Паян ҫӗрле Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Ен автобусӗ йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ. Ку 00:56 сехетре пулса иртнӗ.
Чӑваш Енре регистрациленнӗ автобус Чулхула облаҫӗнчи Володарск районӗнчи «Мускав — Ӗпхӳ» автоҫулӑн 357-мӗш ҫухрӑмӗнче пырса ҫапӑннӑ. Автобус — «Мерседес», йывӑр тиевлӗ урапа «Ивеко» маркӑлли.
Телее, автобус самаях вӑйлӑ ҫапӑннӑ пулсан та никам та вилмен. Чулхула облаҫӗнчи МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Куракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусӑн малти пайӗ самаях сиенленнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм наркотикпе айкашакансене хӑйӗн хваттерне тара ярса пурӑннӑ.
Ун пек сиенлӗ йӑла хӑйӗн пулмасан вӗсемпе, тен, ҫыхланмӗччӗ те, анчах ниҫта та ӗҫлемен пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑм Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районти хваттере наркотикпе айкашакансене ярса пурӑннӑ. Хӑйӗн утӑмне хӗрарӑм наркотика «хӑрушлӑхсӑр» хатӗрлеме май туса парас тенипе ӑнлантарнӑ.
Шанчӑксӑр хваттере йӗрке хуралҫисем пырса тӗрӗсленӗ те унта шприцсем, наркотик хатӗрлеме усӑ курнӑ савӑт-сапа, хатӗрсем асӑрханӑ.
Ҫапли-ҫапли пуль те, анчах ун пек «ырӑ кӑмӑл» саккунпа килӗшсе тӑмасть ҫав. Наркотикпе тахҫанах айкашакан хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗчӗк ачаллӑ ҫав хӗрарӑма тӑватӑ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
Гостехнадзор инспекцийӗн Етӗрне районӗнчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ инспектор ӗҫсен те руль умне ларма кӑмӑлланӑ. Пӗрремӗш хут вӑл ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине 2013 ҫулта ҫакланнӑ. Ҫав ҫулхи пушӑ уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Уррипе ӳсӗррине палӑртма медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗшӗн ӑна ҫулталӑк та ултӑ уйӑхлӑха правасӑр хӑварнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче вӑл «ВАЗ-21074» урапа рулӗ умне каллех ӳсӗрле ларнӑ. Урапи ӗҫри пулнӑ. Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫакан кӗпер ҫине кӗричченхи светофор умӗнче вӑл «ВАЗ-21140» урапапа пырса ҫапӑннӑ. Кокорев медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма каллех хирӗҫленӗ. Ӳсӗр пуҫпа руль умне ларнӑшӑн пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ пирки айӑплав ҫирӗплетсе прокуратура суда ярса панӑ.
Хулара ӗнер пулса иртнӗ пулӑма инкек теме те юрать ӗнтӗ. Телее, унта никам та вилмен, сусӑрланнӑ ҫеҫ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкарти троллейбуссем ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ытлах ҫакланмаҫҫӗ. Ку ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑрушсӑр транспорт шутланать. Анчах хальхинче пӗр пассажир самаях аманнӑ.
12-мӗш маршрутпа пулса иртнӗ ку. Вӑл пынӑ чухнех унтан пассажир тухса ӳкнӗ. Ку «Эльгер урамӗ» чарӑнура авӑнӑн 3-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, троллейбус водителӗ варринчи алӑк хупӑ пулнине пӑхса ӗненмесӗрех транспорта хускатнӑ. Алӑк вара уҫах пулнӑ-мӗн. Ҫавна май 65 ҫулти кинемей тухса ӳкнӗ. Унӑн пуҫне амантнӑ. Троллейбус рулӗ умӗнче 37 ҫулти водитель пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни палӑрман.
Йӗпреҫ районӗнчи 19 ҫулти каччӑ кӗҫех суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Шел те, ун ҫинче вӑл пӗрермӗш хут мар ӗнтӗ. Ҫамрӑкскер маларах икӗ хутчен судпа айӑпланма ӗлкӗрнӗ: 2012-мӗш ҫулта — вӑрланӑшӑн, 2013-мӗшӗнче — ҫаратнӑшӑн, хӗненӗшӗн тата хулиганла хӑтланнӑшӑн. Юлашкинчен каччӑна 4 ҫуллӑха юсанмалли колоние янӑ, анчах унтан ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче условлӑ майпа иртерех кӑларнӑ.
Ирӗкри пурнӑҫа каччӑ хаклама пӗлмен курӑнать. Вӑл каллех йӗрке пӑсма тытӑннӑ. Пуш уйӑхӗнче вара вӑл тата 41 ҫулти тепӗр арҫын хӑйсен ял хӗрарӑмне, 48 ҫултискере, мӑшкӑлланӑ.
Амӑш ҫулӗнчискер патне вӑл тата 41 ҫулти юлташӗ тепӗр арҫынпа кайнӑ. Лешӗ кӑмӑлпа туман-мӗн: ӑна вӗсем вӗлерессипе хӑратнӑ, хӗрарӑма алӑка уҫтарттарма ыйтнӑ. Ним шухӑшламанскер уҫнӑ. Тултан иккӗн вирхӗнсе кӗнӗ. Хӑйсем питне маскӑпа хупланӑ. Хӗрарӑма вӗсем 3 стакан сӑмакун ӗҫме хистенӗ, унтан черетпе мӑшкалланӑ. Хӗрарӑмшӑн антӑхакан арҫынсене кӗҫех кирпӗч шутлама ӑсатӗҫ.
Укҫа нихӑҫан та ытлашши мар та, ӑна налук яма шел тесе шухӑшланӑ-ши Шупашкарти строительство организацийӗн ертӳҫисенчен пӗри?
2011–2013-мӗш ҫулсенче вӑл хӑй ертсе пыракан предприятин хуҫалӑхпа укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвӗ пирки налук декларацийӗсенче суя цифрӑсем тӑратнӑ. Пӗчӗклетерех. Ҫавна пула налукне те унӑн сахалтарах тӳлеме тивнӗ. Виҫӗ ҫулта самай тупӑш кӳнӗ ҫапла суйни: 3 миллион тенкӗ кӗсьере юлнӑ.
Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур теҫҫӗ те, хайхи этемӗн чееленӗвӗ каярах ҫиеле тухнӑ. Хальлӗхе ҫакна тӗпчевҫӗсемпе суд ҫирӗплетсе паман та, анчах полицейскисем пуҫлӑх хыснана 3 миллион тенкӗ тӳлесе ҫитермен тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулин чи управленийӗн ӗҫченӗсем хутсене тӗрӗсленӗ те тӗрӗс мар кӑтартнине асӑрханӑ. Ку фактпа РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Новороссийскри циркра питӗ пысӑк инкек пулнӑ. Шоу вӑхӑтӗнче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ.
Унта лашасемпе шоу иртнӗ. 24 ҫулти Анастасия Максимова джигитовкӑн пӗр элементне пурнӑҫланӑ. Ҫӗртрен япала илнӗ чухне вӑл темӗнле майпа тытӑнса юлайман, лаша ҫинчен ӳкнӗ. Анчах ури ҫакланнӑ. Ҫавна май лаша хӗре арена тӑрӑх сӗтӗрнӗ. Урхамаха темиҫе минут тытса чарайман, вӑл Настьӑна темиҫе ҫаврӑм сӗтӗрнӗ.
Ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшӑва чӗннӗ, хӗре пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах вӑл унта ҫитиччен куҫне яланлӑхах хупнӑ. Хӗр пуҫпа нумай ҫапӑннӑ, ӑна лаша таптанӑ.
Халӗ ку ӗҫе Краснодар енӗнчи следстви комитечӗ тӗпчет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вандалсен ӗҫӗ иртен-ҫӳрен кӑмӑлне пӑсать. Унта пӗр палӑка сарӑ тата кӑвак сӑрӑсемпе илемсӗрлетнӗ.
Иван Семенов коммунист палӑкне вандалсем сӑрӑпа вараланӑ. Кун тӗлӗшпе полици тӗрӗслев ирттерет.
Чӑваш Енре совет влаҫне тӑвассишӗн хастар кӗрешнӗ Иван Семенов палӑкне кӑвак тата сарӑ тӗспе илемсӗрлетнине Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын асӑрханӑ та кун пирки пӗлтернӗ. Халӑх куншӑн вандалсене айӑплать.
Людмила Осипова питӗ кӑмӑлсӑр. Вандалсем палӑка шӑпах хула кунӗ умӗн илемсӗрлетни чунне ыраттарнӑ. Людмила полицейскисем вандалсене тупса вӗсене тивӗҫлипе явап тыттарасса шанать.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна шута илнӗ, халӗ тӗрӗслев иртет. Вандалсене шыраҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче тӑватӑ ҫын нӳхрепре наркӑмӑшланса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем сӗрӗмпе вилнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 78 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 42-ри ывӑлӗ, ҫавӑн пекех 56-ри арҫын нӳхрепе ҫӗрулми хума аннӑ. Унта вӗсен япӑх пулса кайнӑ.
36 ҫулти арҫын вӗсене пулӑшма аннӑ. Анчах вӑл та тӑнне ҫухатнӑ. Ҫулте тепӗр арҫын тӑрса юлнӑ. Унран 56-рискер пулӑшу ыйтса ӗлкӗрнӗ. Вӑл ӑна кӑларма хӑтланнӑ, анчах нӳхрепрен шӑршӑ тухнине туйнӑ та урама чупса тухнӑ, ҫынсене каласа панӑ. Лешсем полицейскисене чӗннӗ. Пакунлисем ҫитсен нӳхрепрен тӑватӑ вилле кӑларнӑ.
Вилнӗ ҫынсен пӗрин еркӗнӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурлан 24-мӗшӗнче вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе нӳхрепе анса армути нумай ҫунтарнӑ. Ҫапла шӑши-йӗкехӳре таврашӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ вӗсем. Унтан тухсан арҫын нӳхрепе фуфайкӑпа витнӗ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗпчев пырать.
Ӗнер, ҫурлан 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта темиҫе ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра — ачан та.
Авари Куславкка районӗнчи Йӗршер ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ирхи 6 сехет те 40 минутра федераци ҫулӗн 722-мӗш ҫухрӑмӗнче тӳрех виҫӗ урапа ҫапӑннӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Москвич» водительне пула сиксе тухнӑ. Вӑл ҫул пӑрӑнӑшӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ, унта фурӑпа ҫапӑннӑ. «Москвич» ҫапӑннине пула ҫурмаран пайланнӑ, фура вара хирӗҫ килекен ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл «Москвич» хыҫҫӑн пыракан Chevrolet Lacetti урапа ҫине кӗрсе кайнӑ.
«Москвичра» пыракан ҫынсем — пурте Тутарстанрисем. Виҫӗ аслӑ ҫын тата пӗр ача вырӑнтах вилнӗ. Chevrolet Lacetti урапа водителӗ те сурансене пула ҫавӑнтах куҫне хупнӑ. Унӑн пассажирӗ те вӑйлах аманнӑ, вӑл та пурнӑҫпа сывпуллашнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |