Юлашки кунсенче юр нумай ҫунӑран, ҫил-тӑман вӗҫтернӗрен юр хыракан ятарлӑ техникӑсен пӗрмай ӗҫлеме тивет. Паян, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта юр тасатма тухнӑ трактор ҫынна вилмеллех таптаса кайнӑ.
«Про Город» редакцие халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах ирхи 10 сехет тӗлнелле пулнӑ. Мир проспектӗнче юр хыракан ятарлӑ техника ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, трактор урапи айне урам тирпейлӳҫи, хӗрарӑм, лекнӗ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫак хӗлле Шупашкарта кунашкал тепӗр пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Гладков урамӗнче юр хыракан ятарлӑ техника 18 ҫул тултарман хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Юрать, пике вӑйлах аманман, ӑна ҫывӑхри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче медпулӑшу панӑ.