Усал ӗҫ 2014 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ.
30 ҫулти арҫын хӑйӗнпе пӗр ялта пурӑнакан ҫын килӗнче хӑнара пулнӑ. Кил хуҫи ҫывӑрнӑ, килте унӑн йӑмӑкӗ пулнӑ.
Ӳсӗр хӑна хӗре пусмӑрлас тесе ҫулӑхма тытӑннӑ. Лешӗ хирӗҫленине кура ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Пӳрнипе пусса хӗрӗн икӗ куҫне шӑтарнипе пикене суккӑр туса хӑварнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче хӗрӗн пиччӗшӗ хуп турттарнӑ, йӑмӑкӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнипе кӑна вӑл вӑраннӑ.
30 ҫулти пусмӑрҫӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчевҫӗсем тӗпчесе пӗтернӗ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан этеме следователь ыйтнипе суд следстви изоляторне хупмалла тунӑ. Арҫын тӗлӗшпе кӗҫех суд пулмалла — тӗпчевҫӗсем материалсене районти тӳресем патне ҫитернӗ.
Ӗнер кӑна, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, республикӑра темиҫе урапа ҫапӑннӑччӗ, унта икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паян та Чӑваш Енре хӑрушӑ авари пулнӑ. Ку «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче 11 сехетре пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» урапа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса ВАЗ-2114 урапапа ҫапӑннӑ. Аварире ҫулталӑкри ача пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл «вунтӑваттӑмӗш» модельлӗ урапара амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ларса пынӑ.
Ача кӑҫалхи ака уйӑхӗнче икӗ ҫул тултарӗччӗ. Хӗрарӑма вара, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, республикӑра ҫил-тӑман алхасрӗ. Кунашкалли Чӑваш Енре тахҫанах пулман. Юр нумай вӗҫтернӗрен ҫулсене хӳсе лартнӑ, транспорт япӑх ҫӳренӗ. Шупашкарта та пӑкӑ самай пулнӑ, общество транспорчӗ япӑхрах ҫӳренӗ.
Ӗнер республикӑра ҫул-йӗр ҫинче 106 пӑтӑрмах пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи аварисенче икӗ ҫын вилнӗ, 12-ӗн суранланнӑ. Ведомство аварисен йышӗ ҫанталӑк япӑх пулнӑран нумайланнине палӑртнӑ.
Ҫил-тӑман вӗҫтернӗ вӑхӑтра ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем алӑ усса ларман. Йывӑрлӑха сирме хушма нарядсем те панӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти икӗ пульница ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӑшӑ пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑран пулнӑ ку.
Пӑрӑх сиенленнӗрен Республикӑри клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах сиксе тухсанах кун тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ медпулӑшу кӗтекен пациентсене хулари урӑх пульницӑсене куҫарнӑ.
Авари служби пӑтӑрмаха 13 сехет те 45 минут тӗлне сирнӗ. 19 сехет ҫурӑ тӗлне мӗн пур ӗҫе вӗҫленӗ те тытӑм туллин ӗҫлесе кайнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ ҫуртсем паян ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хӗл варринчи ку инкек вӗсене ӑшӑтакан 3-мӗш номерлӗ котельнӑй ванса кайнипе сиксе тухнӑ. Вӑл ӗнер каҫхи 20 сехет тӗлӗнче ҫӗмӗрӗлнӗ.
Юсав ӗҫӗсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тата Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин паллашнӑ. Юсав ӗҫне паян вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ-мӗн.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра инкексем ытти ҫӗрте те пулса иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ӑшӑ трасси шӑтса кайнипе ҫуртсем ӑшӑсӑр юлнӑччӗ.
Ӗнер республикӑн тӗп хулинче тата тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӑшӑ трасси шӑтса кайнине пула Шупашкарти клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Шупашкар районӗнчи Тури Макаҫ патӗнче ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ пулса иртнӗ — иккӗн вилнӗ, саккӑрӑн аманнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх 10 ҫитесси ҫирӗм минутра ВАЗ-21009 урапа водителӗ хӑйӗн машинине тытса чарайманнипе хирӗҫ пыракан КАМАЗ ҫине пырса ҫапӑннӑ. Кӑмрӑкпа тиенӗскерӗ ҫине хыҫалтан вара Ҫӗнӗ Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине ҫула тухнӑ автобус пырса тӑрӑннӑ.
ВАЗ-21009 водителӗпе унпа юнашар ларса пыракан пассажирӗ вырӑнтах вилнӗ, хыҫалта ларса пынӑ хӗре тата автобусри 7 пассажира тӗрлӗ сурансемпе пульница ӑсатнӑ.
Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ мӗнле сӑлтава пула сиксе тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ.
2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Петров урамӗнчи ҫурт ҫурӑлма пуҫланӑран унта пурӑнаканнисене вӑхӑтлӑха тенӗ пек хулан кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ лицее вырнаҫтарчӗҫ. Унччен юрӑхсӑр тенӗ Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗн общежитийӗ хваттерсемсӗр тӑрса юлнисем валли пурӑнма каять тесе йышӑннӑччӗ.
Кӑҫал вара шар курнисем валли ҫӗнӗ ҫурт туса лартма планлаҫҫӗ. 16 хутлӑскерне 2016 ҫул вӗҫнелле хӑпартса ҫитермелле. Ҫурт 2 подъездлӑ пулмалла, пӗтӗмӗшле унта 12500 тӑваткал метр пулӗ. Ӑна тума пурӗ 25 миллион тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Ҫурта хӑпартаканӗ — «ГУКС» МУП.
Петров урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑннисем ҫӗннинче хваттерсене тӳлевсӗр илӗҫ. Вӗсене 18–22 тӑваткал метрлӑ пӗр пӳлӗмлисене парасшӑн. Ытларах тӑваткал метрлине куҫас тесен ытларахӑшне вӗсем йӳнӗ хакпа илме пултараҫҫӗ.
Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус кювета чӑмнӑ. Ку карлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ.
Пӑтӑрмах Чулхула облаҫӗнче сиксе тухнӑ. Автобус кювета чӑмсан, телее, пассажирсем шар курман. Анчах вӗсен тепӗр автобус киличчен ҫул хӗрринче кӗтсе тӑма тивнӗ.
Водитель каланӑ тӑрӑх, малта авари пулнӑ. Ахӑртнех, тормоз япӑх ӗҫленӗ, ҫавӑнпа автобус кювета анса кайнӑ. Пассажирсем кӑштах суранланнӑ тата хӑранӑ ҫеҫ.
Ҫӗрлехи 1 сехетре пассажирсене урӑх автобуса лартнӑ. Ӑна вӗсем патне Чӑваш Енрен янӑ. Кун хыҫҫӑн пассажирсем Мускава чиперех ҫитнӗ.
Израиль ҫыннин Раҫҫей полицейскийӗсен умӗнче тӳрре тухма тивнӗ. Пакунлисем унӑн багажне ҫавӑрттарнӑ кӑна. Саппасри офицера ИГИЛ организаци ҫумне «ҫыпӑҫтарнӑран» пулса тухнӑ ку…
Ку Израильте пурӑнакан ҫамрӑк Марк Г.-па пулнӑ. Вӑл Раҫҫее килнӗ пулнӑ. «Мускав – Шупашкар» пуйӑсӑн вакунӗнче ларса пынӑ чухне ЦАХАЛӑн саппасри офицерне полицейскисем тытса чарнӑ. Мӗншӗн? Марк вакунра иврит чӗлхиллӗ кӗнеке вуланине пӗр хӗрарӑм курнӑ та сисчӗвленнӗ, тӳрех кирлӗ ҫӗре шӑнкӑравланӑ: пуйӑсра ИГИЛ агенчӗ пырать имӗш.
Маркӑн тӗрлӗ чинри полицейскисене виҫӗ хутчен ӑнлантарма тивнӗ. Юлашкинчен унран каҫару ыйтнӑ та арӑмӗпе ачи патне (Шупашкарта хӑнара пулнӑ вӗсем) янӑ.
Раштав уявӗнче Атӑл хӗрринче, Шупашкарта, пӑтӑрмах пулнӑ. 39 ҫулти арҫын, «моржсен» клубне ҫӳрекенскер, шывра чӑмпӑлтатма килнӗ.
Анчах арҫын чӑмнӑ та каялла ишсе тухайман. Кун хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем шырав ирттернӗ. Паян 10 сехет ҫурӑра арҫыннӑн виллине шывран кӑларнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче суран йӗрӗ палӑрман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шыва чӑмнӑ та каялла ишсе тухмашкӑн вакка тупайман. Ҫавӑнпа вӑл шывпа чыхӑнса вилнӗ.
Халӗ ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине палӑртмашкӑн судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |