Йӗпреҫ районӗнчи культура учрежденийӗсенчен пӗрне ертсе пыракан ҫынна нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине лартнӑ.
2013 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче вӑл хӑй ӗҫлекен учреждение район администрацийӗнче самай пысӑк пукан йышӑнакан тӳре-шаран иккӗмӗш сыпӑкри тӑванне илнӗ. «Хӗрарӑм культура учрежденийӗнче тӑрӑшмассине пӗлсе тӑрсах», — уҫӑмлатрӗҫ Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче. Тӳре-шара тӑванне муниципалитет предприятийӗн пуҫлӑхӗ хӑйне тӗкӗ паракан пултӑр тесе ӗҫе илнӗҫи тунӑ-мӗн. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗчченех тӳре-шара тӑванӗ хыснаран укҫа илсе пурӑннӑ. Ҫулталӑк ҫурӑра унӑн кӗсйине 83 пин тенкӗ ытларах кӗнӗ.
Ӗҫлемен ҫыннах укҫа тӳлесе пурӑннӑшӑн пуҫлӑха 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Икӗ кун каялла Улатӑр хулинче 22 ҫулти Николай Карташова хупах умӗнче вӗлернӗ. Ҫамрӑкскер ҫӗҫӗпе чикнине пула куҫне хупнӑ.
Ӑна вӗлерме пултарнӑ 19-ти каччӑна арестленӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫамрӑк ҫапӑҫса кайнӑ. Кӗҫӗнреххи аслине ҫӗҫӗпе 10 хут чикнӗ.
Паян, нарӑсан 27-мӗшӗнче, Николая юлашки ҫула ӑсатнӑ. Унпа сывпуллашма ҫын нумай килнӗ. Уйрӑмах ҫамрӑксем чылаййӑн пулнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Патӑрьелти темиҫе хваттерте электроэнергие пула йӑла техники ҫунса кайнӑ. Ку Туслӑх урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ.
Светлана Павлова каланӑ тӑрӑх, яваплӑха никам та хӑйӗн ҫине илесшӗн мар. Вӗсем амӑшӗн хваттерӗнче нумаях пулмасть юсав ирттернӗ, йӑла техникине ҫӗнетнӗ. Электроэнерги япӑх ӗҫленине пула вӗсен кӗпе-йӗм ҫумалли машина, шыв ӑшӑтмалли хатӗр, компьютер ҫунса кайнӑ. Юрать, газ котелне сӳнтерме ӗлкӗрнӗ. Кӳршисен электропралук та ав ирӗлме тытӑннӑ.
Ҫынсем управляющи компанирен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах никам та яваплӑха хӑйӗн ҫине илмен. Светлана парӑнасшӑн мар, ӗҫе вӗҫнех ҫитересшӗн.
Куславкка районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын налук тӳлессинчен пӑрӑнма хӑтланнӑ. Укҫана вӑл Шупашкар районӗнче ҫӗрсем сутса тунӑ. 2012–2014 ҫулсенче хастар ҫав этем пурӗ 22 лаптӑк 31 миллион ытла тенкӗлӗх сутса янӑ. Анчах деклараци тӑратнӑ чух ҫӗр лаптӑкӗ сутнине усламҫӑ-арҫын кӑтартмасӑр хӑварнӑ. Декларацие кирлӗ пек тӑратманнине кура вӑл 4 миллион тенкӗ ытла налук тӳлемесӗр юлнӑ.
Налука пытарма хӑтланнӑ ҫын тӗлӗшпе халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем ыйтнипе суд арҫыннӑн «Cadillac GMT 166 SRX» ятлӑ автомобильне арестлеме йышӑннӑ. 2012 ҫулта кӑларнӑ ҫав урапана 1,5 миллиона яхӑн тӑрать.
Сӑмах май каласан, налука тата пенине арҫын хӑй кӑмӑлӗпе йӑлтах тӳлесе татсан пуҫиле ӗҫе чарса лартма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен саккун ун пек тума ирӗк парать.
Чӑваш Енре 37 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларма хатӗрленет. Ӑна, Вӑрнар районӗнче пурӑнаканскере, пӗрле кун кунлакан хӗрарӑма тата икӗ ачана хӗненӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи нарӑсран пуҫласа утӑ уйӑхӗччен вӑл савнӑ хӗрарӑм патӗнче пурӑннӑ. Ӳсӗрскер тӑван мар ывӑлҫурине час-часах хӗненӗ. Ачана вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехетре тӑратса лартса урок тутарнӑ. Сӗтел хушшинче мар, урайӗнче сапаланӑ макарон ҫине чӗркуҫҫипе тӑратса. Итлемесен арҫын ачана пуҫхӗрлӗ тытса силленнӗ.
Хӑйӗн 7 ҫулти хӗрӗнчен те мӑшкӑлланӑ вӑл. Хӗрарама вара пуканпа ҫурӑмӗнчен ҫапнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.
Арҫын следстви вӑхӑтӗнче хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт савучӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Федор Волков тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле черетлӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх пуканӗнче ларнӑ чух хайхи йӑрӑ чӑваш хушма хакран илекен налукпа 2012 ҫулшӑн деклараци тӑратнӑ чух налук вычечӗ шутне суя сведени кӗртнӗ. Унта вӑл туянман япалана туяннӑҫи кӑтартнӑ, ҫавна май ытлашши тӳленӗ налука тавӑрса пама ыйтса тепӗр ҫулхи нарӑсра заявлени ҫырса панӑ та 2,8 миллион тенкӗ каялла илнӗ.
Маларах Федор Волков тӗлӗшпе пуҫиле тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Ун чухне йӗрке хуралҫисем савут пуҫлӑхӗ 18,6 миллион ытла тенкӗлӗх налук тӳлемен тесе шухӑшланӑ. Халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле икӗ ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Инкек иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Куславкка районӗнче пулса иртнӗ. Унти Куснар ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере 44 ҫулти арҫын аптӑраса ӳкнӗ хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем патне шӑнкӑравланӑ. Анчах Куславкка район пульницин васкавлӑ пулӑшу паракан уйрӑмӗ ҫула тухма килӗшмен. Вӑхӑт ун чух кӑнтӑрла иртни 12 сехет те 30 минут пулнӑ. Арҫыннӑн сывлӑхӗ хавшасах пынине кура хӗрарӑм каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче шурӑ халатлисем патне тепӗр хутчен шӑнкӑравланӑ. Ку хутӗнче тухтӑрсем вырӑна ҫитнӗ, арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах унта вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра вилсе кайнӑ.
Ҫын пульницӑра вилни пирки тӗпчевҫӗсем професси тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫламаннине пула ҫын вилнӗ тесе шухӑшланипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев малалла пырать. Вилнӗ арҫыннӑн арӑмӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, мӑшӑрӗ кантӑк тасатмалли хатӗр ӗҫнипе вилме пултарнӑ.
Шупашкарта йӗрке хуралҫинче ӗҫленӗ арҫын федераци шыравӗнчи урапапа ярӑнса ҫӳренӗ.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш уйрӑмӗнче оперуполномоченнӑйра ӗҫленӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе ют урапапа хуҫаланнӑ. Ятарлӑ стоянкӑран Honda Accord урапана вӑл тӗпчев умӗнхи ӗҫсем ирттерме кирлӗ тесе илсе тухнӑ. Урапана Мускав облаҫӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти оперуполномоченнӑй урапан номерне хӑйӗннине вырнаҫтарнӑ та унпа ҫил вӗҫтерсе ҫӳренӗ. Ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса раштавӑн 4-мӗшӗчченех ҫапла хӑтланнӑ вӑл. Анчах пӗррехинче урапана ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Ҫавӑн чухне автомобиль шыраври урапа пулни ҫиеле тухнӑ. Оперуполномоченнӑя кӗҫех ШӖМ тытӑмӗнчен кӑларса янӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче сауна тума пуҫланӑ фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шара валли мунча тӑвассине «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ пуҫарнӑ тесе тӗпчевҫӗсем шухӑшлани пирки те каланӑччӗ.
Сауна тума пуҫланӑ фактпа пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчевҫӗсем малтанласа тӗпчесе пӗтернӗ. Асӑннӑ предприятин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Борис Портнов «Алза» обществӑна мунча тума хушнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Проектпа смета хучӗсене сауна тума пӑхса хӑварман пулин те ӗҫ пуҫарса янӑ, ун валли хыснаран 7 миллион тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Маларах Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗн пуҫлӑхне Алексей Ильина ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Ку инкек Вӑрнар районӗнче пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫҫи вӑхӑтӗнче сиксе тухнӑ. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн сысна комплексӗнче тырӑ типӗтекен аппарата ҫын кӗрсе ӳкнӗ. Унта ӗҫлекен ӳсӗр рабочи тырӑ типсе ҫитнипе ҫитменнине аллине чиксе тӗрӗслес тенӗ. Ҫав вӑхӑтра унӑн малти кӗсйинчен карас телефонӗ тырӑ йышӑнакан бункера кӗрсе ӳкнӗ. Арҫын нумай шухӑшласа тӑман — бункера чӑмнӑ. Унта вӑл чыхӑнса кайса вилнӗ.
Хӗрӗнкӗ ҫынна ӗҫлеттернӗ, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман факт пирки тӗпчевҫӗсем айӑплине шырама пуҫласа кайнӑ. Уншӑн аш-какай комбиначӗн агрономӗ айӑплӑ тесе суд та йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 44 ҫулти агронома суд 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ, тӗрӗслев вӑхӑтне ҫулталӑк ҫурӑлӑха палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |