Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн, полицин генерал-майорӗн Сергей Неяскинӑн ячӗпе тав ҫырӑвӗ килнӗ. Шупашкарта пурӑнакан кӑҫал ҫулла полицине Гузовский урамӗнчи ача-пӑча лапамӗнче ҫамрӑк ҫынсен ушкӑнӗ спиртлӑ шӗвексем ӗҫнине икӗ хутчен полицие пӗлтернине каланӑ. Ӗҫекен хӗрсемпе каччӑсем усал сӑмахсемпе хытӑ калаҫнӑ.
«Ҫавӑншӑн эпӗ полицине пӗлтертӗм, 102 номерпе шӑнкравларӑм. Право енчен мера йышӑнма ыйтрӑм. Оперативлӑ дежурнӑй мана сӑпайлӑ итлерӗ, манӑн пӗлтерӗве йышӑнчӗ. Общество йӗркине пӑсакан вырӑна тепӗр 5-10 минутран полици экипажӗ килчӗ. Картишӗнче шӑплӑх пуҫланчӗ. Общество йӗрки йӗркеленчӗ», — тенӗ ҫырура.
Куншӑн ҫыру авторӗ васкавлӑ тата тухӑҫлӑ мера йышӑннӑ полици ӗҫченӗсене тав тунӑ. Хула ҫыннине унӑн телефон пӗлтерӗвне ӑнлантару хучӗсемсӗр йышӑнни савӑнтарнӑ.
«Фармаци» предприяти Улатӑрти 119-мӗш аптеки пуҫа минретекен шӗвек сутнӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗтӗмпе — 240 штук.
Габапентин япалаллӑ препарата эпилепсипе аптӑракансем валли туса кӑлараҫҫӗ. Ӑна тухтӑр рецепчӗпе ҫеҫ сутмалла. «Фармаци» предприятин республикӑри мӗнпур аптекине пурӗ те 11 штук кӑна илсе кайнӑ, вӗсенчен тӑваттӑшне ҫеҫ сутнӑ вӑхӑтрах Улатӑрта ӑна черет тӑрса пек туяннӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элетперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ Правительство канашлӑвӗнче препарата пули-пулми сутни пирки хытах калаҫу сиксе тухнӑ. Михаил Игнатьев республикӑн сывлӑх сыхлав министрне Владимир Викторова тӗплӗ тӗрӗслеме хытарсах каланине кура министр итлеме шантарнӑ, каланине пурнӑҫласа ку факта тӗрӗслеме пулнӑ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, нумайӑшӗ шывра чӑмпӑлтатать. Ҫак кунсенче республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын юлташӗсемпе пӗве хӗрринче каннӑ. Хайхискер шыва кӗнӗ те ишсе кайнӑ. Кӑштахран вӑл юлташӗсен куҫӗ умӗнчен ҫухалнӑ. Вӗсем ӑна шыранӑ, анчах усси пулман. Унӑн виллине водолазсем тепӗр кунхине кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр арҫын шывпа чыхӑнса вилнӗ.
Тепӗр инкек Вӑрнар районӗнче пулнӑ. 31 ҫулти арҫын та юлташӗсемпе каннӑ. Каҫхине ушкӑн киле кайма пуҫтарӑнсан тусӗ ҫуккине асӑрханӑ, япалисем ҫыран хӗрринче выртнӑ. Унӑн виллине шывран туртса кӑларнӑ. Вӑл та ӳсӗрле шыва кӗнӗ.
Шупашкарта 20 ҫулхи каччӑ усал шухӑшлӑ ҫынна тытса чарма пулӑшнине ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Пӗтӗмпех утӑ уйӑхӗн 30-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче палламан арҫын хаҫат киоскӗн чӳречине ватнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫын сахаллипе ҫырлахнӑ: пирус тата вак-тӗвек илнӗ. Ҫав вӑхӑтра 20 ҫулти Шупашкар каччи ҫывӑхра пулнӑ. Курнине вӑл карас телефонӗпе ӳкерме пуҫласан вӑрӑ-хурах ҫуртсен картишне кӗрсе тарнӑ, вӑрланӑ япалисене унта персе хӑварнӑ.
Курнине каччӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Часах вӑрӑна тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене персе хӑварнӑ ҫурт патне вӑл таврӑннӑ. Ӑна ШӖМӗн уйрӑмне илсе кайнӑ.
Каччӑна йӗрке хуралҫисем гражданла шухӑшне палӑртнӑшӑн чысласшӑн.
Нумаях пулмасть Шупашкарти пӗр пляжра 11 ҫул каялла ҫухалнӑ каччӑпа хӗр виллисене тупнӑ. Вӗсем Атӑлта путнӑ машинӑра пулнӑ.
Ҫамрӑксем 2006 ҫулта ҫухалнӑ. ВАЗ-21099 машинӑна ҫыран хӗррине кӑларсан каччӑпа хӗр виллисене тупнӑ. Салонра 25 ҫулти каччӑн паспортне, водитель удостоверенине, машинӑна регистрациленӗ патшалӑх свидетельствине тупнӑ.
Хальлӗхе машина мӗнле путни, каччӑпа хӗр мӗнле вилни паллӑ мар. Следовательсем ҫакна тӗпчеҫҫӗ.
Машинӑна шывран кӑларнӑ чухне каччӑн ашшӗ-амӑшӗ те пулнӑ. 11 ҫул вӗсем ӑна кӗтсе пурӑннӑ, экстрасенссем патне те кайнӑ. Вӗсенчен пӗри каччӑ хӑйӑрлӑ ҫӗрте шывра выртнине пӗлтернӗ.
Красноармейски районӗн прокурорӗ 42 ҫулти вырӑнти ҫын тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫе саккунлӑ тата ӑна тӗрӗсех пуҫарнине тӗрӗсленӗ. Следстви органӗсем арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн 282-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. вӑл статьяпа курайманлӑх тата хирӗҫ-тӑру ҫуратакансене айӑплаҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫ материалӗсенчен Красноармейски арҫынни 2016 ҫулта компьютерпа усӑ курса хӑйӗн интернет-страницинче тӗрлӗ аци ҫыннисене хирӗҫтерекен видеофайл лартни курӑнать.
Специалистсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫав видеофайл экстремистла материал шутланать, мӗншӗн тесен тепӗр наци тата урӑх тӗн ҫыннисене курайманлӑх ҫуратать. Уншӑн 300 пинтен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран, пӗр ҫултан пуҫласа 4 ҫул таран ирӗксӗр ӗҫлеттерме, икӗ ҫултан пуҫласа пилӗк ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗ патӗнчен иртекен федераци трасси ҫинче пысӑк инкек сиксе тухнӑ. Унта виҫӗ ҫын вилнӗ, ултӑ ҫынна пульницӑсене ӑсатнӑ. Сӑмах май, вӗсенчен пӗрин сывлӑхӗ уйрӑмах начар — вӑл реанимацире выртать.
Инкек кӑнтӑрла иртни пӗр сехет ҫурӑсенче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ йывӑр тиевлӗ «MAN» машинӑра. Унӑн урапи шӑтса кайма пултарнӑ, ҫавна май вӑл «Peugeot» пӗчӗк автобуспа ҫапӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи йывӑр инкеке лекнисене тухтӑрсем епле пулӑшнине Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов Михаил Игнатьев Элтепере каласа кӑтартнинчен вырӑна васкавлӑ пулӑшу машинисем тӑваттӑн тан пырса ҫитни паллӑ. Аманнисен пурнӑҫне ҫӑлассишӗн шурӑ халатлисем тӑрӑшаҫҫӗ.
Мускав облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем Чӑваш Енри хӗрарӑма пулӑшнӑ. Шупашкартан ют региона кайнӑскер маршрут автобусӗнче хӑйӗн сумккине манса хӑварнӑ. Унта ҫав мӗскӗнӗн укҫа тата ӗҫ хучӗсем, телефон, пуйӑспа кайма туяннӑ билет пулнӑ.
Маршруткӑран пушӑ алӑпа сиксе тухнине вӑл кайран ҫеҫ асӑрханӑ. Хуйха ӳкнӗскер ҫул хӗрринче пӑшӑрханса тӑнине ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Вӗсем чарӑнса хӗрарӑмпа сӑмахланнӑ. Кӑшт лӑпланса илнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм хӑй нуши ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Инкеке лекнӗ Шупашкар хӗрарӑмне пулӑшас тесе Мускав облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем оперативлӑ мерӑсем йышӑннӑ. Чӑн та, тӑрӑшни сая кайман: хӗрарӑмӑн сумкине тата унти мӗнпур япалана вӑраха ямасӑр тупса палӑртма, вӗсене хуҫине тавӑрса пама май килнӗ.
Каҫал тӑрӑхне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ертсе пынӑ Алексей Самаркин текех пуҫлӑх мар. Унӑн контракчӗ вӗҫленнӗрен ӑна малалла тӑсса паман. Ку ыйтӑва ӗнер вӑл тӑрӑхри Депутатсен районти пухӑвӗнче татса панӑ. Самаркин тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама райадминистраци пуҫлӑхӗн ҫумне — капиталлӑ строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне Александр Краснова шаннӑ. Ӗнерех депутатсем район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурсӑн комисси ыйшне ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер, Алексей Самаркин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ федераци харпӑрлӑхӗнчи 4 гектар ытла ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫӗрулми лартнӑ, ӑна сутса тупӑш тума ӗмӗтленнӗ пулать. Ҫӗрулми кӑларса пуҫтарнӑ ҫӗре вара администрацинче ӗҫлекенсене явӑҫтарнӑ теҫҫӗ. Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Самаркина килте арестлесе усрама йышӑннине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Ку хӑрушӑ ӗҫ утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пулнӑ. 20 ҫулти каччӑ ашшӗне тискерле вӗлернӗ, унтан амӑшне тапӑннӑ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 20-ри каччӑ ашшӗне вӗлернӗ те ӑна вакланӑ. Кӑштахран хваттере амӑшӗ таврӑннӑ. Хваттерте юн пулнине курсан ывӑлӗнчен мӗн пулни пирки ыйтнӑ. Кайран диван айӗнче упӑшкин вакланӑ виллине курнӑ.
Хӗрарӑм аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа мӗн пулни пирки каланӑ. Ҫав вӑхӑтра ывӑлӗ ӑна пуҫӗнчен, кӑкӑрӗ тӗлӗнчен суранлатнӑ. Юрать, амӑшӗ тухса тарма ӗлкӗрнӗ, кӳршисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ывӑлӗ вара хваттерте пӗччен юлсан хӑйӗн ҫине алӑ хума хӑтланнӑ.
Амӑшӗпе ывӑлне пульницӑна илсе кайнӑ. Каччӑ утӑн 23-мӗшӗнче унта вилнӗ. Амӑшӗ халӗ хӑйне лайӑхрах туять.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |