Чулхула ҫывӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ҫын вилнӗ. Вӗсем ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Кун пирки Чулхула МЧСӗ пӗлтерет.
Ку ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Бор хула округӗнче хута каякан ҫӗнӗ ҫуртра взрыв пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, компрессор сирпӗннӗ.
Иван Серов, ҫакна курнӑскер, Чулхулари «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, взрыв вӑйлӑ пулнӑ. 12-мӗш хут сирпӗннӗ. 4 ҫын вилнӗ, вӗсен кӗлетки таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнӑ. Тепӗр ултӑ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.
Вилнӗ ҫынсем – Чӑваш Енрен. Вӗсем 12-мӗш хутра ӗҫленӗ. Пӑтӑрмах пулнӑ ҫӗрте ятарлӑ спецслужбӑн 55 ӗҫченӗ тата 19 техника ӗҫленӗ.
Чӑваш Енре пӗр тухтӑра пациент вилӗмӗшӗн айӑпласшӑн. Патӑрьел район пульницин хирургӗ, 50 ҫулти арҫын, пациента тивӗҫлипе пӑхман.
Тухтӑр нимӗн туманнипе пульницӑна пулӑшу ыйтма килнӗ ҫын ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Ку 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Пульницӑна 48 ҫулти хӗрарӑма илсе пынӑ. «Пневмони» диагноз лартнӑскере раштавӑн 22-мӗшӗнче хирург ӗҫлекен уйрӑма куҫарнӑ. 10 сехет иртнӗ — тухтӑр нимӗн те туман, сывлӑхне тӗрӗслемен те.
Ҫакна кура хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Йывӑрланнипе вӑл сывлама чарӑннӑ. Хирург ӑна тӗрӗсленӗ, сипленӗ пулсан вилмӗччӗ вӑл. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗпчев ирттерсе пӗтернӗ, ӑна суда ярса панӑ.
Шупашкарта йӗрке хуралҫинче ӗҫленӗ арҫын федераци шыравӗнчи урапапа ярӑнса ҫӳренине эпир пӗлтернӗччӗ.
Халӗ ҫав этем тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ.
Аса илтеретпӗр, РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш уйрӑмӗнче оперуполномоченнӑйра ӗҫленӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе ют урапапа хуҫаланнӑ. Ятарлӑ стоянкӑран Honda Accord урапана вӑл тӗпчев умӗнхи ӗҫсем ирттерме кирлӗ тесе илсе тухнӑ. Урапана Мускав облаҫӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти оперуполномоченнӑй урапан номерне хӑйӗннине вырнаҫтарнӑ та унпа ҫил вӗҫтерсе ҫӳренӗ. Ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса раштавӑн 4-мӗшӗчченех ҫапла хӑтланнӑ вӑл. Анчах пӗррехинче урапана ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Ҫавӑн чухне автомобиль шыраври урапа пулни ҫиеле тухнӑ.
Саккуна пӑснӑ полицейскине йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ, ӳсӗрле руль умне ларнишӗн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енре ачасене пула пушар тухнӑ. Ҫавна май утӑ хунӑ сарай ҫунса кӗлленнӗ.
Ку Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун 15 сехет тӗлне 12 тата 13 ҫулсенчи ачасем утӑ хунӑ сарайра, кӳршисем патӗнче, вылянӑ. Хайхискерсем петарда сирпӗтме шухӑшланӑ.
Вӑйӑран вӑкӑр тухать. Ку тӗслӗхре те ырӑпа вӗҫленмен. Петарда ҫурӑлсан ҫулӑм утта тӳрех ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫурта тата мунчана сыхласа хӑварма пултарнӑ. Юрать, ачасем шар курман. Пушара 10 минут сӳнтернӗ. Кил хуҫисем 6 тонна утӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын 6-мӗш хутран простынь тӑрӑх анма хӑтланнӑ. Анчах тӑваттӑмӗшне ҫитсен вӑл ҫӗре персе аннӑ.
Ку Пирогов урамӗнче пулнӑ. Ирхи тӑхӑр сехетре иртен-ҫӳрен арҫын простынь тӑрӑх аннине асӑрханӑ. Кӑштахран аялалла ӳкнӗ вал. Телее, асфальт ҫине мар.
Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, арҫын ури ҫине ӳкнӗ. Кайран вӑл сак ҫине выртнӑ, унтан сиксе тӑнӑ. Кайран каллех выртнӑ. Ыратнипе авкаланнӑ ҫеҫ. Васкавлӑ медпулӑшу 5 минутран ҫитнӗ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.
Арҫын каланӑ тӑрӑх, ӑна килте хупса хӑварнӑ. Халӗ вӑл хӑйне мӗнле туйни паллӑ мар.
АКА | 28 |
Ӗҫ укҫине официаллӑ майпа тӳлеменни начаррине пӗлтернине юлашки вӑхӑтра Шупашкарти троллейбуссенче те илтме тивет. Социаллӑ ҫав рекламӑра пенсисӗр юлассипе хӑратаҫҫӗ-ха. Тепӗр тесен, пенсисӗр пачах пӗрех тӑратса хӑвармаҫҫӗ-ха. Анчах вӑл пӗчӗк пулассине тӗшмӗртме йывӑр мар ӗнтӗ.
Ӗҫ укҫине «конвертра» тӳлекенсене прокуратура та тӗрӗслесе тӑрать тесе пӗлтерет Зелфинас Карама прокурор. Шупашкар районӗнчи ҫак надзор органӗ, акӑ, «ТрубопроводГазСтрой» обществӑра ӗҫ саккунне пӑснине палӑртнӑ. Унта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑрӑшнӑ виҫӗ ҫынпа хут ҫырса аппаланман: илни пирки приказ та кӑларман, ӗҫ килӗшӗвӗ те туман.
Ӗҫ саккунне пӑснӑ предприяти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарти кафесенчен пӗринче ӗҫлекен хӗрарӑма ҫаратакана тытса чарма пулӑшнӑшӑн наградӑланӑ. Анастасия Газановӑна ШӖМӗн Шупашкарти Управленийӗнче тӑрӑшакан полици полковникӗ Сергей Павлов хаклӑ парнепе чысланӑ.
Пӑтӑрмахӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Кафесенчен пӗринче ӳсӗр ҫамрӑксем хӑйсене тӳрккес тытнине кура вӗсене унта ӗҫлекен хӗрарӑм асӑрхаттарнӑ. Лешсем лӑпланас вырӑнне сӗтел ҫинчен ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа сулкалашса витрина ҫинчи эрех кӗленчине ҫаклатса тухса кайнӑ. Кафере тӑрӑшакан хӗрарӑм ҫамрӑксен ҫулне пӳлме пӑхни кӑлӑхах пулнӑ. Вара вӑл полицие васкавлӑ чӗнмелли кнопкӑна пуснӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл хурах еплерех пулнине тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Ҫавна май каччӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ.
Сӑмах май каласан, йӗрке хуралҫисем вӑрӑ-хурахсене тытса чарма пулӑшакансен шучӗ юлашки вӑхӑтра ӳссе пынине палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ астармӑш вӑйӑсен хуҫисен тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Суд сакки ҫине ултӑ ҫын ларнӑ.
Айӑпланнисенчен пӗри — Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ. Суд сакки ҫине лекнӗ ултӑ ҫынна «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе килӗшӳллӗн айӑпланӑ.
Ку ӗҫре Шупашкарти 4-мӗш полици уйрӑмӗн экс-пуҫлӑхӗ Игорь Иванов «палӑрнӑ». Ӑна сӗтев панӑшӑн айӑпланӑ.
Айӑпланнисенчен теприне, Евгений Борисова, 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 10 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле. Ку кӑна мар. Вӑл Раҫҫей Геройӗ пулнӑ. Халӗ вӑл ку ятпа сывпулашнӑ ӗнтӗ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха.
Евгений Борисов Раҫҫей Геройӗн ятне 2000 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн панӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр арҫын шашлӑк ҫисе вилнӗ. Какая пӗҫермесӗрех ҫӑвара хыпнӑ вӑл.
36-ри арҫын мӗнле вилнине халӗ следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Ку Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи вӑрманта пулнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫав кун кӑнтӑрла компани шашлӑк пӗҫерме кайнӑ. Унта ҫак арҫын та пулнӑ. Хайхискер шашлӑк пиҫессе кӗтсе илмесӗрех чӗрӗ какая ҫӑвара чикнӗ те сывлӑшӗ пӳлӗнме тытӑннӑ. Ӳсӗр пулнӑ вӑл. Юлташӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, анчах лешӗ тухтӑрсем киличчен вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын какай сывлӑш ҫулне пӳлнипе вилнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта туалета ашшӗ-амӑш укҫипе юсанӑ. Материалне туянма та, ӗҫне пурнӑҫлама та вӗренӳ учрежденийӗ 1-мӗш «м», 2-мӗш «а», 3-мӗш «п» классенче вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗн куҫӗнчен пӑхнӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫнӑ, анчах вӗсем укҫана хӑйсенчен ирӗксӗртен пухнине йышӑнман.
Апла-и, капла-и, саккунпа килӗшӳллӗн вара шкула муниципалитетӑн тытса тӑмалла. Енчен те ыркӑмӑллӑх укҫи тесе кӗмӗл пухас-тӑвас пулсан ӑна вӗренӳ учрежденийӗн счечӗ ҫине куҫармалла, ашшӗ-амӑшӗпе ыркӑмӑллӑх укҫи пухни пирки килӗшӳ ҫырмалла.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче прокуратура ачасене шкула йышӑннӑ чух документсене ашшӗ-амӑшӗнчен кӑна мар, асламӑшӗ-кукамӑшӗнчен йышӑннине те тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑксем пирки шкул директорне представлени ҫырса панӑ. Унта ҫитменлӗхе пӗтерме, айӑплине явап тыттарма хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |