Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкул тӑвакан генподрядчика палӑртмалли конкурс документацине вырӑнти тӳре-шара саккуна пӑсса йӗркеленӗ. Хутсем йӗркеллех маррине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине тулли мар яваплӑ икӗ общество: «Перспектива» тата «СтройКонсалтинг» — ҫӑхав шӑрҫаланӑ.
Хулара 1000 ача вӗренмелӗх шкул хӑпартма аукцион ирттермелле пулнӑ. Электронлӑ аукционта хатӗрленӗ чух РФ Контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунӑн 30-мӗш статйин 5-мӗш тата 6-мӗш пайӗсене пӑснӑ. Подрядчик хӑй те пӗчӗк усламҫӑ пулсан саккун тӑрӑх унӑн пӗчӗк усламҫӑсене е социаллӑ пӗлтерӗшлӗ коммерцилле мар организацисене субподрядчик евӗр явӑҫтармалла мар. Хутра ҫавна кӑтартман пулнӑ.
Пуҫламӑш хакпа килӗшмесӗр ҫырнине казначейсем тӗрӗслӗҫ — монополипе кӗрешекенсем ҫӑхава вӗсене ярса панӑ.
Тунтикун Шупашкарти хӑш-пӗр районӗсенче ҫутӑ пӗтнӗччӗ. Теприсене ҫакӑ шырлӑх та кӳнӗ — техника ҫунса кайнӑ тӗслӗхсем паллӑ пулнӑ. 18 пин ҫын вӑхӑтлӑх ҫутӑсӑр юлнӑччӗ.
Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Южная-2» (чӑв. 2-мӗш кӑнтӑрти) сывлӑшри линин 34-мӗш юпи ҫывӑхӗнче пралуксем перӗннипе (кӗске замыкани пулса иртнӗ) ҫыхӑннӑ. Халь ку тӗлӗшпе тӗрлӗ ведомство ҫыннисенчен йӗркеленӗ ушкӑн тӗпчев ирттерет, унӑн пӗтӗмлетӗвне 20 кун хушшинче пӗлтерме шантараҫҫӗ.
Техника ҫунса кайнипе шар курнӑ ҫынсен ертӳлӗх компанисене е «Чувашская энергосбытовая компанине» (чӑв. Энергипе тивӗҫтерекен чӑваш компанийӗ) ҫитмелле. Енчен те шырлӑх кӳнине саплаштарма килӗшмеҫҫӗ пулсан — суда ҫитме тивӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн пайне ертсе пынӑ Вячеслав Комарова информаци центрӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартнӑ. Информаци центрӗ те пӗчӗк паях мар: вӑл ҫынсем пирки тӗрлӗ хыпар пухать, ал йӗрне, судпа айӑпланни ҫинчен тата ҫавӑн йышшине пуҫтарса пырать.
Вячеслав Комарова ҫынсем 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта сиксе тухнӑ пӑтӑрмахлӑ пулӑм хыҫҫӑн пӗлме пуҫланӑ тесе ҫырать «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал. Ҫавӑн чухне Т999ТТ номерлӗ «Мерседеса» ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Кантӑкне хытах тӗксӗмлетнӗ машина водителӗн докуменчӗсем те йӗркеллех пулман-мӗн. Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑруллӑ вырӑна руль умӗнчи 22 ҫулхи каччӑн ашшӗ, хайхи Комаров, хӑй пырса ҫитнӗ иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн ку истори федерацин телеканалӗпе те янӑранӑ.
Сӑмах май, кӑҫалхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче те Т999ТТ номерлӗ «Мерседес» ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутайӗнчи район пульницинче ача вилнӗ. Ҫулталӑк та виҫӗ уйӑхрискер инфекци чирне пула куҫне хупнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Ку вӑл — малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх. Ун пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ.
Пульницӑри инкек сӑлтавне тӗрӗслеме республикӑра ӗҫ комиссийӗ йӗркеленӗ. Планпа пӑхман тӗрӗслев вӑхӑтӗнче медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне хаклӗҫ.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен хӳтӗлевҫи Елена Сапаркина тата специалистсем вырӑна ҫитсех тӗрӗслев ирттерӗҫ. Лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй сӑнаса тӑмалла.
Владимир Викторов министр вилӗм сӑлтавӗ пирки татса калама тӑхтанӑ, тӗрӗслев вӗҫленнӗ хыҫҫӑн татӑклӑн комментарилеме пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енре фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унта мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ҪҪХПИн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнче, М-7 федераци ҫулӗ ҫинче, пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен. «Тимӗр урхамах» ҫул хӗррине тухса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Фурӑра 26 ӗне пулнӑ. Шел те, пурте чӗрӗ юлайман. Темиҫе ӗне ҫавӑнтах вилнӗ. Телее, водителе нимӗн те пулман. Халӗ ҫул ҫинчи пӑтӑрмах мӗншӗн сиксе тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Улатӑрта ӗнер васкавлӑ пулӑшу машинипе пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Чипер пыраканскер ҫине «Лада-Прирӑпа» пыракан ҫамрӑк ҫапӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх васкавлӑ пулӑшун Газелӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннинче ҫамрӑк водитель айӑплӑ — ытла хӑвӑрт пынине пула вӑл ҫӑмӑл машинӑна парӑнтарайман, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине тухса кайнӑ.
Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче икӗ водитель тата фельдшер аманнӑ. Телее васкавлӑ пулӑшу машининче пациент пулман.
Чӑваш Республикин прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть Шупашкар районӗн сучӗ Хусан ҫыннин тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пӑхса тухнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вӑл Кӳкеҫре пӑтӑрмаха лекнӗ, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине кӗрсе кайса тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Ҫул-йӗр инкекӗнче ҫумра ларса пыракан хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӑтӑрмах раштавӑн 17-мӗшӗнче 7 сехет ирхине М7 ҫул ҫинчи 657-мӗш ҫухрӑмӗн +359м вырӑнӗнче пулса иртнӗ. «Lada 219170» маркӑллӑ машинпа пынӑ Александр Романов хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса хӑй енӗпе пыракан «ГАЗ 330252» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Прокуратура сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Романов хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 2 ҫуллӑха колони-поселенинче пурӑнмалла йышӑну тунӑ. Ҫавӑн пекех айӑплӑ ҫынна икӗ ҫуллӑха машин правинчен хӑтарнӑ.
Чӑваш Енри следстви управленийӗ Шупашкар хулин транспортпа ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе Денис Савельев сӗтев илме пултарнӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Салминпа Шарафутдинов (52,63,65 маршрутсене йӗркелеҫҫӗ) усламҫӑсенчен 40 пин илме пултарнӑ. Сӗтеве вӑл тепӗр усламҫӑ урлӑ — Дубиков хушаматлӑскертен — илнӗ. Усламҫӑсем тӳре-шарана хӑйсен тӗрӗслевӗсене сахалтарах ирттермешкӗн тата маршрутсене ан хупчӑр тесе панӑ пулать.
«Правда ПФО» хыпарланӑ тӑрӑх Савельева тытса чарнӑ, Шупашкар хулин администрацийӗнче хутсем шыраҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче темиҫешер миллион тенкӗ выляса илнӗ Шупашкар арҫыннине налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Ҫав этеме тӗрлӗ ҫӗрти ҫавӑн пек вӑйӑсенче ӑннӑ: АПШри Лас-Вегасра, Германири Берлинта, Данири Копенгагента тата Франции Довиль хулинче.
Ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен арҫын уйрӑм ҫынсем тӳлемелли налукран пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 36-ри Шупашкар арҫынни 2011–2013 ҫулсенче 4 миллиона яхӑн налук тӳлемен-мӗн. Ҫав ҫулсенче вӑл 30 миллион тенкӗ ытла тупӑш илнӗ.
Вӑл уйрӑмах пысӑк виҫепе парӑма кӗнине кура ӑна виҫӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Парӑма арҫын хӑй кӑмӑлӗпе татсан пуҫиле ӗҫе чарма пултараҫҫӗ.
Укҫа енчен телейлӗ 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следователӗсем пуҫарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче 4 ҫулти арҫын ача вилнӗ. Куншӑн халӗ унта ӗҫлекен икӗ тухтӑра суд умӗнче явап тыттарасшӑн.
Следстви шухӑшӗпе, ҫак икӗ тухтӑр дежурствӑра ачана тӗрӗс пӑхман. Шурӑ халатлисем ачан шалти органӗсене тӗплӗн тӗрӗслеме яман, рентген тата ультрасасӑ кӑтартӑвӗсене шута илмен. Пӗчӗкскерӗн вара перетонит аталаннӑ. Тухтӑрсем тӗрӗс диагноз лартса операци туман.
Тухтӑрсен тимсӗрлӗхне пула ача нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине пульницӑра вилнӗ. Следовательсем тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |