Сивӗ ҫанталӑк тӑнӑ май республикӑра каллех ҫынсем шӑнса вилнӗ. Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче Етӗрнере пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Вӑл унта мӗнле лекнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Шупашкартан шапаша кайма хатӗрленнӗ вӑл.
Нарӑсан 6-мӗшӗнче Бауман урамӗнче 33-ри арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл нарколог патӗнче шутра тӑни, эрех ӗҫни паллӑ. Арҫын урамра майкӑпа труҫҫи вӗҫҫӗнех выртнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Начар Упи ялӗнче 48-ти арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл ферма ҫывӑхӗнче выртнӑ. Сӑкӑт ялӗнче вара 61-ти арҫын арӑмне кил умӗнче тупнӑ. Вӑл та шӑнса вилнӗ.
Ҫак ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Вӗсен тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Ӗнер Швецири Сандвикен хулинче Раҫсей тата Швецин командисем мечӗкпе хоккейла выляса тупӑшрӗҫ. Шел те, пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсемшӗн финалти вӑйӑ ӑнӑҫлах вӗҫленмерӗ: вӗсем 3:4 шутпа выляса ячӗҫ.
Хоккеистсемшӗн савӑнма, вӗсен вӑййипе киленме пынисене финалта ҫӗнтерейменни кӑна мар, Раҫҫей гимне юрлама микрофон тытса тухнӑ хӗр юрӑ сӑмахне манни те пӑшӑрхантарчӗ. Кун пек пӑтӑрмахпа кӑмӑлсӑрланса вӗсем тарӑхнине палӑртмалла шӑхӑрма тытӑнчӗҫ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсенче гимна е капелла юрлакаланине пӗлетпӗр-ха. Музыкӑсӑр шӑрантарнипе такӑнчӗ пуль тесе тӳрре кӑларма ҫапах та йывӑртарах. Ҫӗршывӑн гимне янӑратма алла микрофон тытнӑ ҫыннӑн яваплӑха туймаллах-ҫке. Ҫитменнине тата хӗрӗн юрлас пултарулӑхӗ те ҫукраххӑн туйӑнчӗ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи тӳре-шарана Михаил Игнатьев Элтепер нумай ачаллисенчен тӑрӑхлатӑр тесе ятланӑ. Шӑмат кун хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоканашлу мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех Тӗрӗслевпе шутлав палати Вӑрнар районӗнче тӳре-шара хысна укҫипе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ чух палӑртнӑ кӑлтӑка та сӳтсе явнӑ.
Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫурт лартса е хваттер туянса памалла. Вӑрнар тӑрӑхӗнче те ун пеккисем пур. Вӗсенчен пӗри валли район администрацийӗ хӑтсӑр ҫурт туяннӑ. Тӳре-шара чӗлхипе каласан, ҫав ҫурт муниципалитет контрактӗнче пӑхса хӑварнӑ требование тивӗҫтермен.
«Вӗсен пилӗк ача, эсир нумай ачаллӑ ҫемьерен тӑрӑхлас терӗр-им? Вӗсем ачасене воспитани параҫҫӗ. Сирӗн шутпа вӗсен стройкӑпа аппаланмалла-и? Нумай ачаллисене пур енлӗн пулӑшмалла, хушма йывӑрлӑх туса памалла мар! Ун пек лару-тӑру тек пулмалла мар» — хытах асӑрхаттарнӑ Элтепер район администрацийӗн пуҫлӑхне.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Вӑл — пӗр промышленноҫ предприятийӗн тӗп директорӗ те (ҫӑлкуҫ ятне асӑнмасть).
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче депутат Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере пулнӑ. Унта вӑл 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен темӗнле япалапа чикнӗ.
Шар курнӑ арҫынна пульница илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, депутат арҫыннӑн сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем малалла тишкереҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче пневамтика пӑшалӗнчен перессипе иртнӗ ӑмӑртура ача шар курнӑ. Ку ӗҫе халӗ следовательсем тишкереҫҫӗ.
Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ пӑтӑрмах Хыркасси ялӗнче пулнӑ. Шар кураканни — шкулта вӗренекен арҫын ача.
Арҫын ачасене апатланмӑша сӗтел илме янӑ. Унта вара тепӗр шкул хӗрачисем пневматика пӑшалӗнчен пеме вӗреннӗ. Пуля шӑпах пиллекмӗш класра вӗренекен арҫын ачана лекнӗ.
Ачана тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ вӑл шкула ҫӳремест. Пӗрле вӗренекен тусӗсем ӑна манмаҫҫӗ — часрах сывалма сунса ҫырнӑ ҫырӑва ашшӗ-амӑшӗ урлӑ парса янӑ.
Ӗнер, нарӑсӑн 1-мӗшӗнче, Мускавра хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Аварире Чӑваш Ен ҫынни, 60 ҫулти арҫын, чӗрӗ юлнӑ.
Варшава ҫулӗ ҫинче УАЗ тата «Тайота» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та УАЗ ҫине кӗрсе кайнӑ. УАЗ рулӗ умӗнче ларакан водитель руле пӑрма та ӗлкӗреймен.
Икӗ машина та ҫунма тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, УАЗ алӑкӗ питӗрӗнсе ларнӑ. Пассажирсем унтан тухма хӑтланнӑ, анчах уҫайман. Пулӑшма чарӑннӑ водительсем машина патне пырайман – ҫулӑм алхаснӑ.
Аварире тӳрех 8 ҫын вилнӗ. Тепри пульницӑра сывлама чарӑннӑ. Тӑватӑ ҫынна медицина пулӑшӑвӗ кӳнӗ. Чӑваш Енри арҫын нимӗн те астумасть, никама та палламасть. Тухтӑрсем ку вӑхӑтлӑха кӑна пуласса шанаҫҫӗ.
Иномарка водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пӑтӑрмахлӑ та ыйту ҫине ыйту ҫураттаракан пулӑм пулса иртнӗ. Т999ТТ номерлӗ «Мерседес» ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ. Кайран машинӑна «Пожарка» каҫхи клубран инҫех мар вырнаҫнӑ кӳршӗллӗ картишре тупнӑ. Автомобиль ларнӑ вырӑна криминалистсемпе кинологсем пырса ҫитнӗ, анчах машинӑра водитель пулман.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта хыпарланӑ тӑрӑх, айӑплине часах тупнӑ. Ятне кӑтартман ҫав ҫынна суд пӗр талӑклӑха хупса та хунӑ имӗш. 15 талӑк таран арестлеме е ҫулталӑк ҫурӑччен правасӑр хӑварма май пур ҫинче ҫакӑн пек ҫӑмӑл явап тытнӑ ҫынна ӑннӑ темелле. Телей тенӗрен, автопортал тепӗр япала пирки те тӗшмӗртет. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ ҫыннӑн расна статус мар-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ. Руле тытса пыраканни полицейски пулма ӗмӗтленнӗ пулать, биографири пӑнчӑ ӑна, паллах, кирлӗ мар.
Чӑнкӑ номерлӗ машина рулӗ умӗнче кам пулни пирки автопортал Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине ыйтса ҫырнӑ. Пакунлисем «Мерседес Бенц» автомобильпе вӗсен ӗҫтешӗн ывӑлӗ малтан усӑ курнине тунман-ха, анчах инкек вӑхӑтӗнче руле тытнӑ ҫын асӑннӑ ӗҫченӗн ҫемйипе нихӑш енчен те ҫыхӑнман иккен.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче тепӗр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхине 76 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ывӑлӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл ҫав поселокрах пурӑннӑ. Каҫхине хӗрарӑм киле кайнӑ, анчах, ахӑртнех, ҫухалса кайнӑ.
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Шупашкарта Лакрей вӑрманӗнчен инҫех мар 30-ти арҫын виллине асӑрханӑ. Гаража вӑл юлташӗпе тара илнӗ. Гараж алӑкӗ шалтан питӗрӗнчӗк пулнӑ.
Халӗ ку ӗҫсене уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак икӗ ҫын шӑнса вилнӗ.
Этем правине хӳтӗлекен Европӑри тӳресем суд ларӑвӗ вӑхӑтӗнче ҫынсене тимӗр читлӗхре тытнине ырламан. Уншӑн вӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑ тесе йышӑннӑ май хыснаран укҫан саплаштармалла тесе палӑртнӑ.
Тимӗр читлӗхе хупса хунипе килӗшмесӗр Европӑри суда Раҫҫейри виҫӗ ҫын ҫитнӗ. Унти тӳресем ҫавсен тавӑҫне тӗплӗн тишкернӗ те пирӗн ҫӗршыври судсем Этем правин Европӑри конвенцийӗн 3-мӗш статйине пӑснине палӑртнӑ.
Хӑйне хӳтӗлеме ыйтнисем хушшинче Шупашкарти Александр Сусарин та пулнӑ. Александр Сусарина кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑшӑн 7,5 пин евро тӳлемелле йышӑннӑ. Вологдӑри Евгений Беляева та хыснаран ҫавӑн чухлӗ тенкӗлӗх саплаштармалла. Красноярскри Роман Воронцова 3 пин евро тӳлӗҫ.
Ку пӑтӑрмах Канаш районӗнчи ялта сиксе тухнӑ. Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӗрисем кил хуҫи вилнӗренпе ҫур ҫул ҫитнине асӑннӑ. Кӳрше 34 ҫулти пускил хӗрарӑмӗ те каҫнӑ.
Леш тӗнчене асӑннӑ ҫынна асра тытнине палӑртса сӗтел хушшине пуҫтарӑннисем киле саланнӑ хыҫҫӑн кил хуҫин 17-ри ывӑлӗпе унран икӗ хут аслӑрах хӗрарӑм тепӗр ҫынсем патне ҫул тытнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн чухне 17-ри каччӑ хӗрарӑма хӗненӗ, кил хушшинче пусса ӳкернӗ те пусмӑрланӑ.
Пуҫтахланнӑ каччӑн ӗҫӗпе нумаях пулмасть суд ларӑвӗ иртнӗ. Пӗрремӗш инстанцири суд ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 131-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 1,5 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Анчах хупса хуман, условлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |