И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернӗ, унӑн виллине тупнӑ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ.
Вӑл ЧПУн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене вӗрентнӗ. Профессор Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче ӗҫленӗ. Шӑпах ҫавӑнта пӳлӗмре унӑн виллине тупнӑ та.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, профессорӑн кӗлетки ҫинче сурансем тупнӑ. Ку ӑна пусмӑрласа вӗлернине кӑтартать. Студентсем каланӑ тӑрӑх, инкек умӗн пӗр кун маларах вӑл патшалӑх экзаменне тыттарнӑ.
Студентсем профессор хаваслӑ тата лайӑх ҫын пулнине ӗнентереҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ следстви пырать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте авари пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина велосипедистсен колоннине пырса тӑрӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипедистсенчен виҫҫӗшӗ суранланнӑ. Туристсем Йошкар-Ола енчен Мускав еннелле пынӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем пулман.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, велосипедистсем ҫул хӗррипе пынӑ. Грузовик водителӗ самантлӑха тимлӗхе ҫухатнӑ имӗш. Туристсем Йошкар-Оларан Ҫӗнӗ Шупашкара килсе кунтан пуйӑспа киле кайма планланнӑ пулнӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Шупашкарта инкек пулнӑ. Нумай хутлӑ ҫурт чӳречинчен ача ӳкнӗ. Канмалли кунсенче кунашкал пӑтӑрмах виҫҫӗ пулнӑ.
Инкек Ленин проспектӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Ача 7-мӗш е 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Шел те, ачана ҫӑлма май килмен, вӑл пульницӑра вилнӗ. Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, иртнӗ эрнере тепӗр икӗ ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Телее, вӗсем чӗрӗ, суранланнӑ ҫеҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтать. Шӑрӑх ҫанталӑкра кунашкал тӗслӗх нумайланать: ача москитлӑ сетка ҫине туянса чӳречерен тухса ӳкет.
Пулла кайнӑ арҫынна темиҫе кун каяллах шырама пуҫланӑ. Шел те, ҫак кунсенче унӑн виллине тупнӑ. Кун пирки арҫыннӑн хӗрӗ Ксения пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан Вадим Филиппов Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи утрава икӗ кунлӑха пулла кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Каҫхине вара ҫыхӑнӑва тухман.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем утрав ҫине арҫынна шырама кайнӑ. Унта вӑлтине, киммине тупнӑ, утрава пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах тӑванне тупайман. Кун хыҫҫӑн вӗсем полицие шӑнкӑравланӑ.
Каярахпа ҫав арҫынна вӑлта выртнӑ ҫӗртен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл сывламан ӗнтӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, ашшӗ путса вилнӗ.
Шупашкарта ача ярӑнчӑкран ярӑнса чутах вилмен. Юрать, ӑна ҫӑлма май килнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ рай онӗнчи ача пахчинче 11 сехетсенче пулнӑ. Ача ярӑннӑ чухне сумки ҫакланса ларнӑ, ҫавна май чутах сывлӑш ҫитменнипе вилмен. Ҫакна иртен-ҫӳрен те курнӑ. Воспитательсем, нянечкӑсем ача патне ыткӑннӑ, ҫӗр ҫинче выртакан ачан чӗрине массаж тунӑ. Воспитательсенчен пӗри макӑрсах янӑ.
Пилӗк минутран васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Ачана часрах илсе кайнӑ. Ачан ашшӗ те часах вирхӗрхӗнсе ҫитнӗ. Телее, ача сывах, пульницӑра выртать. Халӗ следстви пырать.
Патӑрьелте пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен мӗнле пурӑнмалла? Укҫа-тенкӗ те ҫук-ҫке-ха. Халӗ ҫемье ҫынсенчен пулӑшу ыйтать.
Пушар ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алхаснӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 52 минутра МЧСа пушар тухни пирки шӑнкӑрав килнӗ: Карл Маркс урамӗнчи ҫурт ҫунать иккен.
Вырӑна икӗ пушарнӑй машина ҫитнӗ. Пушар мӗнрен тухнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ.
Пӳртре виҫӗ ҫын пулнӑ: Александр Кошкин тата унӑн ашшӗ-амӑшӗ. Вӗсем ҫӑлӑннӑ, анчах йӑлтах ҫунса кайнӑ: ҫурт, ашшӗ-амӑшӗн паспорчӗ, япаласем, выльӑх-чӗрлӗх. Йытта та ҫӑлма май килмен. Халӗ ҫемье тӑванӗ патӗнче пурӑнать.
Пушарта шар курнӑ ҫемье халӑх тетелӗсенче пулӑшу кирли пирки репост тӑвать.
Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче инкек пулнӑ. Унта ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ.
Пуҫлӑх виллине ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тупнӑ. Ку паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби те ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернине хыпарлать. Тата ҫакна палӑртмалла: Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пуҫлӑх пирки информацие илнӗ.
Хушнӑ: сӑмах Волков Валерий Фёдорович пирки пыни пире пӗлтерчӗҫ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи 5-мӗш участокри миравай судья пулнӑ Вячеслав Романов тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма хӗненӗ тата унӑн аллине хуҫнӑ тесе тӗпчевҫӗсем шухӑшланине, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир ҫырнӑччӗ. Аса илтерер: ӳсӗр судья Вӑрмар районӗнче машинӑран тухнӑ та 60 ҫулти хӗрарӑмпа пули-пулми хирӗҫсе кайнӑ тесе шухӑшлатчӗҫ. Хӗрарӑм ӳкнӗ, ку вара ӑна уринчен тапнӑ, унтан сулахай аллине пӗтӗм вӑйран пӑрнӑ тенӗччӗ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ амӑшне хӳтӗлеме тӑнӑ, анчах Романов ӑна та хӗненӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пухнӑ материала ЧР Аслӑ сучӗ пӑхса тухнӑ. Пуҫтахланнӑ судьяна шар курнӑ хӗрарӑма 250 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне ӑна 2,5 ҫул хушши унта-кунта ирӗклӗн тухса ҫӳреме чарнӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Бурят Республикинче вырӑнти укҫана чӑваш спортсменӗсем валли уйӑрнипе кӑмӑлсӑр. Ку шӑв-шав нумаях пулмасть тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи мӑкӑртатуран «Московский комсомолец» хаҫата ҫитнӗ. Хаҫат журналисчӗ Сергей Данилов асӑннӑ регионти кӗрешӳҫӗсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру пирки ҫырнинче Улан-Удэ хулинче пурӑнакан Владимир Ширапов сӑмахне илсе кӑтартнӑ.
В. Ширапов ирӗклӗ майпа кӗрешекен бурят спортсменкисенчен Жаргалма Цыренова шанӑҫ панине палӑртнӑ. Анчах вӑл пысӑк шайри ӑмӑртусене хутшӑнаймасть иккен. Сӑлтавӗ Чӑваш Енри Вероника Чумиковӑпа Мария Кузнецова валли укҫа уйӑрнипе ҫыхӑннӑ имӗш. Пирӗн республика хӗрӗсем икӗ регионшӑн кӗрешӗве тухаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти пултаруллӑ спортсменсене аталантарма «кӗмӗл» ҫитсе пымасть-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах икӗ регион спортӑн маларах асӑннӑ енӗпе килӗштерсе ӗҫлессине алӑ пуссах ҫирӗплетни те паллӑ.
Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентстви регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑйлӑ витӗмлӗ» пуҫлӑхсен йышӗнчех юлнӑ-ха, анчах темиҫе йӗрке аяларах аннӑ.
Ака уйӑхӗнче Михаил Игнатьев 31-мӗш вырӑнта пулнӑ. Халӗ — 39-мӗш вырӑнта. Ҫапла вӑл 8 йӗрке аннӑ. Ҫакна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ара, ку должноҫа Элтепер ӑна хӑй лартма шухӑшланӑ вӗт.
Танлаштарӑмра унчченхи пекех Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров малти йӗркесене йышӑннӑ. Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов вара пиллӗкмӗш йӗркене аннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев йышӑннӑ. Юлашки йӗркесенче — Иваново облаҫӗн тата Еврей автономи округӗн ертӳҫисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |