Шупашкарта иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗр хута киле таврӑнакан 26 ҫулти хӗр подъезд умӗнче ҫамрӑк ҫын ҫывӑрнине асӑрханӑ. Ҫулла мар, шӑнса пӑсӑласси те часах тесе пике арҫынна вӑратнӑ.
Лешӗ хӗре тав тӑвас вырӑнне янахӗнчен туртса панӑ. Пике хӑйӗн подъездне кӗрсе тарнӑ. Анчах лешӗ хӑваласа ҫитсе а куҫӗнчен тӑхӑнтартса панӑ. Унтан арҫын вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пике хӑй хваттерне кӗрсе тарма ӗлкӗрнӗ. Кайран та арҫын лӑпланман. Хӗре шыраса хваттерсенчен пӗрин алӑкне тӳнлеттерме тытӑннӑ. Шар курнӑ пике йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Алӑк танлаттарса тӑраканскер пакунлисен аллине ҫакланнӑ.
Пусмӑрҫӑ арҫынна суд ҫирӗп режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Шупашкарта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Юсав ӗҫӗсем темиҫе сехет пыраҫҫӗ ӗнтӗ.
Паян Мичман урамӗпе Кривов урамӗ хӗресленекен вырӑнта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 9,5 пин ҫын ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хваттерсене пӑрӑхсем сивӗ. Ҫулпа вара машинӑсем иртсе ҫӳреймен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫлӗ комисси йӗркеленӗ. 17 сехетре вырӑна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тата Алексей Ладыков ҫитнӗ.
Ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫур ҫӗрччен йӗркене кӗртме шантарнӑ.
Елчӗк районӗнчи Кавал ялӗнчи уйрӑм ҫын лавккинче ӗҫленӗ сутуҫӑна магазин пуҫлӑхӗ кӳрентернӗ.
Хайхи патӗнче ҫакскер кашни эрнере 36 сехетрен пуҫласа 48 сехетчен вӑй хунӑ. Шучӗпе эрнери ӗҫ виҫи 40 сехетпе танлашмалла. Тепри пулсан: «Юрӗ, укҫине тӳлет-ҫке», — тейӗччӗ. Анчах Кавалти лавкка хуҫи шалӑвӗ енчен те хытнӑ. Пӗр уйӑх сентре умӗнче тӑнӑ ҫынна вӑл 3500 тенкӗ тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах чи пӗчӗк шалу виҫи те 7500 тенкӗпе танлашать. Унтан сахал тӳлекен усламҫӑна прокуратура штрафлама йышӑннӑ. Саккуна пӑхӑнманскере 5 пин тенкӗлӗх явап тыттарнӑ. Виҫи пысӑках пулин те, тен, усса кайӗ-и?
Лавкка тытакан усламҫӑн вара шалӑва сутуҫӑна тӳлесе ҫитермех тивӗ. Ҫитменнине тата ку ыйтӑва надзор органӗ тӗрӗслесе тӑма шантарать.
Депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе прокуратура килӗшмен. Ҫавна пулах вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ячӗпе асӑрхаттарса хут ҫырнӑ.
Аса илтеретпӗр, иртнӗ уйӑхӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессире депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташне Александр Федотова шанчӗҫ. Григорий Данилов коммуниста социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ. Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче ҫапла йышӑннине республика прокуратури Сергей Семенов правине пӑсни тесе йышӑннӑ. Асӑрхаттару хутӗнче кӑлтӑка пӗр уйӑхра пӗтермеллине, айӑплисене явап тыттармаллине палӑртнӑ.
Канаш хули инкеке пула шывсӑр юлнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пӑтӑрмахӗ кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вӑл «Вӑтаел—Канаш» трасса ҫинче пӑрӑх шӑтнипе ҫыхӑннӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланма ыйтса ҫырнине те вырнаҫтарнӑччӗ. Хула шыва икӗ ҫӗртен илсе тӑрать иккен: «Высоковка – Канаш» тата «Вӑтаел – Канаш» пӑрӑхсемпе.
Хулари тӳре-шара паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхи 4 сехет те 10 минутра юсав ӗҫне вӗҫленӗ, 5 сехет те 30 минутра хулана шыв пама тытӑннӑ. Резервуарсенче шыв ҫителӗклӗ пухӑнсан ҫынсене шывпа тивӗҫтерме тытӑнмаллине каланӑ. Канаш хулинчи тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑнтӑрлахи 12 сехетре халӑха шыв панӑ, апла пулсан лару-тӑру йӗркеленсе каймалла.
Канаш хули инкеке пула шывсӑр юлнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Вӑтаел—Канаш» трасса ҫинче пӑрӑх шӑтнипе ҫыхӑннӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланма ыйтса ҫырнине хула администрацийӗн сайтӗнче паян кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет хыҫҫӑн ҫырнӑ.
Хула икӗ ҫӗртен шыв илсе тӑрать иккен: «Высоковка – Канаш» тата «Вӑтаел – Канаш» пӑрӑхсемпе. Насуссене темле ӗҫлеттерсен те хулари тӳре-шара шыв ҫителӗклӗ уҫлама май ҫитменнине пӗлтернӗ. Ҫынсене шывпа перекетлӗрех усӑ курма ыйтаҫҫӗ. Хулана вӗри шыв парассине те вӑхӑтлӑха чарнӑ. Вӗри шыва ӑшӑ пӑрӑхӗнчен илекенсене те кун пек тумалла марри пирки асӑрхаттарнӑ. Котельнӑйсене шыв турттарса тӑраҫҫӗ пулин те пӑрӑхран вӗри шыв юхтарни ӑшӑтмалли тытӑма та юрӑхсӑра кӑларма пултарасран шикленеҫҫӗ.
Ку 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне Шупашкарти Мускав кӗперне тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен рабочий ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 11 метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑскер пуҫ мимине амантнӑ.
Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Подряд организацийӗн участок пуҫлӑхӗ объектри хӑрушсӑрлӑха тӗплӗн тӗрӗслемен, хӳтӗлекен картасем пуррипе ҫуккине пӑхман. Ҫавна май ӗҫ вӑхӑтӗнче 49 ҫулти рабочи ӳкнӗ те.
Арҫын пуҫ мимине амантнине сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Явап тытаканни — участок ертӳҫи.
Шупашкарта ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 18 ҫулти хӗр ҫӳллӗ хутран ӳксе вилнӗ. Вӑл студентка пулнӑ.
Ку инкек ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Эгер бульварӗнче пулнӑ. Пике 7-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ ку пуҫиле ӗҫе следовательсем тӗпчеҫҫӗ.
Ҫывӑх тӑванӗсем, тус-юлташӗ пикен халӑх тетелӗнчи страницинче вӑл вилни пирки хурланса ҫырнӑ. Хӗр мӗншӗн ӳкнӗ? Ҫак утӑма вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе тунӑ-и? Ку ыйтусене следстви уҫӑмлатӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ Светлана Петрована, юлашки вӑхӑтра вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн пуканне йышӑнатчӗ, канӑва ӑсатнине эпир пӗлтернӗччӗ. Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ.
Пуҫлӑх тилхепине чипер тытса ларнӑ ҫӗртенех тивӗҫлӗ канӑва кайнине тӗрлӗрен йышӑнакансем пулчӗҫ. Хӑшӗсен шучӗпе, Светлана Петрова ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн тӑван республикӑмӑрӑн вӗренӳ отраслӗ калама ҫук пысӑк ҫухату тӳснӗ. Апла пулин те сӑнавҫӑсене хӑш-пӗр самант тӗлӗнтернӗ. Александр Белов журналист, сӑмахран, «уйрӑм пенсионерсене» тивӗҫекен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль Светлана Владимировнӑна тивӗҫменнине асӑрханӑ.
Асӑннӑ статьяра Светлана Петрова пенсие кайма шут тытни ППЭ валли оборудовани туянмалли тендерта саккуна пӑснипе, ҫавӑншӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнипе ҫыхӑнма пултарнине палӑртнӑ.
Мотоциклист-экстремал Атӑл ҫийӗн пынӑ чухне пӑр айне анса кайнӑ. Ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем байкера ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Хайхискер каҫхине Сосновка поселокӗнчен инҫех мар мотоциклпа ярӑннӑ. Унччен те пулман – байкер пӑр айне анса кайнӑ. Юрать, ҫумра телефон пулнӑ унӑн.
Инкек пулнӑ вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклиста шывран тухма пулӑшнӑ, кайран ӑна Шупашкара илсе ҫитернӗ.
РФ МЧСӗ пӑр ҫинче тимлӗрех пулма ыйтать. Тӗттӗм чухне пӑр ҫине кӗмелле мар. Инкек лексен 01 номерпе (карас телефонпа – 101) шӑнкӑравламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |