ачасем те пулнӑ. Кӳршисен ачи те ҫав вӑхӑтра каҫнӑ. Арҫын малтанах пӗчченех эрех ӗҫнӗ. Унтан ӳсерскер 10 ҫулти арҫын ачана эрех сӗннӗ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Арҫын урса кайнӑ та ачана хӗнеме тытӑннӑ.
Арҫын ҫаврӑннипе усӑ курса ача тухса тарма пултарнӑ. Суд арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна 4 уйӑх ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи прокуратура унти предприяти-учрежденисем коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Саккуна пӑсакансем муниципалитет предприятийӗсенче те, хысна учрежденийӗсенче те пур-мӗн.
Коррупцие хирӗҫле саккунпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене палӑртни пирки калаҫнӑ май район прокурорӗ Зелфинас Карама тӗслӗх вырӑнне патшалӑх служащийӗсене ӗҫе илнӗ хыҫҫӑн ҫав ҫын пирки сведение хайхи унччен тимленӗ вырӑна пӗлтерменнине илсе кӑтартрӗ. Шучӗпе вара 10 кунта ҫитермелле.
Аса илтеретпӗр, патшалӑх служащийӗсене ӗҫе илекенсен вӗсем пирки сведение лешсем унчченхи вырӑнтан пӑрахнӑранпа икӗ ҫул иртмен чухне хыпарламалла.
Патшалӑх служащийӗ пирки вӑхӑтра пӗлтермен тӗслӗх "Ишлейское" ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗнче, Шупашкар районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен ценртрта пулнӑ. Район прокуратури асӑннӑ учрежденисен пуҫлӑхӗсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ.
Коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ кӑлтӑксем ытти хӑш-пӗр предприятире те тупӑннӑ.
Суйлав ҫывхарнӑ май политиксен хушшинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Пӗр парти пайташӗсем те пӗр-пӗринпе тем пайлама тытӑнаҫҫӗ хӑш чух.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пуху ирттернӗ чух коммунистсем йӗрке хуралҫисене чӗннине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, отчетпа суйлав конференцин кунне коммунистсем малтанах палӑртса хунӑ-мӗн. Анчах патне ҫитеспе парти рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов ӑна урӑх вӑхӑта куҫарма ыйтнӑ пулать. Делегатсем Шурчановӑн тата Зюгановӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Анчах хулари комитетӑн пӗрремӗш секретарӗ Адольф Федоров хайхисене саланма ыйтнӑ. Лешсем ҫакна ӑша хывманнине кура Адольф Федоров полици чӗннӗ.
Ӗнер вара Валентин Шурчановпа пӗр чӗлхе тупайман коммунистсем унӑн карикатурисене сарма тытӑннӑ. Тӑрӑхласа ӳкернисем партин аслӑ ертӳҫисем патне ҫитессе, унта вара тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ тӑвасса шанаҫҫӗ-мӗн.
Муркаш районӗнчи Ильинка ялӗ ҫывӑхӗнче ватӑ арҫын виллине тупнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче йытӑсем ҫыртнӑ вырӑнсем пулнӑ.
Анчах, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын йытӑ ҫыртнинчен вилмен. Вӑл шӑннипе пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Арҫын виллине пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тупнӑ. Килӗнчен инҫех пулман вӑл. Йытӑ ҫыртнипе ытларах пичӗ суранланнӑ. Анчах тӑватӑ ураллисем ӑна вилнӗ хыҫҫӑн ҫыртса пӗтернӗ.
Арҫынна малтанхи кун ӳсӗр курнӑ. Вӑл пӗччен пурӑннӑ, чӗри ҫине операци тутарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе экспертиза ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта вандалсем каллех хура ӗҫӗпе палӑрнӑ. Хальхинче вӗсем Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма сӑнсӑрлатнӑ.
Вандалсем унта пенӗ тимӗр укҫана илессишӗн тимӗр решеткене аркатнӑ, плиткӑна сиенлетнӗ.
Ку ӗҫе ҫийӗнчех асӑрханӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗччен Ҫӗнтерӳ паркӗнчи нихӑҫан та сӳнмен ҫулӑма тӗпрен ҫӗнетесшӗн.
ЖКХ управленийӗ Шупашкар ҫыннисене, хӑнисене тата туристсене телей курассишӗн Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма тимӗр укҫа пӑрахма сӗнмест. Вандалсен хура ӗҫне курсан вара 074 телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енри пӗр ҫуртра хӑрушӑ ӳкерчӗк пулнӑ: тӳрех виҫӗ виле тупнӑ унта. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем унта 10 кун выртнӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм чӳречерен 57-ри кил хуҫин виллине асӑрханӑ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем шалтан питӗрнӗ алӑка уҫнӑ. Унта вара — виҫӗ виле. Тата 62-ри тата 57 ҫулти ҫынсем выртнӑ унта.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 19 е 20-мӗшӗнче кил хуҫи хӑйӗн икӗ пӗлӗшне, ун патӗнче пурӑннӑскерсене, вӗлернӗ: шӗвер япалапа кӑкӑрӗ, мӑйӗ, ҫурӑмӗ тӗлӗнчен чикнӗ. Кайран вара хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатмашкӑн экспертизӑсем ирттерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |