Нумаях пулмасть республикӑра виҫӗ ҫын ром ӗҫнӗ хыҫҫӑн вилни пирки чылай калаҫрӗҫ. Халӑхра сас-хура тухнӑ тӑрӑх, хӗрпе каччӑ реанимацире вилнӗ. Ишлейре хӑнара пулнӑ хӗрарӑм вара Кӳкеҫ пульницинче куҫне хупнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӑватӑ ҫынна айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсене аслӑ суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тытса чарнӑ.
Ҫакна тума пултарнӑ тӑватӑ ҫынна кӗске вӑхӑтрах тытса чарнӑ. Вӗсен йышӗнче — коммерци организацийӗн тӗп директорӗ, унӑн амӑшӗ, еркӗнӗ тата вӗсен пӗлӗшӗ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене Пуҫиле кодексӑн 238-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн 10 ҫул таранах йӗплӗ пралук леш енне ӑсатма пултараҫҫӗ.
Паян ирхине Шупашкарта вырнаҫнӑ «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухнӑ. Ҫулӑм контейнерсемлӗ пайра алхаснӑ. Халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх хура тӗтӗм хулан чылай пайӗнче курӑннӑ.
Пушар сӳнтерекенсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ, пушара алхасма паман. Ҫавах та темиҫе контейнерти пурлӑх ҫулӑма пула сиенленнӗ. Пушара сӳнтернӗ май Фёдор Гладков урамне хупӑрласа хунӑ пулнӑ, вӑл микрорайонтан ӗҫ вырӑнне ҫитме палӑртакансене урӑх маршрутсем суйлама сӗннӗ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енре каччӑ ҫухалнӑ. Вӑл унччен савнӑ хӗрӗпе хирӗҫнӗ. Пике урӑххи патне тухса каяссине пӗлтерсен каччӑ килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Тӑванӗсем ӑна нумай шыранӑ. Нумаях пулмасть каччӑ Шупашкартан ларса тухса кайнӑ урапана тупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Атӑл леш енчи Сосновкӑра каччӑн виллине тупнӑ.
Роман Николаев савнипе хирӗҫсен телефонӗпе укҫине хӑварнӑ та тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине никам та пӗлмен. Унӑн ашшӗ Анатолий Николаев ӑна ыттисемпе пӗрле шыранӑ. Каярахпа палламан ҫынсем Сосновкӑра Ромӑн урапине асӑрханӑ. Унтан каччӑ ӳтне те тупнӑ.
Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, каччӑ пичӗ ҫинче кӑвак йӗрсем пулнӑ, мӑйӗнче — вӗрен. Анчах вӑл ывӑлӗ хӑйӗн ҫине алӑ хунине ӗненмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Роман Сосновкӑна савнин каччипе калаҫма кайнӑ.
Халӗ Ромӑн ӳтне Шупашкара илсе килнӗ. Ӑна чӳкӗн 24-мӗшӗнче пытарӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн шӑллӗ аварие ҫакланни пирки тӗнче тетелӗнче калаҫма тытӑннӑ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 17 сехет те 40 минутра Эгер бульварӗнче пулнӑ. Иномарка ВАЗ-2115 урапапа пырса ҫапӑннӑ.
Аварире 15-мӗш моделӗн 22-ри пассажирки алӑ хуҫнӑ, суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, иномарка водителӗ ВАЗ хуҫипе калаҫса татӑласшӑн пулнӑ. Анчах лешӗ килӗшменнине кура вӑл руль умне ларнӑ та Кӑкшӑм урамӗ еннелле вӗҫтернӗ.
Водителе полицейскисем тытса чарнӑ. Дактилоскопи ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл камне пӗлме май килнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 31 ҫулти Ладыков А.О. пулнӑ-мӗн.
Водитель ӳсӗр пулма пултарни ҫиеле тухнӑ. Анчах вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫ пулнӑ.
Алексей Ладыков кун тӗлӗшпе акӑ мӗн каланӑ: «Ҫапла, вӑл манӑн шӑллӑм. Вӑл ӳссе ҫитӗннӗ ҫын, хӑйех явап тытма пултарать. Ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем халӗ пӗр вӑхӑтрах кулянаҫҫӗ те, намӑсланаҫҫӗ те. Кашниех хӑйӗн айӑпне туять. Ҫавӑнпа аварире шар курнӑ ҫынран кашнинченех каҫару ыйтатӑп. Айӑплин вара саккунпа килӗшӳллӗн явап тытмалла».
Виҫӗмкун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр общежитире студентка чӳречерен сикессипе хӑратнӑ. Хайхискер наркодиспансертан тухтӑрсене чӗнме ӳкӗтленӗ.
Телее, студенткӑна ҫӑлма май килнӗ. Тахӑшӗ ӑна пӳлӗме каялла сӗтӗрсе кӗнӗ. Ку Мускав проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетре пулнӑ. Наркодиспансерти тухтӑрсене мӗншӗн чӗннӗ вӑл? Хӑй сывӑ пулнине ӗнентерме имӗш.
Общежити умне ҫынсем пухӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, чылайӑшӗ хӗре хӑрушӑ утӑма тӑвасран ӳкӗтлемен, ҫакна телефон ҫине ӳкернӗ. Кӑштахран МЧСпа полицейскисем ҫитнӗ.
Хӗр чӳрече янахӗ ҫинче пӗр сехете яхӑн ларнӑ. Унтан ӑна полицейскисем илсе кайнӑ. Полицире хӗр чӑнах та сикме хатӗрленни ҫирӗпленнӗ.
Вӑт студент! Ҫапла ҫеҫ калама пулать ку хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн. Ҫамрӑк кӑна-ха вӑл, анчах йӗплӗ пралук леш енне лекме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Чӑваш Республикинчи пӗр аслӑ шкулта радиоэлектроникӑпа автоматика факультетӗнче 3-мӗш курсра ӑс пухакан студента суд ирӗксӗр 11 ҫул хӑварма йышӑннӑ. Студент 20 ҫул кӑна тултарнӑ-ха.
Каччӑ тӗнче тетелӗнчи пӗр лавккара ӗҫленӗ. Вӑл хулари вырӑнсене сутмалли наркотик хурса ҫӳрекенни пулнӑ.
Наркополицейскисем ӑна поличнӑйпе тытнӑ. Вӑл вӑхӑтра студент наркотикӑн черетлӗ партине вӑрттӑн вырӑна хума тытӑннӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан Сергей Надеждин ятлӑ ҫын кӗрхи пӗр кун йӗрке хуралҫисемпе чӗрре кӗнӗ. Вӗсене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗре ҫапа-ҫапа антарнӑ.
Йӗрке хуралҫипе мар, ахаль ҫынпа тытӑҫсан та пуҫран шӑлмаҫҫӗ те, кӗҫех хайхи этеме суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тӑвать тесе ҫав ҫын пирки Шупашкар районӗнчи шалти ӗҫсен пайне телефонпа пӗлтернӗ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫавсене курсан ӳсӗр арҫын лӑпланма мар, хирӗҫме пуҫланӑ. Малтан вӑл арҫын-йӗрке хуралҫине питӗнчен чышкӑпа ҫапса панӑ, кайран ӑна урайне персе антарнӑ та хӑлхинчен ҫыртнӑ. Кайран хӗрарӑм-полицейские урайне персе антарнӑ. Ӑна вӑл хулпуҫҫинчен тата хӑлхаран туртма тытӑннӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ саккунлӑ вӑя кӗни пирки республика прокуратури пӗлтерет.
Паян Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче икӗ ҫулхи ачана вӗлернӗ ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухассипе лару иртнӗ.
38 ҫулти арҫын икӗ ҫулти ывӑлне кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӗлернӗ. Хыҫҫӑнах вӑл хӑй ҫине алӑ хунӑ.
Чылай преступление ҫын ӳсӗр пуҫпа тӑвать теҫҫӗ те йӗрке хуралҫисем, тӑван тӗпренчӗкне вӗлерекен ҫын ӳсӗр пулни пирки асӑнман прокуратура ҫак факт пикри хыпарланинче. Арҫын тӗнче курӑмӗ ыттисенчен расна пулнӑ-мӗн. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пурнӑҫ — чӑн-чӑн пулӑм, ӑна урӑхларах ирттермелле. Ҫапла шухӑшласа арҫын ывӑлне вӗлернӗ. Унтан вӑл хӑй ҫине алӑ хунӑ.
Вилнӗ ачан тӑванӗсем усал ӗҫе тӑвакан ҫук пулин те пуҫиле ӗҫе чарса лартма килӗшменнине кура паян ҫак ӗҫпе республикӑн Аслӑ судӗнче суд пуҫланнӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗнче ӗнертенпе улшӑну пулса иртнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ» ушкӑн.
Асӑннӑ партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи пулса унччен тӑрӑшнӑ Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова обществӑлла ҫав яваплӑхран хӑтарнӑ-мӗн.
Хыпарта ҫакӑ авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти муниципалитет шайӗнче хӑйне начар енчен кӑтартнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Георгий Иванович кандидатуринчен парти тепӗр сӑлтава пула хӑтӑлас темен-ши тесе пуҫ ватакансем те пур-мӗн. Ку версие ӗненсен, Георгий Иванович Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчине тунӑ чух тӗрӗс мартарах йышӑнусем тума пултарнӑ. Асӑннӑ ача пахчине хӑпартассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслет имӗш.
Халӗ, саккунпа килӗшӳллӗн, урапасен хӗлле ҫуллахи шинӑпа ҫӳреме юратмасть. Ҫавӑнпа, ахӑртнех, кашни водителех хӑйӗн «урхамахне» хӗллехи тум «тӑхӑнтартнӑ». Анчах урапа шипли пулсан та чутах инкекпе вӗҫленмен пӗр пулӑм.
Ку Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулса иртнӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ май ҫулсем пӑрлакланнӑ. Тӑвалла хӑпармалли ҫул ҫинче Фольксваген урапа каялла чакнӑ. Ҫавӑнпа салонра ларакан упӑшкипе арӑмӗн кайнӑ ҫӗртех сиксе тухма тивнӗ.
Мӑшӑр сиксе тухнӑ чухне аманнӑ. Кун хыҫҫӑн урапа каялла чакса-чакса пынӑ та пӗвене чӑмнӑ. Видеорегистратор салона шыв мӗнле тулнине ҫеҫ ӳкерсе юлнӑ.
ҪҪХПИрен пӗлтенӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тӑварлӑ-хӑйӑрла хутӑш сапман. Урапа вара шыва чӑмса самаях сиенленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |