Шупашкарта троллейбусра 12 ҫулти арҫын ачана ток ҫапнӑ текен сас-хура массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хӑвӑрт сарӑлчӗ. Пӑтӑрмахӗ эрнекун, раштавӑн 23-мӗшӗнче, хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи «Йышлӑх урамӗ» чарӑнура пулса иртнӗ. 11-мӗш маршрутри троллейбуса ларнӑ чухне ури хытӑ ыратса кайнӑ яш тренировкӑран таврӑнать пулнӑ. Ӑна япӑххине кура васкавлӑ пулӑшу ҫийӗнчех чӗннӗ. Троллейбуса маршрутран кӑларнӑ.
Пӑтӑрмах пирки тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем арҫын ачана ток ҫапнине хальлӗхе палӑртман. Пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртас тесе судпа медицина экспертизи тума йышӑннӑ. Инкек пирки тӗпчевҫӗсем арҫын ачаран, кондуктортан, троллейбус водителӗнчен, пӑтӑрмаха курнисенчен, вунна яхӑн ҫынтан, ыйтса пӗлнӗ.
Хура тинӗсре ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин Ту-154 самолетӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтӗр лартнӑ «Дитя и волшебство» ӗҫӗн режиссерӗ Максим Иванов кӑна мар, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӳнер факультетӗнче вӗренекен Андрей Кочемасов та пулнӑ. Мускав каччи кунта куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ туптанӑ.
Аса илтеретпӗр, самолет Сирине кайма тухнӑ, ҫул ҫинче вӑл катастрофӑна лекнӗ. Бортра журналистсем, РФ Ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем пулнӑ. Маларах каланӑ Максим Иванов тата Максим Кочемасов та ушкӑнпа Сирие концертпа пуҫтарӑннӑ, ансамбльте юрланӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫухатушӑн куляннине пӗлтернӗ. 12 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче Хурлану кунне халалланӑ митинг иртнӗ.
Хура тинӗсе ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолетӗнче Шупашкарта спектакль лартнӑ режиссер та пулнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫав инкекре журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем вилнӗ. Пысӑк хуйхӑ пирки ҫӗршыв Президенчӗ паян Хурлану кунӗ тесе йышӑннӑ.
Инкеке лекнӗ самолетра хрантсус композиторӗ Морис Равель кӗвӗленӗ «Дитя и волшебство» лирикӑлла фантазие Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ Максим Иванов режиссер пулнӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» ҫулталӑк каялла ун пирки Дмитрий Моисеев ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл — чӑваш каччи. Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче ҫуралса ӳснӗскер Мускаври ГИТИСран пӗлтӗр вӗренсе тухнӑ.
Максим Иванов ӗҫне куракан патне ҫулталӑк каялла Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫитернӗччӗ. «Дитя и волшебство» проект — Раҫҫейӗн Культура министерстви ҫамрӑк режиссерсене пулӑшассишӗн ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗскерччӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейре хурлану кунӗ пулӗ. Ку Хура тинӗсре РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолечӗ ӳкнипе ҫыхӑннӑ.
Самолетра 92 ҫын пулнӑ. Ҫав йышра — журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем пулнӑ. Халӑхра Лиза тухтӑр ятпа палӑрнӑ Елизавета Глинка та «Тӗрӗслӗхшӗн пулӑшу» фонд пуҫлӑхӗ) унтах пулнӑ.
Ыран Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӗсем пулӗҫ-и? Хальлӗхе паллӑ мар.
Кӑҫал шартлама сивӗ пуҫланнӑранпа урамра ултӑ ҫын шӑнса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче икӗ ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пишенкассинче 68 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Пӑрачкав районӗнчи Долгая Поляна поселокра вара 40 ҫулти арҫын юханшыв пӑрӗ ҫинче шӑнса вилнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: икӗ арҫын та пӗччен пурӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шӑнса вилнӗ. Вӗсем, ахӑртнех, ӳсӗр пулнӑ.
Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май республикӑра ҫынсем шӑнса вилнӗ. Паян Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче арҫын тата хӗрарӑм виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шӑнса вилнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ирхине ентешӗсем 58 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл пӗр кун маларах ҫынна асаннӑ ҫӗрте пулнӑ, килте ҫывӑрман. Халӗ следовательсем вӑл шанса вилнӗ вырӑна мӗнле лекнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑт тӗлнеллех Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинче килӗнчен 200 метр аяккарах 65-ри арҫын виллине тупнӑ. Вӑл шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл ӳсер пулнӑ-и? Следоватльсем ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ.
Сӑмах май, иртнӗ вырсарникун Шупашкарта тата Вӑрнар районӗнче – пӗтӗмпе 3 ҫын – шӑнса вилнӗ.
Паян, ирхи 10 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнче маршрутка аварие лекнӗ. Ун чухне салонра 6 ҫын пулнӑ. Маршрутка Патӑрьелтен килнӗ. Вӑл кювета ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Маршрутка ҫаврӑнса ӳкнӗ. Телее, вилекенсем пулман. Чылайӑшӗ йывӑр аманман. Авари вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу хӑвӑрт ҫитнӗ, йывӑр суранланнӑ пӗр пассажира пульницӑна илсе кайнӑ.
Кӑштахаран, тепӗр темиҫе сехетрен, тепӗр пассажир хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ. Вӑл та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ыттисем хӑйсене чиперех туяҫҫӗ.
Мускаври Мещен район сучӗ Аброр Хайдарова арестленӗ. Маларах капла шӑпа Тамерлан Сычоева тата Хисматулл Наимова кӗтсе илнӗ. Аброр Хайдарова тӳресем Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх регистрацире тӑнине палӑртнӑ. Мускавра Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче террор ирттерме хатӗрленекенскер Таджикистан ҫынни пулнӑ.
Виҫӗ ҫынтан тӑракан, терроризма хатӗрленекен ушкӑна Мускаври Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӗсен сирпӗтмелли хатӗрсем, бомба хатӗрлемелли япаласем, автоматсемпе гранатсем пулнӑ.
Аброр Хайдаров хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Вӑл Мускавра такcистра вӑхӑтлӑх ӗҫленине, Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх пропискӑра тӑнине пӗлтернӗ, Раҫҫейре чарнӑ Ислам патшалӑхӗпе ҫыхӑну ҫуккине ӗнентерме пӑхнӑ. Ушкӑн Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Мускавра террор ирттерме ӗмӗтленнӗ.
Тӑвай районӗнчи пульницӑра саккуна пӑсаҫҫӗ. Епле сипленине калаймӑпӑр та, анчах ӗҫ сыхлавӗн саккунне унта кирлӗ пекех пӑхӑнса ҫитереймеҫҫӗ. Асӑннӑ район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ муниципалитетри тӗп пульницӑна иртнӗ уйӑхра тӗрӗсленӗ.
Шурӑ халатлисенчен сакӑр ҫынна отпуск укҫине РФ Ӗҫ кодексне пӑсса тӳленӗ. Асӑннӑ саккунӑн 136-мӗш статйин 9-мӗш пайӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, каннишӗн укҫана отпуска кайиччен виҫӗ кун маларах куҫармалла. Пульницӑра вара канма пуҫланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тӳленӗ. Пӗри тата ӗҫрен кайнӑ, анчах ӑна ӗҫ килӗшӗвне татни ҫинчен калакан приказпа та паллаштарман.
Кӑлтӑк пирки ЧР Ӗҫ инспекцине хыпарланӑ, унтисем пульница ертӳҫине административлӑ майпа айӑпласа 4,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Паян ирхи 5 сехет те 36 минутра Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче кивӗ клуб ҫунса кайнӑ.
Пушара тепӗр сехетрен, 6 сехет те 20 минутра, сӳнтернӗ. Клуб питӗ кивӗ пулнӑ. Ӑна 1927 ҫулта хӑпартнӑ. Ку таранчченех кӑмака хутса ӑшӑтнӑ.
РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм иртнӗ ӗмӗрте йывӑҫран тунӑ клуба кӗле ҫавӑрнӑ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |